Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2012.10.23 “Сывлăх сыхлавне хывнă кашни тенкĕ усă кÿтĕр…” («Вести (Хыпар)», Чебоксары )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/

Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче республикăн клиника больницинче ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тата федерацин потребительсен правине тата çыннăн тăнăçлăхне хÿтĕлес тытăмри надзор службин Чăваш Республикинчи управленийĕн коллегийĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ тухса калаçрĕ. Алла Самойлова республикăри лаборатори службине çĕнетсе улăштарасси çинче чарăнса тăчĕ, ку енĕпе хулари 1-мĕш клиника больницин централизациленĕ лабораторийĕн опычĕпе паллаштарчĕ.

Сывлăх сыхлавĕнче модернизаци стратегийĕпе килĕшÿллĕн сиплев учрежденийĕсен, тĕрлĕ службăн, çавăн пекех техника, кадр тата технологи ресурсĕсене оптимизацилемелли мероприятисене ĕçе кĕртме палăртнă. Лаборатори тытăмне çĕнетсе улăштарасси те çав шута кĕрет.

Республикăри диагностика службинче - 67 лаборатори. тĕп оборудование 2007 çулта вырнаçтарнă май юлашки вăхăтра унăн пысăк пайĕ техника тĕлĕшĕнчен кивелнĕ тата паянхи саманапа килĕшсе тăмасть. Унсăр пуçне анализаторсем çитменнипе уйрăм тĕпчевсене “алă вĕççĕн” тума тивет.

Тĕпчевсен спектрĕн ансăрлăхĕ, персонал çитменнни, алăпа пурнăçламалли методикăсемпе усă курни, çавна пула анализсен пахалăхĕ чакни тата вĕсене темиçе хут ирттерни, пĕтĕмлетĕве чылай вăхăт кĕтме тивни, лабораторисен ĕç-хĕлне тĕрĕслесе тăма кансĕрри медицина пулăшăвне туллин памашкăн тата унăн стандарчĕсене пурнăçламашкăн чăрмантараççĕ.

Хулари 1-мĕш клиника больницинче вара кăткăс ĕçе хальхи оборудованипе пуянлатнă лаборатори комплексĕнче ирттереççĕ, куллен 30 пине яхăн тест пурнăçлаççĕ. Кунта автоматизаци йĕркипе анлăн усă кураççĕ - материала вакуум мелĕпе илеççĕ, ăна штрихкод пулăшнипе идентификацилеççĕ. Информаци тытăмĕ регистрацилес, лаборатори тĕпчевĕсене пурнăçлас ĕçсене автоматизациленипе пĕрлех электронлă ресурссен мелĕпе пĕлтерсе тăрать. Çапла майпа врач пациент хăйне еплерех туйнине сăнаса тăма пултарать, анализа темиçе хут тăвассинчен хăтарать, медицина пулăшăвĕ памалли стандартсене пурнăçлани тата диагностика тĕпчевĕпе çыхăннă тăкак пирки персонификациллĕ аналитика пĕтĕмлетĕвĕ йĕркелеме май парать.

Министр пĕлтернĕ тăрăх - централизациленĕ лаборатори службине туса хумалла: Çĕнĕ Шупашкар, Куславкка, Çĕрпÿ, Вăрмар тăрăхĕнчисем хулари 1-мĕш клиника больницин никĕсĕ çинче кăçал пĕрлешмелле, çывăх вăхăтрах ыттисем кустсем тăрăх Етĕрнери, Çĕмĕрлери, Канашри сиплев учрежденийĕсенче чăмăртанмалла. Çĕнĕ йĕркеленĕве ĕçе кĕртни пин-пин тенкĕ перекетлеме май парĕ.

Роспотребнадзар ертÿçи Надежда Луговская “Чăваш Республикинче социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсенчен асăрханасси тата вĕсемпе кĕрешесси /2010-2020 çулсем/” тĕллевлĕ программăн “Вакцинăпа профилактикăласси” çум программи ăнăçлă пурнăçланса пыни çинчен пĕлтерчĕ. 2008-2011 çулсенче пирĕн хутлăхра хĕрлĕхенпе тата хĕрлĕ шатрапа чирленĕ тĕслĕхсене тупса палăртман, гепатитăн В вирусĕ сарăласси чакса пырать. Çулталăка çитмен ачасене полиомиелитран инактивлă вакцинăпа 2008 çултанпа иммунизацилени çак амака сирме пултарчĕ, республикăра 1986 çултанпа - полиомиелитпа, 2008 çултанпа дифтерипе чирлени пулман, эпидеми паротичĕпе нушаланакансем сахалланнă. Наци календарĕ тăрăх иртнĕ çулсенче халăха грипран иммунизациленин усси куç умĕнчех. Кăçал та 260 пинрен кая мар çынна прививка тума палăртнă.

Вакцинăпа профилактикăлас ĕçре хăш-пĕри прививкăсене хирĕçлени чăрмантарать. Кăçал ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕ сăлтава пула килĕшменнипе 800 ытла ачана вакцинацилемен. Çакăн пирки ларура ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Татьяна Богданова пĕлтерчĕ.

Вакцинăпа профилактикăлассине координацилес тата иммун профилактикин субъекчĕсен хутшăнăвĕсен эффективлăхне ÿстерес тĕллевпе хулари 3-мĕш ача-пăча больницин никĕсĕ çинче çемье вакцинацийĕн центрне йĕркелеме палăртнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн шухăшĕпе - сывлăх сыхлавне хывнă кашни тенкĕ пациента сипленме пулăшмалла. Республикăри демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине асăннипе пĕрлех вăл ЭКО мелĕн пĕлтерĕшне хаклама ыйтрĕ. Паллах, сăлтавсăр мар: кашни пиллĕкмĕш çемье ача çуккипе нушаланать. Юлашки çулсенче арçынсен ача çураттарма пултараслăхĕ чакса пынине те тивĕçлĕ хак пама, çакнашкал çитменлĕхсем тĕлĕшпе тимлĕ пулма сĕнчĕ Пуçлăх.

Лару чыславпа вĕçленчĕ - сывлăх сыхлавĕн маттурĕсен пĕр ушкăнне Михаил Игнатьев “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ” тата “Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ятсемпе сумларĕ.

Валентина СМИРНОВА

Оригинал статьи: http://hypar.ru/nws/show/32/17100/index.php?id=s230911514735


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика