Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2012.07.24 Миçен эпир, демографи лару-тăрăвĕ еплерех? ("Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, халăхăн наци тытăмĕн кăтартăвĕсен шанчăклă çăл куçĕ - çырав пĕтĕмлетĕвĕсем. Республикăра пурăнакансен йышĕпе, вĕсен вырнаçăвĕпе, тĕрлĕ халăх çыннин социаллă пурнăçĕпе, экономика тата демографи сăнлавĕпе Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова паллаштарать.

- Эльвира Геннадьевна, республикăра тĕпленнĕ халăхăн наци тытăмĕ тĕлĕшпе 2002 тата 2010 çулсенчи çыравсен хушшинчи улшăнусем сисĕмлĕ-и?

- 2010 çулхи çырав кăтартăвĕсемпе пирĕн хутлăхра пурăнакансен хисепĕ 1251619 çынпа е 2002 çулхи кăтартăвăн 95,3 проценчĕпе танлашнă. Халăхăн наци тытăмĕнчи улшăнусене виçĕ фактор витĕм кÿнĕ: пĕрремĕшĕ çуралнисемпе вилнисен шучĕ пĕр пек пулманнипе çыхăннă, иккĕмĕшĕ - тĕрлĕ халăх çынни пĕрлешнипе этносăн харпăр хăй ăнланăвĕ урăхланнипе, виççĕмĕшĕ - тулаш миграципе.

2010 çулта республикăра 5 пин çынран иртекен йышлă 4 наци пулнă /2002 çулта - 5/. Украинсен шучĕ 6,4 пинрен 4,7 пин юлнипе вĕсем çав ушкăна кĕреймен. Чăвашсем 814,750 пинĕн е пĕтĕм халăхăн 67,7 проценчĕ шутланаççĕ. 2002 çулхипе танлаштарсан вĕсем 74,5 пин чакнă, республикăра пурăнакансен хушшинче тÿпи 0,2 процент пункчĕ сахалланнă. Иккĕмĕш вырăнта - вырăссем /323274/. Икĕ çырав хушшинче 25,2 пин çын чакнă /е 7,2 процент/ пулин те пĕтĕм йышра вĕсен тÿпи 2002 çулхи 26,6 процентран 26,9-ра çитнĕ. Виççĕмĕш вырăн йышăнакан тутарсем /34214/ 2,2 пин çын е 6,0 процент йышсăрланса хăйсен тÿпине 2002 çулхи шайрах /2,8/ сыхласа хăварнă. Мордвасем - тăваттăмĕшсем /13014/, асăннă тапхăрта 3,0 пин çын çухатса пĕтĕм йышра 1,1 процент шутланнă.

Республикăра пурăнакансен 58,8 проценчĕ - хулара, 41,2-шĕ ялта тĕпленнĕ. Вырăссен 85 проценчĕ урбанизацие кăмăллать, тутарсен - 65, чăвашсен - 52,8, мордвасен 50,4 проценчĕ - яллă вырăна.

2010 çулхи çырав кăтартăвĕсемпе республикăра 1000 арçын пуçне 1151 хĕрарăм /2002 çулта - 1158/ тивнĕ. Ку кăтарту чăвашсен - 1140 /1139/, вырăссен - 1199 /1217/, тутарсен - 1078 /1091/, мордвасен - 1214 /1185/.

- Халăх ÿсĕмĕ пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Ку енĕпе те пысăк улшăнусем пур. Медиан ÿсĕмĕ /урăхла каласан пĕтĕм халăха пĕр пек йышпа икĕ ушкăна пĕри çав ÿсĕмрен çамрăкрах, тепри аслăрах пулмалла пайлани/ иртнĕ çыравра 38 çулпа /2002 çулта - 36/ танлашнă. Ку кăтарту пур нацин те пысăкланнă. Ÿсĕмпе “чи çамрăккисем” - вырăссем /36,4 çул/, “чи аслисем” - мордвасем /50,3/ - вĕсен медиан ÿсĕмĕ икĕ çырав хушшинче 5,8 çул хăпарнă /танлаштарма: тутарсен - 3,0, чăвашсен - 2,7, вырăссен - 0,9 çул./.

Йышлă нацисен пурин те ĕçлеме пултараслăх ÿсĕмĕнчен аслăраххисен хисепĕ ÿснĕ. Аслă ăрурисем мордвасен /32,8 процент/ уйрăмах нумай, вырăссен - 23,0, тутарсен - 22,8, чăвашсен 20,6 процент.

Икĕ çырав хушшинче уйрăлнисен тата мăшăрсăр юлнисен йышĕ 2002 çулхи 6,6 тата 11,5-рен 2010 çулта 6,9 тата 11,7 процента çитнĕ. Уйрăлакан арçынсем вырăссен нумай - 7,4 процент, чăвашсен - 5,5, тутарсемпе мордвасен 4,9-шар процент, хĕрарăмсен хушшинче вырăссен - 11,5, чăвашсен - 7,0, мордвасен - 6,6, тутарсен 5,5 процент. Урçа вырăссем малтанхи çырав кăтартăвĕн шайĕнчех, упăшкисенчен тăлăха юлнă хĕрарăмсем пирĕн хутлăхри пур наци çыннисен хушшинче те йышланнă.

- Чăвашлăха чăваш упратăр тетпĕр пулин те, тăван чĕлхене тĕшмĕртменнисем те çук мар-тăр...

- 2010 çулта 683,5 пин çын е чĕлхепе çыхăннă ыйтăва хуравланисен 56,5 проценчĕ чăвашла пĕлнине палăртнă /2002 çулта - 797,2 пин е 60,7 процент/. Хулара пурăнакансенчен 253,4 пинĕшĕ /49,4 процент/, ялта тĕпленнисенчен 430,1 пинĕшĕ /83,9 процент/ чăвашла калаçать.

Виçĕм çулхи çыравра илтмен-курман çынсем алă хусканăвĕпе /вырăсла ĕнтĕ/ хутшăнма пултарнине пĕрремĕш хут шута илнĕ, пÿрне вылявĕн “чĕлхине” чухлакансем -1,2 пинĕн.

- Пĕлÿ шайĕпе тата пурнăçа тытса пымалли çăл куçпа çыхăннă кăтартусем республикăра мĕнлерех сăнланнă?

- Пĕлÿ шайĕ йышлă наци çыннисен пурин те ÿснĕ. Пĕтĕмĕшле тĕп тата аслă пĕлÿ илес енĕпе вырăссемпе тутарсем республикăри вăтам кăтартуран ирттернĕ, чăвашсемпе мордвасен вара юлса пынă.

Çакна та палăртмалла, профессин пуçламăш пĕлĕвне илекенсен йышĕ чакни экономикăра рабочи специальноçĕсемпе квалификациллĕ кадрсем çитменни патне илсе пыма пултарать.

2010 çулта пурнăçа тытса пымалли çăл куçа асăннă 1212,0 пин çынран 775,6 пинĕшĕн /64,0 процент/ вăл - пĕрре, 410,1 пинĕшĕн /33,8/ - иккĕ, 26,3 пинĕшĕн /2,2/ виççĕ е ытларах пулнă, 2002 çулта ку кăтартусем 49,6, 46,9 тата 3,6 процентпа танлашнă.

Ĕçленипе халăхăн 45,7 проценчĕ пурнăçа тытса пырать, ку кăтарту чăвашсен кăна пысăкрах /46,5/. Аслă ăру çыннисем нумайланнă май йышлă наци представителĕсен хушшинче кун-çула пенси укçипе /çав шутра инвалида тухнăшăн параканнипе/ тытса пыракансем ÿснĕ. Çын шучĕпе, ыттисем пулăшнипе е алиментпа пурăнакансем тутарсемсĕр /ку кăтарту вĕсен 2002 çулхи шайрах - 30,8 процент - юлнă/ пуçне сахалланнă.

- Ĕçлев пирки те пĕлес килет...

- 2010 çулта харпăр хăй хуçалăхĕнче пурăнакан 15-72 çулсенчи 950,2 пин çынран 607,5 пинĕшĕ /63,9 проценчĕ/ экономикăна пуçаруллă хутшăннă, 304,5 пинĕшĕ /32,1/ - пуçарусăр пулнă, ыттисем çакна пайăррăн палăртман.

Пуçаруллă халăх йышĕнчен 547 пинĕшĕ /90,1 процент/ ытла экономикăна хутшăнать. 60,4 пинĕшĕ /9,9/ ĕçсĕр шутланать - вĕсенчен 24,7 пинĕшĕ /40,9/ - 15-29 çулсенчи çамрăксем. Мордвасен ĕçсĕрлĕх кăтартăвĕ - 11,6, тутарсен - 12,4 процент. Экономика тĕлĕшĕнчен пуçаруллă халăх йышĕнче ĕçсĕррисем вырăссен - 10,6, чăвашсен 9,6 процент шутланаççĕ.

Юлашкинчен çакна уйрăммăн палăртатăп: Чăвашстат Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравне малалла пĕтĕмлетет. Пурте усă курма пултарччăр тесе материалсене Федерацин патшалăх статистика службин территори органĕн сайтĕнче тăтăшах вырнаçтаратпăр.

 Валентина СМИРНОВА

хатĕрленĕ



 


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика