Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2012.06.23 "Кил хуçалăхĕ" пулăшу парать («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Чăваш Енре ялта пурăнакансене медицинăн пĕрремĕш пулăшăвĕпе тивĕçтерессине лайăхлатас тĕллевпе пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем тата фельдшерпа акушер пункчĕсем ĕçлеççĕ. Çапах та кашни ялтах врач офисĕпе ФАП уçма çуках. Анчах инçетри ялсенче те тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухма пултарать, вĕсенче пурăнакансене те пĕрремĕш пулăшу парассине йĕркелемелле. Çак тĕллевпех ялсене модернизацилес программăпа килĕшỹллĕн 100 çынран сахалрах пурăнакан тата фельдшерпа акушер пункчĕ çук вырăнсенче "кил хуçалăхне" йĕркелеме палăртнă. Мĕн вăл, кам ĕçлĕ унта, инкеке лекнисене мĕнпе пулăшма пултарĕ тата мĕнле тĕллевпе йĕркелени çинчен ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Ирина Ефимова каласа парать. - Ирина Петровна, "кил хуçалăхĕ" мĕне пĕлтерет? - "Кил хуçалăхĕ" - ял çыннисене пĕрремĕш пулăшу парас енĕпе ĕçлекен пункт. Çак тăрăхра пурăнакансен сĕнĕвне шута илсе кил хуçалăхне суйлаççĕ. Ăна ялта сасартăк чирлесе ỹкнĕ е инкеке лекнĕ ентешне малтанхи пулăшу пама, медицина ĕçченне чĕнсе илме пултаракан пĕр-пĕр çын килĕнче йĕркелеççĕ. Унта фельдшерпа акушер пункчĕпе е пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕпе, участок тата районăн тĕп больницисемпе çыхăнса сиплевçĕсене е васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадине чĕнсе илмешкĕн телефон вырнаçтараççĕ, ятарлă сумкăпа тивĕçтереççĕ. "Кил хуçалăхне" малтанхи пулăшу пама кирлĕ медикаментсем тата сурана çыхмалли хатĕрсем тултарнă сумкăпа, çавăн пекех тĕрлĕ лару-тăрура кирлĕ пулакан информаци хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ. - Сумкăра мĕн-мĕн пулмалла? - Унта ятарлă çыхмалли материалсем: бинт, пластырь, стерилизациленĕ, пиçсен усă курмалли салфеткăсем, юн чарма пулăшакан жгут пур. Вĕсемсĕр пуçне унта диагностика инструменчĕсем (тонометр, термометр) тата ытти япаласем пулаççĕ. - Ял çыннисене пулăшассине хăй çине илекен çыннăн медицина пĕлĕвĕ пулмалла-и? - Чылайăшĕн медицина пĕлĕвĕ çук. Çавăнпа та эпир медицина пулăшăвĕ парасси çинчен мар, малтанхи пулăшу парасси çинчен калаçатпăр. Чи малтанах "кил хуçалăхĕн" сотрудникĕсен васкавлă пулăшăва е ятарлă службăсене чĕнмелле. Çав "кил хуçалăхĕн" халăх суйланă çынсене этем пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан инкек-синкекрен - наркăмăшланнинчен, аманнинчен, юн юхнинчен, пиçсе кайнинчен, электричествăпа сиенленнинчен, шыва путнинчен, шăнса хытнинчен, тăм илтернинчен, ăнсăртран сиксе тухнă амакран - хăтармашкăн малтанхи пулăшу памалли хăнăхăва вĕрентеççĕ. - Пирĕн районти миçе ялта "кил хуçалăхĕ" йĕркелеççĕ? - Республикăра 107 кил хуçалăхĕ йĕркеленет. Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пикшикпе Адиковăра кил хуçалăхĕ ĕçлеме пуçăнать. Халĕ çак тивĕçе пурнăçлама пултаракан çынсене суйласа çирĕплетес ĕç пырать.


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика