Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

06.06.2008 ЙĂЛТАХ ÇЕМЬЕРИ ÇАНТАЛĂКРАН КИЛЕТ (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Çыннăн çемьере
ырă ĕç тума вĕренмелле
Я.Л.СУХОМЛИНСКИЙ.
ПАЯН Чăваш Енре 35000 çамрăк çемье шутланать, вĕсенчен 331-шĕ - нумай ачаллă. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ыйту тухса тăнăран, кăçалхи çула Раççейре Çемье çулталăкĕ тесе палăртнăран çамрăк çемьесене патшалăх шайĕнче тимлени куç кĕрет. Мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă мăшăрсене аталанма, ура çине тăма пулăшакан темиçе программа вăя кĕчĕ.
Халиччен республикăра çамрăк çемьесен конкурсĕ пулманччĕ. Кăçал ăна пĕрремĕш хут ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви, республикăри çамрăксен “Çамрăк çемье” общество организацийĕ çине тăнипе ирттерчĕç. Çамрăк çемьесен клубĕсен тата видеороликсен фестивальне 27 çемье, районсемпе хуласенчи çамрăк çемьесен 21 клубĕ хутшăнма кăмăл тунă.
Конкурс виçĕ тапхăрпа иртнĕ. 1-мĕш тапхăрта çемьесем хăйсен йăх йывăççине пухса хатĕрлессипе, ăнăçлă сăн ÿкерчĕк калăплассипе, тутлă пĕçерессипе, ырă ĕçсемпе палăрассипе ăмăртнă. Çак енсемпе хăйсене лайăх кăтартнисене номинацисенче наградăланă. 2-мĕш тапхăрта çемьесем “Туй историйĕ”, “Çамрăк çемьесен клубĕ”, “Ырă ĕç тăвасси”, “Манăн çемье” номинацисенче хăйсен ăсталăхне кăтартнă.
Раççейри Çемье çулталăкне халалласа Удмурт Республикинчи Ижевск хулинче çу уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен иртнĕ çамрăк çемьесен фестивалĕнче Чăваш Ен чысне Муркаш районĕнчи “Çăл куç” клуб, унта çÿрекен Борзаевсен çемйи тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Панферовсем хÿтĕленĕ.
- Фестивальтен ăшă кăмăлпа таврăнтăмăр. Унта тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, пултаруллă мăшăрсемпе паллашрăмăр. Çамрăксем пыраççĕ, калаçаççĕ, ĕç-хĕл пирки ыйтса пĕлеççĕ. Пĕр-пĕрне вунă-çирĕм çул пĕлеççĕ тейĕн. Çĕршывра тарават çын çав тери нумай-мĕн. Ижевскри фестиваль-конкурс тупăшу темелле. Анчах пĕр пысăк çемьен уявĕ тесен вырăнлăрах, - кăмăл-туйăмĕпе паллаштарчĕ Наталья Борзаева.
Борзаевсем сакăр çул пĕрле, икĕ ача ÿстереççĕ. Петр Шурча шкулĕнче музыка, географи предмечĕсене вĕрентет, Кашмашри культура çуртĕнче вăй хурать. Кил хуçи арăмĕ - акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ, Шурчари ял библиотекин заведующийĕ. Наталья та юрлама-ташлама ăста, çавăнпах вăл Кашмашри культура çурчĕ çумĕнчи ансамбле, халăх театрне хутшăнать. Юрă-кĕвĕ тĕнчине юратакан мăшăр ачисене те мĕн пĕчĕкренех унпа кăсăклантарнă.
- Даша утма вĕреничченех юрă çеммине кăларатчĕ, утма пуçласанах ташлама хăнăхрĕ, - хĕрĕ пирки каласа пачĕ Наталья Вячеславовна.
Пĕтĕм Раççейри çемьесен фестивальне хутшăннă Борзаевсем çемье телейне пĕр-пĕрне ăнланнинче, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшнинче, пĕри теприншĕн çирĕп тĕрев пулнинче кураççĕ.
Камсем çĕнтерчĕç?
Чăваш Енре иртнĕ çамрăк çемьесен конкурсне çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче пĕтĕмлетрĕç.
“Çамрăк çемьесен чи лайăх клубĕ” номинацире 3-мĕш вырăна Елчĕк районĕнчи Курнавăш ял тăрăхĕ çумĕнчи, 2-мĕш вырăна Улатăр районĕнчи Первомайскинчи культура çурчĕ çумĕнчи “Юлташсен хушшинче”, 1-мĕш вырăна Муркаш район администрацийĕн “Çăл куç” клубсем тухрĕç. “Чи лайăх туй историйĕ” номинацире малти вырăнсене Афанасьевсен /Шупашкар хули/, Шабалкинсен /Пăрачкав районĕ/, Чихинсен /Патăрьел районĕ/ çемйисем йышăнчĕç. “Ырă ĕç” номинацире икĕ вырăн кăна палăртрĕç. Çĕмĕрле хулинчи 1-мĕш ача-пăча сачĕ çумĕнчи “Туслăх” çемье клубĕ тата Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану центрĕн “Телей” çемье клубне çÿрекен Михайловсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
Конкурса хутшăнма кăмăл тунисен хăйсем пирки видеоролик ÿкермелле пулнă. Вĕсемпе “Вырăнти телекурав” каналпа кăтартакан “Просыпайся” кăларăмра паллаштарнă. Ку номинацире 3-мĕш вырăна Шупашкарти Плотниковсем, 2-мĕш вырăна Смирновсем тухрĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Панферовсем тивĕçрĕç.
“Телекуракансен сасă” номинацире Фоминсем-Лапушкинсем çĕнтерчĕç. Вĕсен çемйи 147 СМС-сасă пухнă.
Тĕп номинацире - “Çамрăк çемье-2008” - çĕнтерÿçĕ ятне Шăмăршă салинче пурăнакан Хлюкинсем тивĕçрĕç.
Çамрăк çемьесем хăйсен пултарулăхне сцена çинче те кăтартрĕç. Борзаевсем чăваш юррипе, Плотниковсем вальспа, Светлана Яковлева-Смирнова эстрада юррипе куракансене савăнтарчĕç. Сăмах май, эстрада юрăçин Светлана Яковлевăн çемйи те конкурса хутшăннă.
Мала тухнă çемьесене ырă та ăшă сăмах нумай каларĕç, саламларĕç, хаклă парнесемпе хавхалантарчĕç.
“Çамрăк çемье-2008” мĕнле пурăнать?
Олегпа Елена Хлюкинсем çемье çавăрни кĕçех вунă çул çитет. Вĕсем шкулта вĕреннĕ чухнех пĕр-пĕринпе паллашнă. Аслă классенче пĕлÿ пухакан Олег тăватă çул кĕçĕнрех Еленăна куç хывнă. Шкул пĕтерсен Олег И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ-ра физвоспитани факультетĕнче ăсталăхне туптанă. Алла диплом илсен çамрăксем мăшăрланнă, халĕ вĕсен ывăлĕ Илья 2-мĕш класа чупать.
Олег - предприниматель. Çĕнĕ самана кăларса тăратнă аталану мелне хăвăрт ăша хывнă вăл.
- Ĕç нумаййипе хăш-пĕр чухне çывăрма та вăхăт çук, - палăртать çемье пуçĕ.
Хлюкинсем спортпа туслă, районти физкультурăпа спорта аталантарассишĕн нумай тăрăшаççĕ вĕсем, хăйсем те районти мĕн пур ăмăртăва хутшăнаççĕ, республика шайĕнчи тупăшусене те тухса çÿреççĕ.
- Çемье телейĕ мĕнре? - ыйтрăм эпĕ çемье пуçĕнчен.
- Йăлтах килти çанталăкран килет, çемьере лăпкăлăх, ăнланулăх хуçалансан ĕçре те ăнăçу кĕтет. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пĕлни те пĕлтерĕшлĕ, - терĕ вăл.
Ун шучĕпе, чи малтанах ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтермелле:
- Ачасем мĕнпе интересленеççĕ - çавна аталантармалла. Эпир Илюшăна спортпа туслашма мĕн кирлĕ, хăй мĕн ыйтать йăлтах туянса пама тăрăшатпăр. Ача спорта юраттăр, унăн ĕçсĕр аптрама, çапкаланса çÿреме вăхăт ан пултăр.
Елена шучĕпе вара хĕрарăмăн мăшăрне чунпа, ăшă та ырă кăмăлпа хавхалантарса пымалла.

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика