Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2012.06.30 Пĕрремĕш пулăшу параканĕсем – кил хуçалăхĕсем («Путь победы (Çĕнтерÿ çулĕ)», Вурнары )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Кашни тăрăхра медпунктсем тата врач офисĕсем уçма май çук. Анчах та çав-çавах аякри пĕчĕк ялсенче пурăнакансене те медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтермелле. Çав тĕллевпе модернизаци программипе килĕшÿллĕн 100 çынран сахалрах пурăнакан тăрăхсенче кил хуçалăхĕсем («домовые хозяйства») йĕркелеме палăртнă. Çĕнĕлĕхпе Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Ирина ЕФИМОВА паллаштарать.

– Ирина Петровна, кил хуçалăхĕ – мĕн вăл;

– Кил хуçалăхĕ вăл – ял çыннисене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтериччен пĕрремĕш пулăшу пама йĕркеленĕ пункт. Кунта фельдшерпа акушер пункчĕпе е врач офисĕпе, участокри е тĕп район больницисемпе çыхăнма телефон вырнаçтараççĕ. Çапла майпа медицина ĕçченĕсене тата васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадине чĕнсе илеççĕ. Каласа хăвармалла, кил хуçалăхĕ валли пĕрремĕш пулăшу памалли япаласемпе тултарнă ятарлă сумка та, çавăн пекех информаци материалĕ те уйăраççĕ.

– Çав сумкăра мĕн-мĕн пулĕ;

– Палăртмалла, сумкăра бинт, пластырь, стерилизациленĕ тата пиçсе кайнинчен хумалли салфеткăсем, юн чаракан жгут пулĕç. Кунсăр пуçне диагностика инструменчĕсемпе (тонометрпа, термометрпа), ал-ура хуçăлсан пулăшмалли хатĕрсемпе тивĕçтереççĕ.

– Ялта пĕрремĕш пулăшу парас тĕлĕшпе яваплă ĕçе пуçăнаканăн медицина пĕлĕвĕ пулмалла-и;

– Медицина пĕлĕвĕ пуррипе-çуккине пăхмаççĕ. Ахальтен мар эпир пĕрремĕш пулăшу пирки калатпăр. Кил хуçалăхĕсен «ĕçченĕсен» чи малтанхи тивĕçĕ – васкавлă медицина пулăшăвĕ е ятарлă службăсем чĕнсе илесси.

Суранлансан, наркăмăшлансан, юн кайсан, электричество токĕ çапсан, путсан, тăм илтерсен тата пурнăçшăн хăрушă ытти лару-тăрусене лексен çынсене пĕрремĕш пулăшу парас тĕлĕшпе яваплă ĕçе кÿлĕнме килĕшнисем ятарлă вĕрентÿ витĕр тухĕç.

– Вăрнар районĕнчи миçе ялта кил хуçалăхĕсем йĕркелĕç;

– Республикипе илсен 107 кил хуçалăхĕ йĕркелĕç. Вăрнар районĕнчи 5 ялта çĕнĕлĕх кĕртме палăртнă. Кил хуçалăхĕсем Мăн Элменте, Пайăкра, Хурăн Кăкшăмра, Çĕн Хирпуçĕнче, Юпшик Ялтăрара пулĕç. Хальхи вăхăтра пĕрремĕш пулăшу парас тивĕçе хăйсем çине илекенсен кандидатурисене пăхса тухассипе тимлеççĕ.


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика