Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

02.28.2008 ТĂЛĂХ АЧА ÇЕМЬЕ ĂШШИ ТУПАТЬ ( Лидия ПАВЛОВА "Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
ÇЕМЬЕ çулталăкне халалласа Муркаш районĕнче тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Район администрацийĕн ырă йăласен залне çав кун вырăнсенчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçисем, шкулсенчи психологсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пуçтарăнчĕç.
“Ача ашшĕн çемьери пĕлтерĕшĕ” темăпа иртрĕ çавра сĕтел хушшинчи калаçу. Районти диагностикăпа консультаци центрĕн ертÿçи Л.А.Верховцева панă ыйтусене тĕл пулăва килнисенчен кашниех хăйне евĕрлĕ хуравларĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне В.Г.Данилова арçынсем сахалтарах пурăнни пăшăрхантарать. Çакăн сăлтавĕсенчен пĕрне вăл çемьери хутшăнусенче те курать. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи М.П.Рубцова вара ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕрне юратакан çемьери ачасем хăйсене телейлĕ туйнине, çемьене упраса хăварасси мăшăрсенчен кашнинчен килнине палăртрĕ. Муркашри кĕлĕ çуртĕнчи Федор атте вара çемье çине православи тĕнĕ мĕнле пăхни çинче чарăнчĕ.
Тĕл пулăва килнĕ Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Иван Дмитриевичпа Тамара Николаевна Вязовсен те каласа памалли пайтах пулчĕ.
- Пĕри тĕрĕс мар тусан та эпир пĕр-пĕрин авторитетне ачасен умĕнче пĕрре те ÿкермен, - çемье телейĕн вăрттăнлăхне уçрĕç вĕсем.
Оринин ял тăрăхĕнчи Фаина Петровнăпа Владимир Михайлович Александровсем нумаях пулмасть хĕрачана çемьене пурăнма илни пирки каланă чух вара итлекенсен те куççуль тухрĕ. 2 çултах ача çуртне лекнĕ Кристина Александровсене ача çуртĕнчен килне çитичченех çине-çинех атте, анне тесе чĕнни ачасемшĕн аттепе анне мĕн тери паха пулнине тепĕр хут çирĕплетет. Сăмах май, паян ачана усрава илнĕ çемьесем районта 6. Вĕсенче 7 ача телей тупрĕ. Александровсем вара хăйсен пĕр ывăлне çитĕнтернĕскерсем паян тепĕр ачана усрава илес ĕмĕтпе пурăнаççĕ.
Пуçтарăннисене район администрацин пуçлăхĕн çумĕ А.Е.Андреева хĕрарăмсен çывхарса килекен уявĕ ячĕпе саламларĕ. Муркашри искусство шкулĕн ачисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика