Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

06.11.2008 СПОРТПА ТУСЛАШАССИ ÇЕМЬЕРЕН ПУÇЛАНАТЬ (Ольга НЕСТЕРОВА "Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Халăх сывлăхне сыхлас ĕçре хальхи вăхăтри сиплев учрежденийĕсене аталантарса тата эмелсен шучĕпе кăна витĕмлĕ кăтарту тума май çук. Кунта сывă пурнăç йĕркипе, спортпа туслă пулни пĕлтерĕшлĕ.
“Ăспа пурăнсан им-çам кирлĕ мар тесе ваттисем ахальтен каламан”, - тенĕ Николай Федоров Президент Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура. Спортпа туслашасси çемьерен пуçланать. Ашшĕ-амăшĕ сывлăхне упраманнине курса ÿсекен ача физкультура урокĕсемпе туслашасси те иккĕлентерет.
Йăлана кĕнĕ “Спортпа туслă çемье” фестиваль кăçалхипе 13-мĕш хут иртрĕ. Çулсерен республикăри чи вăйлă çемьесем Шупашкарти “Олимпийский” стадиона пуçтарăнаççĕ. Ку хутĕнче 42 командăн дартсра, тăршшĕне сикессинче, армспортра, баскетболра, çăмăл атлетика эстафетинче ăмăртмалла пулчĕ. Тупăшуçăсем 3 ушкăнра вăй виçрĕç.
- “Атте, анне, эпĕ” ятлă ăмăрту кашни шкултах иртет. Вĕсем шăпăрлансене спортпа çывăхлатаççĕ, çемьери туслăха çирĕплетеççĕ. Çакăн пек мероприятисене май килнĕ таран йышлантармалла, - тет фестивалĕн тĕп судйи О.Ю.Булыгин. - Дистанцие парăнтарма трасса çине тухнă çемьене курсан епле савăнмăн? Вĕсем килти ĕç-хĕле пăхмасăр ăмăртăва çитнĕ. Ачисем ашшĕ-амăшне сикме вĕрентеççĕ, мечĕке тĕл ывăтма хистеççĕ. Аслисем те кĕçĕннисемшĕн пăшăрханаççĕ. Чăн-чăн çемьепе спорт уявĕ.
Ăмăртуçăсен кăмăлĕ мĕнле-ши? Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнчен çитнĕ Степановсем тахçантанпах спортпа туслă. Çемье пуçĕ Александр кунсерен кире пуканĕ йăтать. Вунă çул каялла чăмăртаннă çемьере икĕ пепке ÿсет. Асли Никита тăххăрта, Кирилл пиллĕкре çеç. Альбина çемье вучахне сÿнме памасть. Профессипе çĕвĕç пулнăскер упăшкипе ачисем валли алсиш-нуски çыхать, кĕпе-йĕм çĕлет.
- Ирсерен те каçсерен ятарласа чупма тухман. Волейбол выляма та вăхăт çителĕксĕр. Анчах та çуллахи ĕççи чухне темиçе çухрăм хыçа юлатех, - каласа кăтартать Альбина Валерьевна.
“Спортпа туслă çемье” фестивале вĕсем иккĕмĕш çул хутшăнаççĕ. Армспортра, пĕлтĕрхи пекех, Степановсене çитекенни пулмарĕ. Мăшăр районти ăмăртусенче те тăтăш пулать. Унта пĕчĕк Кирилл та хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Шăпăрлан пиччĕшĕ пекех вăйлă чупма тăрăшать. Сăмах май, иккĕмĕш клас пĕтернĕ Никитăн шкулти юратнă предмечĕсем физкультурăпа математика. Степановсен çемйи хăйсен ушкăнĕнче 3-мĕш вырăна тухрĕ.
Фестивале хутшăннă чи кĕçĕн ăмăртуçă виçĕ çулта. Александровсен çемйинче пулас спортсмен çитĕнет. Вăл ашшĕнчен тĕслĕх илет. Ашшĕ Алексей çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕ, Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулĕн тренерĕ, амăшĕ Елена хăвăрт утассипе спорт мастерĕн кандидачĕ. Дима вĕсем пулăшнипе финиша тăваттăмĕш çитрĕ.
Çапла ăмăртура 9 çул тултарман ачаллă çемьесен хушшинче Дадюковсем /Хĕрлĕ Чутай районĕ/, 12 çул тултарман арçын ачаллă çемьесен ушкăнĕнче Тарасовсем /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, 12 çул тултарман хĕрачаллă çемьесенче Владимировсем /Канаш хули/ мала тухрĕç. Вĕсене хаклă парнесемпе хавхалантарчĕç.
Выляса янисем çук кунта. Пурте çĕнтерÿçĕсем, пурте маттурсем.

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика