Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2011.03.05 Медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿсет ("Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/

Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Михаил Игнатьев Президент хутшăнчĕ. Ларура пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, 2011-2012 çулсенче сывлăх сыхлав тытăмне çĕнетессин программине пурнăçлама

тĕллевсене палăртрĕç.

Республикăри халăхăн сывлăхне сыхлас тытăмри ĕç кăтартăвĕсемпе Венера Муллина паллаштарчĕ. «Чăваш Республикин Правительстви сывлăх сыхлавĕн тухăçлăхне ÿстерессишĕн сахал мар вăй хурать. Медицина ĕçченĕсем ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатассишĕн, диагностика ĕç-хĕлне анлăлатассишĕн, чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртассишĕн, сиплев пахалăхне ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ», - терĕ министр.

Венера Петровна каланă тăрăх сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче 2010 çулта ырă улшăну сахал мар пулнă. Сăмахран, федерацин тата республикăн тĕллевлĕ программисемпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ мероприятисем «тухăçлă çимĕçпе» палăрнă: республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнă, медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿснĕ. Малтанхи çулхисемпе танлаштарсан çуралакансем ытларах, вилекенсем сахалрах. 2010 çулхи кăтартусем çирĕплетнĕ тăрăх - вилĕмĕн 19 сăлтавĕнчен вуннăшĕпе кăтартусем самай пĕчĕкленнĕ. Çынсем ытларах юн çаврăмĕн тытăмĕн /42,7 процент/, сывлăш органĕсен /8,1 процент/ чирĕсемпе, суранланса, наркăмăшланса /15,8 процент/ вилеççĕ. Пĕлтĕр республикăра тин çăмăлланнă хĕрарăм вилнĕ пĕр тĕслĕхе те шута илмен. Пĕчĕк виçепе çуралнă ачасене сыхласа хăварас енĕпе те пысăк çитĕнÿсем палăраççĕ. Медицинăн çĕнĕ меслечĕсемпе усă курнăран, сиплев юхăмне пысăк технологисене кĕртсе пынăран тĕрлĕ чирпе нушаланакансене пулăшу ытларах пама май килнĕ.

Сывлăх сыхлавĕн тытăмне çĕнетесси - паянхи тĕп ыйтусенчен пĕри. Çĕнĕ программăна 2011-2012 çулсенче пурнăçламалла. Çак тĕллевпе 460 млрд тенкĕ уйăрнă.

Ларăва хутшăннисен шухăшĕпе, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче информацин çĕнĕ хатĕрĕсемпе анлăрах усă курмалла. Электрон регистрацийĕн тытăмне хута ярас енĕпе чылай çул каялла ĕçлеме пуçланă пулин те вăл пур çĕрте те туллин хута кайман-ха. Сăмахран, республикăри сакăр тĕп больница ку енĕпе юлса пырать. Çакăн сăлтавĕ «тĕп тухтăрсен ÿркенĕвĕ тата администрацин явапсăрлăхĕ» пулнине палăртрĕ Президент. «Информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртессишĕн яваплă çынсем пур, вĕсем шалу илсе тăраççĕ», - терĕ Михаил Васильевич. Программăна вĕçне çити пурнăçламан тĕп врачсене лару-тăрăва ăнлантарса уçăмлатма ыйтрĕ. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне электрон карттисене ĕçе кĕртмелли çинчен асăрхаттарчĕ.

Михаил Игнатьев «пĕрремĕш звенори» медицина ĕçченĕсен ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕккине палăртрĕ. «Икĕ çулта пĕрремĕш пулăшу парассине чылай лайăхлатма, пысăк технологиллĕ медицинăна республикăра пурăнакан кашни çын патне çитерме тивĕç. Çакă муниципалитетсенче медицина, демографи лару-тăрăвне лайăх енне улăштарасси куç кĕрет», - терĕ Михаил Васильевич.

Шупашкар хула администрацийĕн Сывлăх сыхлав тата социаллă политика управленийĕн пуçлăхĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ медицина факультечĕн деканĕ Дмитрий Марков сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ валли специалистсем хатĕрлес ĕç-хĕл юхăмĕпе паллаштарчĕ, кăçалхи авăн уйăхĕнчен студент-фармакологсене вĕрентме пуçласси çинчен пĕлтерчĕ.

«Çамрăк специалистсене илĕртме пĕлмелле, - асăрхаттарчĕ Президент. - Сăмахран, çамрăк тухтăрсемпе медсестрасене яла мĕншĕн йыхравлас мар? Яллă вырăнсенче ĕçлекен специалистсене патшалăх пулăшать. Вĕсем валли федерацин «Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программа ĕçлет, çурт лартакансен тăкакĕсене 70 процентне саплаштарать. Влаç органĕсен вăйсене пĕрлештермелле. Чăваш Ен - экологи тĕлĕшĕнчен таса регион. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарма сахал мар тенкĕ уйăраççĕ. Кашни район пуçлăхĕн ку енĕпе хастартарах ĕçлемелле. Тĕслĕхрен, паянхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ хатĕр туянма пулать. Чи кирли çапах та - пуян опытлă, пысăк ăсталăхлă медицина ĕçченĕсем ытларах пулни».


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика