Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

08.21.2008 Кашни ачах çемьере ÿсме тивĕç (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Ачалăхри манăçми кунсем ĕмĕре пыраççĕ. Телейлĕ вăхăт тĕлĕкри пек хăвăрт вĕçсе иртет. Вăй-хала пухса малалла талпăнатпăр, пуласлăха тинкерсе такăр çул хывма тăрăшатпăр. Чăрмавсене сирсе ĕмĕтри телее шыратпăр.

Çĕр çине кашни çын телей курма çуралать. Çут çанталăкăн асамлă вăйĕпе киленсе тату пурăнма пÿрнĕ пулсан мĕншĕн ырă курас мар? Апла йăлтах хамăр алăра. Анчах телей тупма пĕртте çăмăл мар тата ăна упрама та пĕлмелле. “Хитре пуличчен телейлĕ пул», - тенĕ халăхра. Хамăр тивĕçе таса чунпа пурнăçласси - пирĕн тĕллев. Ачасем пирĕнтен телейлĕрех пулччăр тени - кашнин пилĕ. Çут тĕнчене çуралнăскерсен мăшăр çунат айĕнче ÿсмелле, анчах пурнăçра тĕрлĕрен кĕнчеле çав.

Тĕллев тупайман, симĕс шĕвекпе ачисене улăштаракансем те тĕл пулаççĕ-ха кулленхи пурнăçра. Вĕсем йĕри-тавра нимĕн те асăрхамаççĕ тейĕн, пепкисем куллен-кун аталанса ÿснине те туймаççĕ мĕскĕнсем. Ачисен хурлăхлă куçĕсем те ирĕлтереймеççĕ-çке вĕсен чунĕсене. Ача - Турă пÿрнĕ телей. Вĕсене пирĕн ÿстермелле, анчах пур чухне те ун пек пулмасть çав. Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем те тăлăх мар, вĕсем ют йăвара телей тупаççĕ, ашшĕ-амăшĕн чăн-чăн ăшшине туйса ÿсеççĕ. Раççей Президенчĕ кăçалхи çула Çемье çулталăкĕ, республика Президенчĕ Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Телее, тĕллевсем пурнăçа кĕреççĕ. Вĕсем ырă çимĕç параççĕ. Чăваш Енре хальхи вăхăтра 560 ача 400 ытла усрав çемьере хÿтлĕх илет. Иртнĕ çул кăна 247 ача çемье телейне тупнă. Юлашки вăхăтра ытларах хăйсен тăрăхĕнчи ачасене çемьене илеççĕ. Пĕчĕкскерсем ырăпа усала уйăрма вĕренеççĕ. Ахальтен мар вĕсем усрава илнисене “атте-анне” теççĕ. Патшалăх пулăшăвĕ кун пек çемьесенче вырăнлă, чăннипех вĕсем хисепе тивĕç. Иртнĕ çул ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура Николай Федоров Президент Шупашкарта 1989 çултах ача çурчĕ йĕркеленĕ Анна Викторовнăпа Александр Васильевич Суворовсене ырăпа асăнса çапла каланăччĕ: “...Унашкал çынсемшĕн тĕп награда орденсемпе медальсем мар, телей пиллесе пăхса çитĕнтернĕ ачисен юратăвĕ». Ăш пиллĕ çынсем кăна сăваплă çакăн пек ĕç тума пултараççĕ. Суворовсем хăйсен виçĕ ачисĕр пуçне тата 10 ачана усрава илнĕ. Элĕк районĕнчи Степановсен çемйинче виçĕ хĕр хÿтлĕх тупнă. Тĕрĕссипе, Тури Вылари Михаил Николаевичпа Зоя Михайловна ачисемшĕн ашшĕпе амăшĕ кăна мар, педагог-психолог, тренер пулса тăнă. Мăшăрсем кăçал республикăра пĕрремĕш хут иртнĕ усрав çемьесен слетне хутшăннă. Чи малтан 2000 çулта çемьене Аня килнĕ, тепĕр 4 çултан аппăшĕпе йăмăкĕ Ксенипе Натали хÿтлĕх тупнă. Степановсем вĕсене çемье тĕрекне туйма пулăшнă. Аня - пултаруллă хĕрача, вăл юрлама-ташлама та, ал ĕçĕ тума та ăста, литературăна кăмăллать, спортпа туслă. Çăмăл атлетика енĕпе - район чемпионĕ. Кăçал вăл Раççейре иртнĕ “Манăн çемье» конкурса хутшăнса «Манăн çемье историйĕ» номинацире çĕнтернĕ. Кĕçĕннисем те унран юлмаççĕ, тăрăшса вĕренеççĕ, шкул пурнăçне хастар хутшăнаççĕ, кил-çурта тирпейлеме пулăшаççĕ. Килĕшÿллĕ çемьере пĕр-пĕрне хисеплесси тĕп вырăнта. Унта тăнăçлăх, юрату хуçаланать. Мăшăр ăшă çунат айĕнче ÿснĕрен Степановсен ачисен сăн-пичĕ телейпе çиçет.

Мирлĕ пурнăçăн ăшши кашни ачана çупăрлатăрччĕ, пирĕн хушăра тăлăх ачасем ан пулччăр. Вĕсем юратакан çемьесенче чун ăшшине туйса ÿсме тивĕç.

Юлия МАРЕЕВА


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика