Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

02.13.2009 Хамăртан нумай килет

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
"Хыпар" Геннадий КУЗНЕЦОВ
 
Йĕпреç поселокĕнчи Хурашыв /пĕве ячĕ ку/ тесе ят панă микрорайонта вырнаçнă электровиçев приборĕсен завочĕ хăй вăхăтĕнче ку тăрăхра кăна мар, республикăпа унăн тулашĕнче те паллăччĕ. Ахăр самана пуçлансан вăл сулнăка лекрĕ, ниепле те хăтăлса тухаймарĕ çав сереперен. Тахçан виçĕ сменăпа ĕçленĕ предприяти саланчĕ, 700 рабочи “çурăк валашка” умĕнче тăрса юлчĕ. Прибор пухнă хĕрсенчен ытларахăшĕ суту-илĕве суйласа илчĕ, арçынсем ăçта куç курать çавăнталла вĕçтерчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ Мускавра тĕпленни куç кĕрет. Халĕ райцентр каллех вунă çул каяллахи тапхăра таврăннă пек туйăнать мана. Йĕпреç урамĕсем тăрăх иртен пуçласа каçчен йышлă çын хĕвĕшнине курнипе килчĕ-ха ку шухăш. “Тĕл пулу” кафе умĕнче кирек хăçан та çамрăксем урмăш сасăпа калаçнине илтни те иккĕленÿллĕ туйăм çуратать. Унччен апла марччĕ-çке, халĕ мĕншĕн малтанхи лăпкăлăх çухалчĕ? Ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе сăмсине самаях хĕретме ĕлкĕрнĕ вăтам çулсенчи арçынпа калаçу пуçартăм. Вăл хăйне Борис тесе чĕннине пĕлтерчĕ, хушаматне те каларĕ: Семенов. “Иккĕмĕш эрне ĕнтĕ çак хупахра хамăн йăпанăва шыратăп, - терĕ çакскер пирус тĕтĕмне ункăн-ункăн кăларнă май. - Çĕнĕ çул умĕн кăна Мускав çывăхĕнчи Реутов хулинчен таврăнтăм. Мĕн çавăнтанпах çунакан ăш-чикĕме хĕрĕх градуслă шĕвекпе сÿнтересшĕн. Виçĕ çул тар юхтартăм ку хулара. Мĕн чухлĕ дача çурчĕ, мунча лартса памарăм-ши пуçлăхсене? Юрататчĕç вĕсем ĕçчен те тăрăшуллă чăвашсене. Йĕпреçрен 5 çын илсе кайрăм Реутова, пĕчĕк йышпа калама çук пысăк ĕç пурнăçларăмăр. Çаплах каласа ăсатрĕ пире юлашки хуçа: “Самана самайлансан, лару-тăру лăплансан каллех чĕнсе илĕп сире. Кунашкал ăстасене тек ăçта шырамалла манăн?”
Тăван тăрăха таврăнсан Борис хăйĕнпе пĕр шăпаллă çынсемпе тĕл пултарнăшăн Йĕпреçри “Тĕл пулу” кафене пикенсех тав тума хатĕр. Вăл çакăнта паллашнă çамрăксем пурте нумай пулмасть кăна-ха Мускавпа ун çывăхĕнчи хуласенче - Пушкинăпа Ивантаевкăра, Ногинскпа Электростальре, Домодедовăпа Щербинкăра стройкăра ĕçлесе пурăннă-мĕн. Уйăхсерен 15-20 пин тенкĕрен кая мар ÿксе пынă. “Ĕмĕр тăршшĕпех кун пек пурнăç пулмĕ-ха, - шанăç хĕлхемне çухатасшăн мар манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм. - Пăтăрмахлă кунсем хыçа юлмаллах. Мана та çак кафе умĕнче тăрнаккай пек сулланса тăракан çын тесе ан шутлăр. Алăсем ылтăн манăн, каскалама та, савалама та, эрешсем касса кăларма та маçтăр эпĕ...”
Борис Семеновăн “монологĕ” мана та шухăша ячĕ. Ăна эрехре вăхăтлăх киленÿ тупнăшăн мухтас çук паллах. Ĕç пулсан Борис Семенов пек арçынсем /сăмах май, Семенов эпĕ çÿлерех асăннă электровиçев приборĕсен заводĕнчи пултаруллă рационализатор пулнă/ тăван килĕсенчен аякра пуçтарнă укçа енчĕкĕсен тĕпĕсем тухичченех черкке хыççăн черкке çĕклемĕччĕç. “Йĕпреçре хăвăра кăмăла каякан ĕç тупма çук-ши вара?” Ыйтăвăм тÿрккес килсе тухмарĕ пулин те Борис Николаевич ăна тăруках хуравлама тăхтарĕ, пĕр кана чĕнмесĕр тăнă хыççăн тин çапла хушса хучĕ: “Кунта пĕр самант та тытăнса тăрас килмест. Вĕçĕмех таçталла туртăнать чунăм. Уйăхсерен пысăк укçаллă пулнăран мĕскер вăл аран-аран хĕсĕнсе тухакан 3 пин тенкĕ?”
Паллах, тĕнче касса çÿрекен пур арçынна та пĕр аршăнпа виçме çук. Йĕпреç поселокĕнчен Мускава ĕçлеме кайнă тепĕр ушкăна та лайăх пĕлетĕп эпĕ. Пĕчĕк ушкăн - пилĕк çын - Мускаври уйрăм предпринимательсене офиссемпе коттеджсем туса панă çĕрте тăрăшнă. Пилĕк çулта нумай объект çĕкленĕ чăваш строителĕсем. Кашнийĕнех виçĕ-тăватă специальноç. Укçи-тенкине те йĕркеллĕ илсе пынă. Хуçасем кÿрентермен вĕсене. Çемьерен уйрăм вăхăтра та мăшăрĕпе, ачисемпе çыхăну тытсах тăнă арçынсем. Эпĕ çав ушкăн ертÿçипе Сергей Алексеевпа тĕл пулса калаçрăм иртнĕ кунсенчен пĕринче. Сергей - аслă пĕлÿллĕ çын, Чăваш патшалăх педагогика университетне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Ачасене пĕр кун та вĕрентсе курман. Тĕрлĕ тавра курăмлă та пысăк ăсталăхлă çынна кирек мĕнле ĕç те парăнать иккен. Вăл кирпĕч хума та, урайне паркет сарма та, пÿрт тăррине тимĕр-шифер витме те, чÿрече хашакĕсем, алăксем ăсталама та пултарать-мĕн. Ĕçсĕрлĕх пирки сăмах тапратсан Сергей калани тĕлĕнтерсех ячĕ мана: “Урлă выртана тăрăх çавăрса хума пĕлекеншĕн хуть те хăçан та ĕç пур. Акă эпĕ хамăн ушкăнпа çывăх кунсенчех Раççейĕн тĕп хулине тухса каятăп. 3-4 уйăхлăх ĕç тупрăмăр. Мускаври суту-илÿ фирмин Химки хулинчи уйрăмĕ валли тăрăллă пасар тума пуçлатпăр. Тĕнчери финанс кризисĕ пире нимĕн чухлĕ те сиен кÿреймĕ...”
Вăт, пыр та калаç унпа! Çак йĕркесен авторĕ статья пуçламăшĕнче илсе кăтартнă тĕслĕхе хирĕçлеççĕ Сергей Алексеевăн сăмахĕсем. Чăнах та, умри пăтăрмахсемпе йывăрлăхсене парăнтарасси, хамăрăн çул-йĕре малтан та малалла уçса пырасси хамăртанах килмест-ши? Пурте пĕр тĕллевлĕ пулсан кризис тапхăрне те ăнăçлăнах сирсе яма пулассăн туйăнать...

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика