Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

04.08.2008 ÇЕМЬЕ ВУЧАХĔ ÇУТТĂН ЯЛКĂШТĂР (Николай ПАВЛОВ "Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
КĂÇАЛХИ çула Раççейре Çемье çулталăкĕ тесе йышăннине питĕ вырăнлă тесе шухăшлатăп. Çирĕп çемье - халăхăн тата патшалăхăн шанчăклă тĕрекĕ. Йĕркеллĕ çемьесенче ачасем тивĕçлĕ воспитани илсе ÿсеççĕ, каярахпа Тăван çĕршывшăн усăллă çынсем пулаççĕ. Çакна эпĕ, тăххăрмĕш теçеткере пыракан вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ, çирĕплетсех калама пултаратăп. Пĕр-пĕрне лайăх пĕлсе, темиçе çул туслă çÿресе, ашшĕ-амăшĕн ăслă сăмахĕсене итлесе пĕрлешнĕ каччăпа хĕр килĕшÿллĕ те çирĕп çемье çавăрнă ырă тĕслĕх нумай пĕлетĕп.
Хăш-пĕр çамрăк мăшăрлану çине çиелтен пăхни шухăшлаттарать. Çамрăксен чи пысăк йăнăшĕ - пулас мăшăрсем пĕр-пĕрне тĕплĕн пĕлменнинче. Ашшĕ-амăшĕн хÿттинче пурăннă вăхăтра вĕсем вĕри юрату туйăмĕн ытарлă асамлăхĕнче пурăнаççĕ. Çемье çавăрсан, малашне хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçласан çамрăксем тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулаççĕ. “Чап-чап уйăхĕ” вĕçленсен çамрăк упăшкапа арăмĕ пĕр-пĕрне кăмăлсăррăн пăхнă, пур-çукшăнах хирĕçнĕ тĕслĕх час-часах тĕл пулать. Вĕсене малтанхи тусĕ-савнийĕ лайăхрах пулнăн, ытларах юратнăн туйăнать. Ку, паллах, ырри патне илсе пымасть. Ĕçрен таврăннă хыççăн çурт-хваттере тирпейлесси, апат-çимĕç пĕçересси, кĕпе-йĕм çăвасси хăйсен тивĕçĕ тесе пĕри те шутламасть. Апла тăк пĕрлешиччен çемьере кам мĕн тума пултарнине шута илмен.
Ашшĕ-амăшне те ÿпкелес килет. Ывăл-хĕре пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстермелле. Ачасен çемьере яланхи тивĕçĕсем пулмалла. Калăпăр, ывăлсем ашшĕпе пĕрле куллен кил картине тасатаççĕ, шыв кÿреççĕ, çулла вутă çурса купалаççĕ. Хĕрачасен вара амăшне апат пĕçерме, тирĕк-чашăк, кĕпе-йĕм çума пулăшмалла. Çу кунĕсенче пурин те пĕрле пахчана çум курăкран тасатмалла. Ашшĕ-амăшĕн ывăл-хĕре пулас çемьере мĕнлерех тивĕçсем кĕтнине те ăнлантармалла.
Хăйсен те ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла. Вĕсем пĕр-пĕрне хисеплеменни, хирĕçсе пурăнни, кил-çуртри ĕçе юлхавлăн пурнăçлани ачасене куçать. Арçын ачасемпе хĕрачасем - пулас кил хуçисемпе арăмĕсем. Çемье пуçĕ юлхавлă - авлансан ывăлĕ те çавнашкал кил хуçи пулать. Кил хуçин арăмĕ тирпейсĕр - качча тухсан хĕрĕнчен те илем-тасалăх ан кĕт.
Сывă пурнăç йĕрки пирки те каламалла. Çемье пуçĕ пирус туртать пулсан сиенлĕ йăла ачасенче те вăй илет.
Кĕсье телефонĕ усă курма питех те меллĕ, анчах вăл хăш чухне çемьене аркатас хăрушлăх та кăларса тăратать. Калăпăр, каччăпа хĕр малтан туслă çÿренĕ. Анчах хĕр тепĕр йĕкĕте - лайăх çемье пуçĕ пулма пултаракан çынна качча тухнă. Малтанхи каччи ăна, халĕ ĕнтĕ туслă çемье пуçĕн арăмне, мобильникпе шăнкăравласа чăрмантарма тытăнать, унчченхи ырă самантсене аса илсе улах вырăнта пĕрле ларма йыхравлать. Кун пек чухне çамрăк арăмăн: “Эпĕ - качча тухнă çын, мана текех шăнкăравласа ан чăрмантар!” - тесе çирĕппĕн калама вăй çитермелле, çемьепе çыхăнман ирĕклĕ хĕр йĕри-тавра нумай пулнине ăнлантармалла. Кун хыççăн çемье татах та çирĕпленĕ. Малтанхи каччă унпа вăхăтлăха усă курма тăрăшнине, çапла майпа çемье никĕсĕ тĕпренме пултарассине кил хуçи арăмĕн яланах асра тытмалла.
Теприсем тата çамрăк арăма /упăшки килте пулман чухне/ машинăпа ярăнтарса çÿреме ăшталанаççĕ. Çемьене упраса хăварас тесен кунашкал йĕкĕтсене хăйсен çулĕпе малалла вĕçтерме сĕнмелле.
Çирĕп çемье чăмăртас тесен каччăпа хĕрĕн кăмăл шайлашăвне те шута илмелле. Енчен вĕсем иккĕшĕ те холерик /хăвăрт çилленсе-вĕриленсе каякан çын/ пулсан пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасси иккĕленÿллĕ. Анчах чĕрене хистеймĕн - пĕр-пĕрне юратакан холериксен çемье çавăрсан хирĕçÿ-харкашу вăхăтĕнче пĕрин чĕнмесĕр тăма вăй çитермелле.
Хăш-пĕр арçын мĕн пур хĕрарăма “юратма” ĕмĕтленет. Кунта сăмах çемье пуçĕсем çинчен пынине вулакан ăнланать пулĕ. Анчах аскăнлăх йĕр хăвармасăр иртмест. Пĕрремĕшĕнчен, çакнашкал арçыннăн чун-чĕринче лăпкăлăх çук: киле юлса таврăннине унăн яланах суяпа çирĕплетмелле. Иккĕмĕшĕнчен, вăл хăйĕн арăмне те яланах пăлханчăк туйăмсемпе çÿретет: “Паян кампа-ши?” Упăшкин “çул çÿревĕсем” пирки илтсе йăлăхнă хĕрарăм тавăрас тесе урăх арçын ытамне кĕнĕ тĕслĕхсене те пĕлетпĕр. Виççĕмĕшĕнчен, аскăн арçыннăн хĕрĕсем ашшĕшĕн вăтанса, хурланса çÿреççĕ. Тăваттăмĕшĕнчен, вăл - çемьере хисепсĕр те шанчăксăр çын.
Юлашкинчен çакна калас килет: туслă та çирĕп çемье ялта питĕ сумлă. Çемье вучахĕ илемлĕ ялкăшасси хамăртан килет.

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика