Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

02.22.2008 ПАТШАЛĂХ ТĔРЕКĔ - ÇЕМЬЕРЕ (Валентина ПЕТРОВА Чувашская женщина (Чăваш хĕрарăмĕ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова “Ача амăшĕ героиня” ят çулсем иртнĕçемĕн каялла таврăнма пултарнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех çемье шкул ĕçĕнче пулăшу кÿнине палăртрĕ, “Çемье-2007” конкурс çĕнтерÿçисене Тихоновсене /Çĕмĕрле районĕ/ Хисеп грамоти пачĕ.
Асăннă конкурсра Тихоновсем “Пултаруллă çемье” номинацире çĕнтернĕ. Людмила Васильевнăпа Михаил Яковлевич виçĕ ача çитĕнтереççĕ, çемйипех юрлама килĕштереççĕ. Çакна вĕсем тепĕр хут уявра çирĕплетрĕç, вырăсла калаçакан сценăна пĕртен пĕр чăваш юрри-кĕввипе илем кÿчĕç.
Çемье çулталăкне уçма çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ В.Мидуков, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика, сывлăха сыхлас ĕç, физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ О.Зайцева, Шупашкар Епархийĕн Православи тĕн училищин ректорĕ Михаил Иванов протоиерей, Чăваш Енри тутар наци культура центрĕн ертÿçи Ф.Гибатдинов хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç.
Мăшăрлă пурнăçпа пурăнакан çын пĕчченнипе танлаштарсан вăрăм ĕмĕрлĕ пулни, сахалрах чирлени пирки калаççĕ ăсчахсем. Ылтăн туйчченех пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем Чăваш Енре те пур. Уявра вĕсене те чысларĕç. Акă Николай Меркурьевичпа Лидия Александровна Меркурьевсем, Лев Анатольевичпа Нина Васильевна Зайцевсем, Александр Медосовичпа Мария Андреевна Коробейниковсем 50 çул ытла пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ, ачи-пăчипе, мăнукĕсемпе савăнаççĕ.
Кăçал Раççей Ача-пăча фончĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕ 20 çулхи юбилейне палăртать. Çавна май ырă ĕçĕсене хакласа Пĕтĕм Раççейри общество фончĕн регионти уйрăмĕн председательне Ю.Кислова ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Н.Суслонова хаклă парнепе чысларĕ.
Паллах, вăхăтĕнче йышлă ача-пăча çуратса, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ ашшĕ-амăшĕ те ят-сума тивĕç. Акă В.Яковлевăпа Т.Симунова паян ачисемпе мухтанаççĕ. Иккĕшĕн те пилĕкшер ача, пурте çемьеллĕ, ĕçлĕ. Ара, улми йывăççинчен аякка ÿкмест тени тĕрĕсех çав. Вера Геннадьевнăпа Татьяна Сергеевна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе хаклă парнине тивĕçрĕç. Усрав ачасем пирки сăмах хускатсан Шупашкарта пурăнакан Суворовсен çемйи сцена çине тухрĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕпе Анна Викторовнăпа 11 ачине залра ларакансем тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Сăмах май, Анна Викторовнăпа Александр Васильевич виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, унсăр пуçне 20 ача усрава илнĕ. Хăшĕ-пĕри тăван килтен вĕçсе тухса кайнă, хăйсем çемье çавăрнă. Апла пулин те ашшĕ-амăш килне манмаççĕ, килсех çÿреççĕ. Аслă Суворовсем ачисемпе пĕрле халĕ пекарня йĕркеленĕ. 2003 çулта Анна Викторовна Халăхсен туслăхĕн орденне тивĕçнĕ. Çавăн пекех Суворовсем В.Путин Кремльте Çемье çулталăкне уçнă церемоние те хутшăннă. Унта Çĕнĕ Шупашкарти Дружининсем те пулнă. “Çемьере ют ачасем пулмаççĕ, - терĕ Анна Викторовна. - Килти пĕтĕм ĕçе пĕрле пурнăçлатпăр эпир. Аслисем пĕчĕккисене ăс параççĕ, шĕвĕрккесем вара вĕсенчен вĕренеççĕ”. Ача усрава илнĕ çемьесене патшалăх пулăшу панине ырă витĕм тесе йышăнчĕ вăл. “Кашни ачан ашшĕ-амăшĕ пултăр”, - терĕ А.Суворова калаçăвне пĕтĕмлетсе.
Çемье династийĕсем пирки те манмарĕç уявра. Сăмахран, Каçал тăрăхĕнчи Эзенкинсен-Константиновсен династийĕсен педагог стажĕ - 1120 çул. Йĕпреç районĕнчи Лабиновсем - ветеринарсен династине малалла тăсакансем. Вĕсен ĕç стажĕ - 1050 çул. Канаш хулинче пурăнакан Яковлевсем вара сывлăх сыхлавĕнче палăрнă, династин ĕç стажĕ - 710 çул.
Чи пултаруллă хĕрарăмсене республикăри Хĕрарăмсен канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Ку сумлă ята Г.Григорьева /Элĕк районĕ/, И.Облинова /Етĕрне районĕ/, Г.Петрова /Вăрмар районĕ/ тивĕçрĕç.
Юлашкинчен çак кун çемье çавăрнă виçĕ мăшăра ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Н.Суслонова мăшăрлану свидетельствисем парса саламларĕ, çемьере ăнăçу, телей сунчĕ. “Уява хутшăннă мăшăрсем пек ылтăн туйччен пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнăр, йышлă ача-пăчаллă пулăр, мăнукăрсем юратчăр сире. Çĕр çинче чи хакли пирĕншĕн - çемье. Вăл тĕреклĕ пулсан патшалăх та çирĕп пулĕ”, - пиллерĕ Нина Владимировна çамрăк мăшăрсене. Çемье çулталăкне уçма çавăн пекех Шупашкарти ача-пăча ташă ушкăнĕсем, 35-мĕш вăтам шкул ачисем, эстрада ансамблĕсем, оперăпа балет театрĕн артисчĕсем хутшăнчĕç, уява илем кÿчĕç.

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика