Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

03.01.2008 ТĔЛĔНМЕЛЛЕ ÇЕМЬЕ (С.НИКОЛАЕВА "Чаваш херараме")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
 
ÇĔМĔРЛЕРИ Фаина Георгиевнăпа Олег Иванович Тырлаковсем виçĕ ачана - виçĕ ывăла - кун çути кăтартнă, халĕ вĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме тăрăшаççĕ. Каччăсем ашшĕ-амăшĕ пекех маттур та пултаруллă, виççĕшĕ те музыка шкулне пĕтернĕ. Тырлаковсем пурте юрлама юратаççĕ. Унсăр пуçне çак çемье спортпа туслă. Ахальтен мар вĕсем районти ăмăртусене час-часах хутшăнаççĕ, уйрăмах йĕлтĕрпе чупма кăмăллаççĕ. “Атте, анне, эпĕ - спорт çемйи” йышши мероприятисем те ют мар вĕсемшĕн. Ĕçлеме те, канма та пĕлекен Тырлаковсем 2005 çулта “Çулталăк çемйи” конкурса хутшăннă.
Фаина Георгиевна, техникумра бухгалтер профессине алла илнĕскер, “Ял хуçалăх техникинче” 9 çул ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра вара “Водоканалта” машинистра вăй хурать, 10-мĕш çул ĕнтĕ. Тивĕçĕсене тĕплĕн пурнăçланăран ăна пĕрре мар Хисеп хучĕпе чысланă. Олег Иванович техникум пĕтерсен машзаводра тăрăшнă. Халĕ вара вăл инçе çĕре ĕçлеме çÿрет.
 
 
“Мĕн акатăн - çавă шăтать”, - тенĕ ваттисем. Тырлаковсен ачисемпе мухтанмалăх та, савăнмалăх та пур. Калăпăр, пĕлтĕр Сергей - Малов депутатăн премине, Вова вара Çĕмĕрле райадминистрацин пуçлăхĕн стипендине илсе тăнă. Кăçал вара вĕсем иккĕшĕ те - ЧР Президенчĕн стипендиачĕсем.
Тырлаковсем кил хуçин амăшĕпе Вера Федоровнăпа пĕр килте килĕштерсе пурăнаççĕ, аслине хисеплеççĕ. 80 çултан иртнĕ хĕрарăм, медицина тытăмĕнче вăй хунăскер, кил-тĕрĕшре халĕ те ĕçлет-ха. Ÿркенмен çемье выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать.
“Тырлаковсем - тĕлĕнмелле çемье: пултаруллă, тăрăшуллă, ĕçчен”, - терĕç Çĕмĕрле райадминистрацийĕнче вăй хуракансем. Çакăн пек çемьесем пирĕн республикăра тата ытларах пулинччĕç.

 


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика