Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

12.02.2008 ÇУЛТАЛĂКРИ ЧИ ЛАЙĂХ ÇЕМЬЕСЕМ (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
АННЕ, çемье сăмахсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çавăнпа та республикăра иртекен “Çемье çулталăкĕ - 2008” конкурса та Аннесен кунĕнче савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетрĕç. Унта пурĕ 187 çемье хутшăнма кăмăл тунă. Тĕрлĕ номинацире çĕнтернисене тата финала тухнисене К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче чысларĕç.
 
- Пысăк çак йыша тытса тăраканĕ, пуçтараканĕ - Анне. Чи малтанах уяв ячĕпе вĕсене саламлатăп. Юлашки пилĕк çулта çак конкурса ирттернĕ май республикăри нумай ачаллă, ытлă-çитлĕ пурăнакан çĕр-çĕр çемьепе паллашрăмăр. Вĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăчĕç, - терĕ уява уçнă май ЧР вице-премьерĕ - сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова.
 
“Чи ĕçчен çемье” номинацире çĕнтернĕ Çĕрпÿ районĕнчен килнĕ Захаровсен çемйи чăнах та харсăр та пултаруллă. Светланăпа Сергей 12 çул пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсем икĕ хĕрача ÿстереççĕ. Захаровсем патшалăх паракан çăмăллăх кредичĕпе икĕ хутлă çурт çĕкленĕ. Çемье пуçĕн, Чурачăк ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекен специалистăн Сергей Николаевичăн, ахăртнех, пушă вăхăт çук. Вăл сывă пурнăç йĕркине юратма ачисене çеç мар, ялти çамрăксене те спорт шкулĕнче вĕрентет. Çемье бизнесĕ те пур вĕсен. Каçсерен Захаровсем çăм атă йăвалаççĕ. Ĕçчен çемьен ĕмĕчĕсем çутă. Чи пысăкки вара - çемье йышне ÿстересси.
 
Çĕнĕ Шупашкарти Кобюксен çемйи вара - чи тусли. Икĕ халăх çынни, /украинпа чăваш/, Николайпа Ирина, 16 çулти Иванпа тата 5 çулти Ярославпа килнĕ уява.
 
- Çĕр çинче чи телейли тесе шухăшлатпăр хамăра. Çемьере пирĕн пĕр-пĕринчен вăрттăнлăх çук. Пурне те йышпа тăватпăр. Час-часах кинона, концерта çÿретпĕр. Йĕлтĕрпе ярăнма та йышпа тухатпăр, - тет Ирина Геннадьевна.
 
“Эпир пĕрле ташлатпăр та, юрлатпăр - çавăнпа туслă пурăнатпăр”, - йăл-йăл çиçеççĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнчен килнĕ Захаровсем те. “Пултаруллă çемье” номинацире ахальтен çĕнтермен ĕнтĕ вĕсем. Çакна Захаровсем çемйипе театр сцени çинче кăтартнă пултарулăх та çирĕплетрĕ. Тăваттăри Милена та хореографи кружокне çÿрекен Стаспа Аделинăран пĕрре те кая мар ташларĕ. Шуршăлти пултарулăх çуртĕнче ĕçлекен Михаил Юрьевич балетмейстерпа пултарулăх ертÿçи Елена Анатольевна ачисемпе час-часах тĕрлĕ концертра ял-йыша савăнтараççĕ.
 
“Çемье çулталăкĕ - 2008” конкурса пĕтĕмлетекенсем спортпа туслă çемьене Вăрнартан суйласа илнĕ. Ĕнешпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Олег Ивановăн çемйи дипломсемпе парнесене тивĕçрĕ. Çемье пуçĕ Олег Анатольевич çемьешĕн çеç мар, ял-йышшăн та ырă тĕслĕх. Виçĕ ача ашшĕ ăста йĕлтĕрçĕ, футболист, ишевçĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл ертсе пыракан ял тăрăхĕн команди районта спортпа чи вăйлисенчен пĕри. Шкулта вĕренекен ачисем Владиславпа Станислав йĕлтĕрпе тата маутинбайкпа иртнĕ район ăмăртăвĕсенче пĕрре çеç мар ашшĕне савăнтарнă.
 
Хĕрлĕ Чутайри Николай Аттен сăваплă ĕçĕсем пирки пĕрре çеç çырман хаçатсенче. Николай Атте чиркÿ çумĕнче “Таса Руçь” хор тата “Мăкăньпи” театр кружокĕсем йĕркеленĕ. Çав пултарулăх ушкăнĕсемпе вăл час-часах юсанмалли колонисене тухса çÿрет. Шанăçа çухатнă çынсене пурнăç çине урăх куçпа пăхма вĕрентет. Çак ĕçре ăна мăшăрĕ тата тăватă ачи пулăшаççĕ. “Социаллă яваплăха ăнланакан çемье” номинацире çĕнтерекенсем пулчĕç Спиридоновсем.
 
Тĕрлĕ номинацире çĕнтернисене пурне те пысăк парнесем пачĕç. Чи хаклине вара - ноутбука Патăрьел районĕнчи Кăсыл Чишмари Масяевсем тивĕçрĕç. Вĕсем “Çемье çулталăкĕ - 2008” конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăчĕç. Мукатдес Небиулловичпа Гульнара Мукатдесовна педагогсем 19 çул пĕрле пурăнаççĕ. Çемйи те пысăк вĕсен. Асли Зиля Хусанти университетăн пĕрремĕш курс студентки. Гельс - вуннăмĕш, Зифа - пĕрремĕш класс вĕренекенĕсем. Иккĕри Диля ача садне çÿрет. Йĕкереш Ирекпе Ирке çулталăк тултарнă. Шкулта ĕç урокĕсене вĕрентекен Мукадес Масяев пысăк çемье валли кермен пек чаплă çурт лартнă, сĕтел-пуканне те хăех тунă. Ĕçчен те патвар çын çемьене тăрантарас тесе “Спартак” фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.
 
- “Пĕтĕм ĕçе çурмалла пайлатпăр эпир”, - теççĕ Масяевсем. Пĕрле килĕштерсе пурăннипе çавăн пек пысăк хуçалăх тытса пыраççĕ те вĕсем.

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика