Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

02.22.2008 РЕСПУБЛИКĂН ЫЛТĂН ФОНЧĔ (Надежда ЯКОВЛЕВА Молодежная газета (Çамрăксен хаçачĕ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Теллейĕн çак формулипе Шупашкарти 35-мĕш шкулти 3-мĕш класс ачисем иртнĕ шăмат кун Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче паллаштарчĕç. Кунта республикăри чи лайăх 100 çемье /ача усрава илнисем, нумай ачаллисем, республика конкурсĕсенче çĕнтернисем, ĕç династийĕсем/ Раççейри Çемье çулталăкне уçма пухăнчĕç. Уява çавăн пекех министрсем, депутатсем, район пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Пирĕн республикăра Çемье çулталăкĕ 2003 çулта иртнĕччĕ, патшалăх аталанăвĕн тĕп тĕллевĕсене ун чухне палăртнă та: соцаллă хваттер, газификаци, çул-йĕр, спорт комплексĕсем - паян вĕсем пурте ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Шăпах çав çул ача усрава илекенсен шучĕ 3 хут ÿснĕ. Çак ырă йăласем ытти çул та - 2004: Çамрăксемпе сывă пурнăç йĕркин çулĕ, 2005: Парксемпе садсен çулталăкĕ, 2006: Ăс хакăлпа çутлăх çулĕ - аталаннă: çемьене пулăшу кÿрекен саккунсем йышăннă, «Çулталăк çемйисене», «Ĕç династийĕсене» чысланă, Ырăлăх акцийĕсем ирттернĕ. Калăпăр, патронат çемйисем пирки саккун йышăннăран халĕ республикăри 296 тăлăх ача çемьере ÿсет. 2007 çулта усрава е опекăна илнĕ ачасен шучĕ малтанхи виçĕ çулăн пĕрлехи кăтартăвĕнчен те ытларах.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Н.В.Суслонова уява пухăннă пултаруллă, ырă кăмăллă, телейлĕ çемьесем республикăн ылтăн фончĕ пулнине палăртрĕ.
- Чи пĕлтерĕшли - ачасем йĕркеллĕ çемьесенче çитĕнччĕр, мĕншĕн тесен шăпах çемьере пурнăç никĕсĕ хывăнать-çке. Кунта вĕсем ырăлăх, ăс-хакăл, ăнлану, юрату мĕнне курччăр, - терĕ Нина Владимировна.
«Çемье çулталăкĕн ырă улшăнăвĕсене кашни çемье туйтăр», - тенĕ Раççей вице-премьерĕ Д.А.Медведев. Чăн та, палăртни пурнăçлансан шăпах çапла пулать те. 2010 çулччен республикăри 30 пин сахал тупăшлă çемьене тÿлевсĕр хваттерпе тивĕçтермелле. Çав вăхăт тĕлнех мĕн пур пепкене ача садне вырнаçтармалла. Сăмах май, ку енĕпе пĕлтĕр ĕçлеме пуçланă та. Шупашкарти ача сачĕсенче 1661 вырăн ÿстернĕ.
Тăлăх ачасем енĕпе те йывăрлăх нумай-ха. Паллах, паян патшалăх ача çурчĕсене апат-çимĕçпе те, тумтирпе те, вылямалли-вĕренмелли хатĕрсемпе те тивĕçтерет. Анчах çакă çăлăнăç мар, ачасен çемьесенче ÿсмелле. Паян ача çурчĕсенчи пепкесен 1-2 % çеç биологи тĕлĕшĕнчен тăлăх, ыттисен ашшĕ-амăшĕ пур. Вĕсене те çемье ăшшине туйтармалла. Телее, опекăна илекен çемьесен шучĕ те республикăра ÿсет.
Уява хутшăннă кашни çемье пирки уйрăммăн каласа пама пулать, çакна тивĕç вĕсем. Калăпăр, Çĕмĕрле районĕнчи Тихоновсем çемье ансамблĕ йĕркеленĕ. 8 çул ĕнтĕ вĕсем район, ял, республика мероприятийĕсенче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.
Кăçал пирĕн республикăри икĕ çемье Мускавра Çемье çулталăкне уçма хутшăннă. Çĕнĕ Шупашкарти Дружининсем республикăри «Çулталăк çемйи» конкурсра çĕнтернĕ. Вĕсен хваттерĕнче тăватă ăру килĕштерсе пурăнать. Шупашкарти Суворовсем вара хăйсен 3 ачине ура çине тăратнă, унсăр пуçне 20 тăлăха хăйсен хÿттине илнĕ.
- Пирĕн ачасем хăйсен пепкисене пăрахса ан хăварччăр тесе тăрăшатпăр, - терĕ Анна Викторовна Суворова.
20 çула яхăн каялла усрава илнĕ ачисем ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, хăшĕ-пĕри хăй те атте-анне пулма ĕлкĕрнĕ. Уявсенче паян та Суворовсен килĕнче пухăнаççĕ вĕсем.
2003 çулта республикăра ĕç династийĕсен пĕрремĕш слечĕ иртнĕ. Хăйсене ĕçре тупнă çемье сахал мар пирĕн. Акă Комсомольски районĕнчи Эзенкин-Константиновсен пĕрлехи ĕç стажĕ 1120 çулпа танлашать, Лабинов ветеринарсен /Йĕпреç районĕ/ - 1050 çул. Çĕмĕрле районĕнчи Кузьминсем кирлĕ тĕк хăйсем уйрăм шкул уçма пултараççĕ, вĕсен çемйинче пурте педагог.
Çĕнĕ Шупашкарти Зайцевсемпе Коробейниковсем, Шупашкарти Меркурьевсем 50 çул ытла килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем хыççăнах сцена çине мăшăрланни çинчен пĕлтерекен свидетельство илме тин çеç чăмăртаннă çемьесем тухрĕç. Уяв савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ.

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика