Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2011.05.07 Йывăр суран («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Патреккел ялĕнчи Варвара Григорьевнăпа Трифон Васильевич Блиновсен çемйине те çитнĕ вăрçă нуши. Вĕсем çичĕ хĕр хыççăн çуралнă пĕртен-пĕр ывăлне Илья Трифоновича 1939 çулта Хĕрлĕ Çара ăсатнă. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех вăл çапăçăва кĕнĕ. Салтакăн ашшĕпе амăшĕ 1941 çулхи раштав уйăхĕнче ывăлĕ хыпарсăр çухални çинчен хут илеççĕ. Çапла татăлать çамрăк учителĕн пурнăçĕ. Варвара Григорьевна манăн мăн кукамай пулнă май, эпĕ вăл мĕн ватăличченех ывăлне кĕтнине лайăх астăватăп. Вăл кашни кунах пỹрт умĕнчи сак çине тухса ларса ывăлне салтака ăсатнă çул çине темччен тинкеретчĕ, ăна чăтăмсăррăн кĕтетчĕ. Яланах: - Мана пытарма килет пулĕ-ха, _ тетчĕ. Анчах та 94 çула çитсе вилсе те Варвара Григорьевна пĕртен-пĕр ывăлне кĕтсе илеймерĕ... Эпĕ çак сăвва вăрçă хирĕнче пирĕн телейлĕ пурнăçшăн пуçне хунă куккана, юратнă ывăлĕсене кĕтсе илеймен амăшĕсене халалласа çыратăп.

Кĕтсе илеймерĕ

Салтак амăшĕ ларать

Пỹрт умĕнчи сак çинче.

Инçетелле вăл пăхать,

Укăлча хапхи çине.

Ывăлне çухатнине

Амăш чĕри йышăнмасть.

Текех курас çуккине

Ниепле те вăл шанмасть.

Амăш куçĕ умĕнче

Вăрçă умĕнхи кунсем.

Халĕ те ун асĕнче

Ачин сенкер куçĕсем.

Чун-чĕрери шанчăкне

Илсе кайрĕ вăл пĕрле.

Хаклă çынни килессе

Илеймерĕ-çке кĕтсе

Т.МИХАЙЛОВА.


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика