Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2011.03.05 Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси вăйланать ("Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Республика клиника онкологи диспансерĕн радиологи корпусĕн çум çуртне уçма хутшăннă. Учрежденире 99 тухтăр, медицина наукисен пĕр докторĕ тата 7 кандидачĕ, 208 вăтам сыпăкри медĕçчен тăрăшать. Диспансер вунă çула яхăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ медицина факультечĕн онкологи кафедрин клиника бази шутланать.

- Чăваш Республики юлашки çулсенче халăха пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес енĕпе малалла талпăнни савăнтарать, - тенĕ Президент хăйĕн сăмахĕнче. - Радиологи корпусĕн пристройне уçса медицина пулăшăвне лайăхлатас тĕлĕшпе тепĕр утăм турăмăр. Кунта пысăк квалификациллĕ тухтăрсемпе медсестрасем ĕçлеççĕ. Правительство сиплев тухăçлăхне ÿстерме тата ĕç условийĕсене лайăхлатма пур енлĕн тăрăшать.

Кăçалхи иккĕмĕш кварталта онкодиспансерĕн пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене вырнаçтарнă диагностика центрне юсаса çĕнетес ĕçе вĕçлеме палăртнă. 2011 çулта çĕнĕ хирурги корпусне тума тытăнмалла. Строительство ĕçĕсене 2013 çул тĕлне вĕçне çитерме йышăннă.

Президент брахитерапи, дозиметри планĕн, рентгенодиагностика, компьютер томографийĕн, УЗИ кабинечĕсен ĕç-хĕлĕпе, онкологи пулăшăвĕн 2010 çулхи статистика кăтартăвĕсемпе паллашнă. Республика пуçлăхĕ журналистсене компьютер томографийĕн тĕрĕслевĕ витĕр тухма сĕннĕ. Николай Зверев фотоăста эксперимента хутшăнма килĕшнĕ. Çапла майпа пурте çĕнĕ йышши оборудованин хăвăртлăхне тата тухăçлăхне хăйсем курса ĕненме пултарнă.

Кун хыççăн Михаил Игнатьев медицина пĕрлешĕвĕн представителĕсемпе тĕл пулнă, онкологи службин аталанăвĕн малашлăхĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.



 


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика