Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

02.19.2008 ÇЕМЬЕСЕМ ÇИРĔП ПУЛСАН - ÇĔРШЫВ ТА ВĂЙЛĂ (Алина ЛУКИЯНОВА "Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Иртнĕ шăмат кун Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче Раççей Çемье çулталăкĕ Чăваш Енре пуçланнине паллă турĕç. Уява республикăн тĕрлĕ районĕпе хулинчен ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерекен чи хисеплĕ çĕр çемьене чĕннĕ.
Çемье вара пĕр çынран çеç тăмасть - кашниех йышпа килсе çитнĕ. Аслă ăрури ветерансем, вĕсен вăй питти ывăл-хĕрĕ, ытарайми мăнукĕсем çак кун чи хаклă хăнасем пулчĕç. Мероприятие çавăн пекех муниципалитетсен пуçлăхĕсем, общество организацийĕсен представителĕсем, хĕрарăмсен канашĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Пулăшу витĕмĕ ÿсет
ЮЛАШКИ çулсенче пирĕн республикăра çемьешĕн тăрăшасси пурнăç йĕрки пулса тăнине палăртмалла. Амăшĕпе ачине, нумай ачаллă çемьесене, çамрăк çемьесене, хÿтлĕхсĕр юлнă ачасене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессине тĕллевлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн туса пыраççĕ. Н.В.Федоров Указĕпе Чăваш Енре 2003 çул Çемье çулталăкĕ пулчĕ. Унтанпа, Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ, Парксемпе садсен çулталăкĕ, Ăс-хакăлпа çутлăх çулталăкĕ, Ача çулталăкĕ иртнĕ тапхăрта та, çемьесен социаллă статусне ÿстерес тĕлĕшпе нумай тунă. Кăçал, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче тата пĕтĕм çĕршывăн Çемье çулталăкĕнче çак туртăм ÿссех пырасси иккĕлентермест.
- Раççей вице-премьерĕ, Президент кандидачĕ Дмитрий Анатольевич Медведев çирĕплетнĕ тăрăх, Çемье çулталăкĕн пĕлтерĕшĕ - çĕршывра пулса иртекен ырă улшăнусене кашни çемье пурнăçĕ лайăхланнипе туйса илнинче, вĕсем кашни çынна, кашни ачана пархатарлă витĕм кÿме пултарнинче, нимрен те пахи нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿссе пынинче, - терĕ уява килнисене саламланă май ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Н.В.Суслонова. - Паян çак залра нумай ачаллă çемье йышлă. Çăмăл мар нумай ача ÿстерме, çапах та вĕсем телейлĕ. Мĕншĕн тесен çĕр çинче чи хакли - ачасем, вĕсем - пирĕн йăха малалла тăсакансем, Чăваш Ен, Раççей пуласлăхĕ. Владимир Владимирович Путин Президент пирĕн республикăра виçĕ хут пулчĕ, кунти лару-тăрăва аван пĕлет. Вăл Чăваш Ен халăх пурнăçĕшĕн, апла тăк çемьесемшĕн, пĕлтерĕшлĕ “Вĕрентÿ”, “Сывлăх”, “Пурăнмалли çурт-йĕр”, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе малта пынине палăртрĕ. Çавна май пурнăç условийĕсем лайăхланса пыраççĕ, халăх ыранхи куна шанăçпа пăхать, демографи лару-тăрăвĕ те йĕркене кĕрсе пырать. Ача нумайрах çуралнăшăн савăнатпăр-ха, çав вăхăтрах ача сачĕсем çитменни пăшăрхантарать. Республика Президенчĕ 2010 çул тĕлне ку ыйтăва пĕтĕмĕшле татма шантарать. Халĕ муниципалитетсен пуçлăхĕсем ача сачĕсенчи вырăнсен шутне ÿстерес ыйтусемпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ.
Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă теççĕ ватăсем. Тата мĕнле çемьере ÿснинчен тесе хушса хурас килет. Кăмăл-сипет пахалăхĕсем, пурнăçра кирлĕ хăнăхусем ачан, тĕпрен илсен, çемьере никĕсленеççĕ. Çемье воспитанине, патшалăх социаллă тăлăхсене хăйĕн хÿттине илет пулин те, нимĕнпе те улăштараймăн. Çавăнпа та хÿтлĕхсĕр юлнă ачасен 85 процентне /ăнăçсан, 100 проценчĕпех/ çемьесене вырнаçтарма палăртнă. Ку енĕпе пирĕн республикăра ырă тĕслĕх чылай. Тĕслĕхрен, Шупашкарти Анна Викторовнăпа Александр Васильевич Суворовсем çирĕм ют ачана хăйсен çунатти айне илнĕ. Çак паттăрлăхшăн вĕсене Халăхсен туслăхĕн орденĕпе наградăланă. Суворовсем тата Çĕнĕ Шупашкарти “Çулталăк çемйи - 2007” республика конкурсĕнче çĕнтернĕ Дружининсем В.В.Путин Кремльте Çемье çулталăкне уçнă церемоние хутшăнма тивĕç пулнă.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Н.И.Володина ашшĕ-амăшне ачисемпе пĕрле библиотекăсене, музейсене, театрсене çÿреме сĕнчĕ, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче нумай ачаллă çемьесем валли тĕрлĕ çăмăллăх тата ытларах палăртнине пĕлтерчĕ. “Правительство, вырăнти влаç вĕрентĕве аталантарас тĕлĕшпе питĕ нумай тăрăшать, - терĕ ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова. - Шкул пуриншĕн те уçă пултăр тесе ертсе пыракан общество канашĕсем йĕркелетпĕр. Çапах та тимлĕх тата ытларах кирлĕ. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, сирĕнсĕр май çук, ачасем паха пĕлÿ, лайăх воспитани илччĕр, ăнăçлă çынсем пулса ÿсчĕр тесен пирĕн пĕрле ĕçлемелле”.
Уявра ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.П.Мидуков, социаллă политика, сывлăх сыхлавĕ, физкультура тата спорт енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, республикăри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи О.Ю.Зайцева тата ыттисем тухса калаçрĕç. Шупашкарти тĕн училищин ректорĕ, Христос чĕрĕлĕвĕн храмĕн настоятелĕ Михаил Иванов иерей ÿт-пÿ сывлăхĕ чун сывлăхĕпе тачă çыхăннине палăртрĕ. Хамăрăн ачасене воспитани панă чухне пирĕн телейпе килĕшÿлĕх никĕсĕ чун сипетлĕхĕ пулнине асра тытмалла.
Ĕмĕр пĕрле пурăнăр
Этем пурнăçĕнче çемье тĕп вырăн йышăнать. Никамран та хакли - çуратнă, юратса, чунне парса ÿстернĕ анне. Ачисене воспитани парас, çемье, йăх, тăван халăх йăли-йĕркине хисеплеме, малалла аталантарса пыма вĕрентес ĕçре унăн тÿпи калама çук пысăк. Çакăн пек амăшĕсене те чысларĕç уявра. Пысăк наградăна - Чăваш Республикин Хисеп грамотине Шупашкарти трактор заводĕнчи аслă диспетчер Р.Т.Дипломатова, “Атăл пир-авăр компанийĕнче” ĕçлекен А.Г.Кузьмина, Куславкка районĕнчи З.П.Романова, Çĕрпÿ районĕнчи А.З.Лаврентьева, Çĕмĕрле районĕнчи Л.В.Тихонова тивĕçрĕç. Çул çитмен пилĕк ача амăшне В.Г.Яковлевăна тата виçĕ ывăл ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Т.С.Симуновăна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.
Раççей Ача-пăча фончĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕ 20 çул тултарать. Хăйĕн ырă ĕçĕсемпе вăл сахал тупăшлă пин-пин çемьене, тăлăх ачасене пулăшать. Çулсерен Ыр кăмăллăх марафонĕсем ирттерсе пухнă укçапа интернатсем, сиплев учрежденийĕсем валли паха оборудовани туянса парать. Уйрăма пархатарлă ĕçĕсемшĕн ЧР Президенчĕн Тав хутне пачĕç. Республикăри хĕрарăмсен канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ активисткăсене те залра ларакансем чунран саламларĕç. Професси чысне çÿле çĕкленĕ ĕç династийĕсене те ятран асăнса тухрĕç Çемье çулталăкĕн уявĕнче.
Ырă, туслă çемьере пултарулăха аталантарса пыма та вăхăт тупаççĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Тихоновсем “Çулталăк çемйи - 2007” конкурсра “Пултаруллă çемье” номинацире çĕнтернĕ. Михаил Яковлевичпа Людмила Васильевна, вĕсен виçĕ ачи чăваш халăх юррисене кăмăллаççĕ, ачасен керменĕн сцени çинчен чĕререн юрă шăрантарчĕç. “Çĕр çинче мĕн пурĕ лайăххи - этемрен, ăслă-тăнлă, çирĕп кăмăл-сипетлĕ этемрен”, - терĕ юрă вĕçленсен Людмила Васильевна хăйсен çемье пахалăхĕ ырăлăхпа ĕçченлĕх çинче никĕсленсе тăнине палăртса.
Пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăннине мĕн çиттĕр! Çакăн пек мăшăрсем пĕрле темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултараççĕ, ĕмĕре юнашар ирттереççĕ. Виçĕ çемьене сцена çине кăларсах чысларĕç. Лидия Александровнăпа Николай Меркурьевич Меркурьевсем - 54 çул, Мария Андреевнăпа Александр Модестович Коробейниковсем - 53 çул, Нина Васильевнăпа Лев Анатольевич Зайцевсем 50 çул алла-аллăн утаççĕ, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнаççĕ.
Çемье çулталăкне уçнă ятпа ирттернĕ церемонире аслă ăру эстафетине вара çамрăксем йышăнчĕç. Уяв хăнисен умĕнчех виçĕ çĕнĕ çемье çуралчĕ: Альбина Марковăпа Владимир Тарасов, Анна Усовăпа Александр Королев, Дина Саловăпа Сергей Клементьев пĕрлешрĕç. Н.В.Суслонова министр вĕсене мăшăрлану свидетельствисем пачĕ, юратупа, ырăлăхпа пурăнма, пĕр-пĕрне упрама, нумай ачаллă пулма, мăнуксене, вĕсен ачисене курса савăнма ырă сунч

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика