Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2011.03.10 “Анне юратăвĕ иксĕлми…” ("Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/

image #1773Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче республикăри нумай ачаллă амăшĕсен слечĕ иртнĕ. Унăн ĕçне ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ В.Муллина, ача ирĕкĕсен уполномоченнăйĕ А.Андреев, “Фармация” ПУП генеральнăй директорĕ В.Филимонов хутшăннă.

“Паян эпир çак зала пухăннă хисеплĕ хĕрарăмсене - йышлă ывăл-хĕр çитĕнтерекен мухтавлă амăшĕсене чыслатпăр. Анне юратăвĕ иксĕлми теççĕ халăхра. Чун тĕпренчĕкĕсемшĕн чĕре ăшшине хĕрхенместĕр эсир, - терĕ министр çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет тата ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен таса та сывă пăхса çитĕнтересси амăшĕ çине ытларах тиеннине палăртса. - Çак пархатарлă тивĕçе чыслăн пурнăçлас ĕçре хăвăра хÿтлĕхлĕ туймашкăн патшалăхăмăр пулăшать, ку енĕпе малашне тата ытларах ырă кÿме палăртать”.

Александр Андреевпа Валерий Филимонов - хăйсем те нумай ачаллă ашшĕсем. Хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламласа: “Нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ пулма май пуррине тата çакă телей кÿнине хамăр тĕслĕхпе çирĕплетме тивĕç”,- терĕ Александр Васильевич. Ывăл-хĕр ÿстерни пĕлтерĕшлине тата сумлине уйрăммăн палăртрĕ уполномоченнăй.

Пирĕн республикăра нумай ачаллă çемьесем 8 пин ытла. Чăваш Ен Правительстви вĕсене патшалăх хÿтлĕхĕпе тивĕçтермелли мерăсен тытăмне туса хунă, кашнине ятран пулăшаççĕ.

Раççейре çемье пĕлтерĕшне тивĕçлипе хаклама тытăннине “Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ” орденпа чыслама йышăнни те аван çирĕплетет. Виçĕм çул ку наградăна Чăваш хутлăхĕнчи нумай ачаллă çемьесен ашшĕ-амăшĕнчен иккĕшĕ тивĕçнĕ.

РФ Президенчĕ 2010 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Федераци Пухăвне янă Çырупа килĕшÿллĕн тата республикăри демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе ЧР Президенчĕ нумай ачаллă çемьесене хушма пулăшу памашкăн ятарлă Хушу кăларнă: патшалăх хÿтлĕхĕн ирĕкĕпе усă курма пултаракансен йышне кĕртнисене республика территорийĕнче çурт-йĕр çĕклеме, дача лартма е харпăр хăй хуçалăхне йĕркелеме çĕр лаптăкĕ тÿлевсĕр пама палăртнă.

Нумай ачаллă амăшĕсен слечĕ - 2011 çулхи ĕç планĕнче çирĕплетнĕ мероприятисенчен пĕрремĕшĕ. Тепĕр иккĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери çемье тата ачасен кунĕсенче пулĕç. Ун чухне йышлă çемьесем тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле пухăнĕç. Пĕтĕмлетÿ тĕл пулăвĕ вара республикăри “Çемье - 2011” конкурсра иртĕ.

Влаç органĕсен представителĕсемпе уяв сĕтелĕ хушшинче хăйсене хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явма май туса панăшăн нумай ачаллă амăшĕсем слета йĕркелекенсене чĕререн тав турĕç.

Валентина СМИРНОВА


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика