Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

12.03.2008 «ЭПИР ПИРĔШТИСЕМ, АНЧАХ ПĔР ÇУНАТЛĂ» (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Нумай ача амăшне тепĕр чухне пыл хурчĕпе танлаштарас килет. Кун каçа мĕн кăна тума ĕлкĕрмест вăл! Унра тÿсĕмлĕхпе хăватлăх, юратупа ачашлăх иксĕлми пулнинчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Паян сана, вулаканăм, шăпах çакнашкал хĕрарăмпа - Ольга Александровна Дуйсембаевăпа тата унăн çемйипе паллаштаратăп.
Красноармейски салинче пурăнакан Ольга Александровнăпа Амангельды Иллюбаевич Дуйсембаевсен çемйинче 5 ача. Дуйсембаевсен икĕ хĕрĕ - Оксанăпа Айгуль - Красноармейскинче кăна мар, республикăра та палăрма ĕлкĕрнĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенскерсем ăмăртусенче пĕрре кăна мар ылтăн, кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ.
Дуйсембаевсен хваттерĕнче юсав ĕçĕсем пынăран Ольга Александровнăпа тата Амангельды Иллюбаевичпа районти Халăх пултарулăхĕн çуртĕнче тĕл пултăм. Сăмах май, Ольга Александровна кунта директорта ĕçлет. Дуйсембаевсене “Хыпар” Издательство çурчĕ ячĕпе асăнмалăх парне панă хыççăн ачисемпе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрăм.
Ольга Александровна: Асли Руслан 18 çулта, Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕренет. Халĕ ăна çара ăсатма хатĕрленетпĕр. Снежана вун çиччĕре. Шупашкарта культура училищинче хореографа вĕренет. Галина вун пиллĕкре. Пĕлтĕр Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче пĕлÿ илчĕ, кăçал тĕп хулари 19-мĕш училищĕне кайрĕ. Çĕвĕç пулма ĕмĕтленет. Оксана вун тăваттăра, Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче ăсталăхне туптать. Айгуль Красноармейски салинчи 2-мĕш шкулта 7-мĕш класра вĕренет.
- Кĕçĕннин ячĕ питĕ хитре.
О.А.: Ашшĕ казах та - хăйсенни пек ят хурас терĕ. Хĕрĕм каçхине çуралнăран Айгуль ят патăмăр. Вăл каçхи чечек тенине пĕлтерет.
- Ачăрсем пурте ашшĕ пек пулас?
- Çапла, Оксана кăна ман пек, ыттисем пурте ашшĕне хывнă.
- Мăшăрăрпа мĕнле паллашнă эсир?
О.А.: Студент чухне эпĕ строительство отрядне çырăннăччĕ. Пире Аçтăрхана помидор пуçтарма ячĕç. Пĕрре, каннă вăхăтра, шахмат турнирĕ иртрĕ. Унта Аçтăрхан облаçĕнче çуралса ÿснĕ Амангельды та, сăмах май, эпĕ Аманăк тесе чĕнетĕп, турнира хутшăнчĕ. Манăн шăпах унпа вылямалла пулчĕ. “Çĕнтерсен пан улми çитеретĕп”, - терĕ вăл. Вăйă пĕр тан шутпа вĕçленчĕ пулин те вăл пĕрех пан улми ас тивтерчĕ.
- Ольга Александровна, Амангельдын ашшĕпе амăшĕ мĕнле йышăнчĕç сире?
- Чиперех, туйне те Аçтăрхантах турăмăр. Эпĕ шыва кĕме питĕ юрататтăмччĕ. Пĕрре çапла юхан шывра инçете ишсе кайрăм. Çакăншăн мана, йĕркене пăснă тесе, лагерьтен кăларса ярасшăнччĕ. Пулас хуняма хÿтĕленипе çеç юлайрăм. Кайран вара эпир Аманекпа аякри пĕвене кайса ишме пуçларăмăр.
- Амангельды Иллюбаевич, Чăваш Енре пурăнма килĕшет-и сире? Чăвашла калаçма миçе çултан вĕрентĕр?
- Красноармейскинче çирĕм çул ытла пурăнатăп та хăнăхрăм ĕнтĕ. Чăвашла пуплеме малтанхи çулсенчех вĕрентĕм. Акцентсăр калаçатăн теççĕ мана. Чăваш хаçачĕсене çăмăллăнах вулатăп. “Ял пурнăçĕпе” “Хыпара” çырăнса илетпĕр.
- Килте мĕнле чĕлхепе калаçатăр?
А.И.: Паллах чăвашла.
- Ачăрсем казах чĕлхипе интересленеççĕ-и?
А.И.: Галина Аçтăрхана шăнкăравласан хăш-пĕр сăмаха казахла калать. Айгуль те казах чĕлхине вĕренесшĕн.
- Калăр-ха, чăвашпа казах чĕлхисенче пĕрешкел сăмахсем пур-и?
А.И.: Пур-пур! Сăмахран, ата - атте, ана - анне, алма - улма, шу - шыв...
- Пурнăçра хăвăр вырăна тупрăр-и?
А.И.: Красноармейскине килсен кирпĕч хума вĕрентĕм. Каменщикре ĕçлетĕп. Пушă вăхăт тупăнсанах çулла та, хĕлле те пулла çÿретĕп. Хĕлле вăлтапа 8 кг таякан карп тытнăччĕ.
- Пуллипе мĕн тăватăр?
А.И.: Пулă шÿрпи пĕçеретĕп е ăшалатăп.
О.А.: Эпĕ чĕрĕ пулла тытма хăратăп. Вăл çăварне карнине курсан ун çине çуршар сехет шыв ярса тăратăп.
- Казах наци апачĕсене хатĕрлетĕр-и?
А.И.: Бишбармак янтăлатăп. Чейе эпир ытларах сĕтпе ĕçетпĕр.
- Эсир епле-ха 5 ача çуратма шикленмен?
О.А.: Эпир çемьере иккĕн кăна ÿснĕ. Хĕрача чухне йышлă ачаллă çемьесене питĕ ăмсанаттăм. Манăн çемьере ача нумай пулать тесе шухăшлаттăм ун чухне.
- Анчах ачаллă хĕрарăмăн пĕр алли вутра, тепри шывра теççĕ. Çитменнине эсир культура ĕçченĕ...
О.А.: Пĕррепе йывăр вăл. Çемьере виçĕ е ытларах ача тăк лару-тăру урăхларах. Аманек ачасене питĕ юратать. Пĕчĕк чухне вĕсене мунчара хăех çăватчĕ.
- Ачăрсем мĕнпе интересленеççĕ?
О.А.: Руслан компьютер умĕнче ларать. Снежана ташăсем шухăшласа тупать. Галина чăваш тĕррисемпе интересленет, çыхать. Ирĕклĕ майпа кĕрешет. Оксана та кĕрешÿçĕ. Вăл пире ăмăртусене çÿреме чарать. Çывăх çынсем пур чухне кĕрешме йывăр тет. Айгуль сăвă çырать, ташлать, юрлать, ирĕклĕ майпа кĕрешет, тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Кунсăр пуçне эпир çемйипех шахматла, шашкăлла, нардăлла вылятпăр, Яппун кроссворчĕсене тупатпăр.
- Сирĕн тăватă хĕрĕр те ирĕклĕ майпа кĕрешеççĕ. Мĕншĕн вĕсем спортăн çав тĕсне суйласа илнĕ?
О.А.: Ачасем пĕчĕкрех чухне эпир виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте вун иккĕн /аппа хăйĕн çемйипе тата анне пирĕнпе пулнă/ пурăнаттăмăр. Укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех пулнăран ачасен тетте сахалччĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене вара çемçе тетте парнелетчĕç. Хĕрачасем çапла пĕрин хыççăн тепри кĕрешме пуçларĕç. Вĕсен тренерĕ Владимир Николаевич Григорьев чăнах та чунĕпе ĕçе парăннă. Çапла хĕрĕмсем кашни ăмăртуранах çемçе тетте илсе килме пуçларĕç. Хваттере йăлт çемçе теттепе тултарчĕç.
- Сирĕн пурнăç девизĕ?
О.А.: Пурнăç - кĕрешÿ, телей вара кĕрешÿре.
А.И.: Ывăла авлантарасчĕ, хĕрсене качча парасчĕ, вĕсем йĕркеллĕ мăшăрсем тупчăр тетĕп.
- Сирĕн çемье туслă-и? Уявсене, çуралнă кунсене епле паллă тăватăр?
О.А.: Эпир питĕ туслă пурăнатпăр, пĕр-пĕриншĕн ялан тунсăхлатпăр. Нумаях пулмасть Галина ман патăма çакăн пек SMS-çыру ячĕ: “Пирĕнтен кашниех Пирĕшти, анчах пĕр çунатлă. Пĕрле пулсан кăна эпир вĕçсе хăпарăпăр”.
Пирĕн çемьен чи юратнă уявĕ - Çĕнĕ çул. Çуралнă кун тата Анне кунĕнче мăшăрăм яланах торт туянать, сĕтел хатĕрлет. Ачасен çуралнă кунĕсенче те вăл темĕн тĕрлĕ апат янтăлать.
- Мĕнле шухăшлатăр: Анне кунне палăртни вырăнлă-и, кирлĕ-и вăл?
О.А.: Сăмахсăрах - кирлĕ. Ман шухăшпа, Аттесен кунне те уявламалла.
- Ольга Александровна, паян ачасене мĕне вĕрентмелле?
- Эпир çемйипех кĕнеке вулама питĕ юрататпăр. Психологипе çыхăннă кĕнекесене Мускавран çырăнса илетпĕр. Мĕнле пурăнмалла? Епле ĕçлемелле? Укçана тытма мĕнле вĕренмелле? Епле аталанмалла? Çак ыйтусен хуравĕсене “Бедный папа”, “Богатый папа” йышши кĕнекесенче тупатпăр.
- Сирĕн канмалли кунсенче те мероприятисем иртеççĕ, хобби валли вăхăт та юлмасть пуль?
- Манăн тĕп хобби - професси. Вăхăт тупăнсан çыхма юрататăп. Аквариум тытатăп, чечексем ÿстеретĕп. Пÿлĕмре 50 яхăн тĕслĕ чечек çитĕнтеретĕп. Кашни çуллах пахчара чечек нумай пирĕн. Чечексенчен тĕрлĕ композици хатĕрлетĕп.
- Интереслĕ калаçушăн тав сире. Çемьере юратупа телей сунатăп.

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика