Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче сывлăх сыхлавне 2011-2012 çулсенче модернизацилемелли регион программисене пурнăçлас ыйтупа канашлу ирттернĕ.
Курав конференцийĕн мелĕпе йĕркеленĕ мероприятие Мускав мэрĕ Сергей Собянин, Липецк облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Олег Королев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Мероприятин кĕскетнĕ стенограммипе паллаштаратпăр.
В.ПУТИН: Паян эпир сывлăх сыхлавĕн модернизаци программине епле пурнăçласа пыни пирки калаçăпăр. Аса илтеретĕп: ăна икĕ çуллăха, 2011-2012 çулсем валли, йышăннă, ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Манăн шухăшăмпа, ăна пурнăçласа пынине, ку енĕпе мĕн тунине, малашнехи ĕç-хĕле хакламашкăн халĕ вăхăт ĕнтĕ, мĕншĕн тесен палăртнă тĕллевсене вĕçлесе çитермен-ха. Апла пулин те, пĕтĕмĕшле илсен, ĕç планпа килĕшÿллĕн кал-кал пырать.
Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи тĕллевсем уçăмлă. Вĕсен шутĕнче - халăхăн, пирĕн граждансен, ыйтăвне тивĕçтерессине лайăхлатасси, вĕсен сывлăхне тĕреклетесси, ĕмĕрне вăрăмлатасси, вилеслĕхе чакарасси, демографи лару-тăрăвне тĕреклетесси. Ку ыйтусене татса пани патшалăхшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çакна медицинăн çĕнĕ йышши технологи оборудованийĕпе усă курса тата пысăк пĕлÿллĕ те ăста сиплевçĕсем хутшăннипе пурнăçа кĕртме май килнине аван ăнланатпăр.
Чăн та, медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ чи малтанах врачсене хатĕрленин шайĕпе, ытти ĕçченĕн квалификацийĕпе, вĕсем тивĕçе яваплăха туйса пурнăçланипе тата пациентсем тĕлĕшпе тимлĕ пулнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Апла тăк çак ĕçшĕн тивĕçлĕ шалу тÿлемелле.
Сывлăх сыхлавĕнче ĕç укçине тапхăрпа ÿстерсе пыраççĕ. Пирĕн плансемпе килĕшÿллĕн 2018 çул тĕлне врачсен вăтам шалăвĕ регионти вăтам ĕç укçинчен икĕ хут ытларах пулмалла.
Регион программисен пĕлтерĕшлĕ задачи - больница тата поликлиника çурчĕсене, ялти медицина учрежденийĕсене йĕркене кĕртесси, диагностикăн тата сиплевĕн çĕнĕ оборудованине туянасси, тухтăр патне йышăнăва çырăнассине ансатлатакан, çынсем черетре ытлашши тăрассинчен тата врачсене хут ĕçĕнчен хăтаракан информаци технологине ĕçе кĕртесси.
Пĕтĕмĕшле илсен, 2011 тата 2012 çулсенче çак тĕллевпе хушма укçа 460 млрд тенкĕ уйăрнă, Раççей Федерацийĕн регионĕсене унсăр пуçне тата 174 млрд тенкĕ хушса панă. Çапла вара программа 630 млрд тенке ларчĕ.
Вырăнта медицина пулăшăвĕ памалли тытăмри улшăнусем пирки Раççей регионĕсенчи ĕçтешсен докладне итлес килет.
Чăваш Республики. Тархасшăн, Михаил Васильевич Игнатьев.
М.ИГНАТЬЕВ: Ырă кун пултăр, хисеплĕ Владимир Владимирович!
Хисеплĕ ĕçтешсем! Сывлăх сыхлавĕн модернизацийĕн программи пулăшнипе Чăваш Республикинче ырă улшăнусем пулса иртеççĕ тата халăх тăнăçлăхĕ валли тивĕçлĕ условисем йĕркеленеççĕ. Программăна финансламалли пĕтĕмĕшле сумма 4 млрд та 554 млн та 700 пин тенкĕпе танлашать. Сире, Владимир Владимирович, тата ĕçтешсене укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн республикăра пурăнакансен ячĕпе тав тăватăп. Çакă пирĕн пĕрлехи ĕçĕн уссине çирĕплетет.
Паянхи кун тĕлне пырса кĕнĕ укçан 90 процентне ĕçе хывнă тата планăн 80 процентне пурнăçланă. Çак ăнтăлăвăн курăмлă пĕлтерĕшĕ - халăх сывлăхĕн кăтартăвĕ лайăхланни, демографи лару-тăрăвĕ йĕркеленсе пыни. Тата пурнăçăн кĕтекен тăсăмĕ 70,6 çула çитрĕ. Юлашки 20 çулта пĕрремĕш хут халăхăн чăн хăйĕн ÿсĕмне регистрациленĕ, кашни пĕр пин çын пуçне 0,7 хушăннă, пĕлтĕр ку кăтарту -0,7 пулнăччĕ. Демографин çак кăтартăвне эпир малашне те сыхласа хăварма палăртатпăр.
Çуратаслăха хавхалантарас енĕпе йышăннă социаллă пулăшу мерисем /нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерни, республикăри амăшĕн капиталĕ/ çемьери виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасене çут тĕнчене килме май пачĕ.
Çакна палăртас тетĕп: чăваш хутлăхĕнчи çемьесенче иккĕмĕш ача çуратакансем те йышланчĕç. 2010 çулпа танлаштарсан иккĕмĕш тата ун хыççăн çуралнă ачасен хисепĕ 22,1 процент ÿснĕ. Сирĕн кăçалхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи указăрпа килĕшÿллĕн ачаллă çемьесене малашне те пулăшатпăр. Республикăра кашни çын пуçне тивекен тупăшран сахалрах илекен çемьесене 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачашăн уйăхсерен 5200-шер тенкĕ тÿлеме тытăнатпăр. Йышăнăва саккун йĕркипе çирĕплетнĕ тата 2013 çулхи бюджет проектне çак тĕллевпе укçа хывса хăварнă.
Регионта çавăн пекех юн çаврăнăш тытăмĕн чирĕсенчен, çĕнĕ йĕркелÿсенчен, туберкулезран вилнин кăтартăвĕсем тĕллевлĕ палăртнисемпе пĕр килеççĕ. Амăшлăхĕпе ачалăха сыхлакан службăна модернизацилессине республикăра тивĕçлипе хаклаççĕ, уйăрнă укçа-тенкĕрен ăна финансламашкăн икĕ çулта 28 процент таранах янă. Республикăра районсен хушшинчи акушер стационарĕсене пурне те юсанă тата техникăпа пуянлатнă, программăна пурнăçланă тапхăрта вара район-хулари 25 сывлăх учрежденине е сиплевпе профилактика çурчĕсенчен кашни виççĕмĕшне çĕнĕ сăн кĕртнĕ.
Районсен хушшинчи акушер уйрăмĕсенче тата перинаталь центрĕсенче амăшĕсемпе ачасене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли виçĕ шайлă тытăм ăнăçлă ĕçлет. Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх Чăваш Ен çуратма пулăшакан служба ĕçĕн эффективлăхне хаклакан кăтартупа Раççей регионĕсен хушшинче çитĕнÿ турĕ - кăкăр ачисем вилессин шайĕ 3,5 промиллепе танлашрĕ /кăçалхи цифрăсем чаплах мар, анчах та ку енĕпе эпир ĕçлетпĕр, яваплăха хамăртан сирместпĕр/. Ача çураттаракан служба хăйĕн эффективлăхне çирĕплетрĕ тата кăçал пĕчĕк виçепе çуралнисем вилессине малтанхи шайрах сыхласа хăварма пултарчĕ. Эпĕ халĕ шăпах эсир, Владимир Владимирович, 2007 çулта çитсе курнă перинаталь центрĕнче.
Социаллăх тĕлĕшĕнчен тăнăçсăр шутланакан çемьесенче кăкăр ачисем вилессине профилактикăлас тĕллевпе амăшĕ пулма хатĕрленнисене сестрасем пăхса тăракан койкăсене йĕркелесе вĕсене Республикăри перинаталь центрĕнче централизациленĕ майпа çураттарма палăртнă. Çав вăхăтрах центр хăвачĕ паян çителĕксĕр. ХХ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕкленĕ çурт çĕнĕ требованисемпе стандартсене тивĕçтереймест. Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствипе пĕрле ăна реконструкцилемелли ыйтусене хатĕрлетпĕр, ку объекта финансламашкăн федерацин тĕллевлĕ программине кĕртме кирлĕ тесе шухăшлатпăр. Республика та финанспа тивĕçтерессине гарантилет.
Пирĕн хутлăхра çавăн пекех медицина пулăшăвĕ памалли виçĕ шайлă хальхи модель туса хунă, пулăшупа тивĕçтермелли кашни тапхăрта пациент маршрутне палăртнă. Ялта пурăнакансене сиплемешкĕн инфратытăм йĕркеленĕ. Вĕсен шутĕнче - районти тĕп больницăсем, пĕтĕмĕшле практика офисĕсем, фельдшерпа акушерсен 525 пункчĕ. Çав вăхăтрах, эпир шутланă тăрăх, ФАПсенчен 100-шĕ паянхи кун ыйтнине тивĕçтермест, çавăнпа 2013-2015 çулсенче, 2016 çулта вĕсен строительствин 2-2,2 млн тенке ларакан проектне Чăваш Республикин бюджечĕн консолидациленĕ счечĕ шучĕпе ĕçе кĕртетпĕр.
Яллă районсенче медицина кадрĕсем çитменни çивĕч ыйту шутланать. Федерацин “Земство тухтăрĕ” программи ĕçлеме тытăниччен 230 специалист кирлĕччĕ. Асăннă программа тăрăх 126 çамрăка илĕртме пултартăмăр. Тĕрĕссипе, малтан 84-шне кăна палăртнăччĕ. Çитес çул 98 тухтăра йышăнас тĕллевлĕ, мĕншĕн тесен рабочи тата хула йышши поселоксенче ку ыйтăва татса паман, эпир те пулăшаймарăмăр. Федераци пуçарăвне хапăлласа йышăнтăмăр, çитес çул республикăри кадр дефицитне 100 проценчĕпех пĕтеретпĕр.
Сывлăх сыхлавĕн кашни виççĕмĕш учрежденийĕнче электронлă медицина карточкипе усă кураççĕ. Пуринче те йывăр çын шутланакан хĕрарăмсен сывлăх шайĕн мониторингне автоматизациленĕ тытăмпа туса пыраççĕ. Васкавлă пулăшăвăн хуласенчи станцийĕсенче тата уйрăмĕсенче управленин мониторингăн пĕрлехи центрĕллĕ автоматизациленĕ тытăмĕ онлайн мелĕпе ĕçлет. Васкавлă пулăшу машинисем çине спутник навигацийĕн ГЛОНАСС аппаратурине вырнаçтарасси вĕçленсе пырать.
Сывлăх сыхлавĕнчи çак кăтартусене çĕнсе илмешкĕн ача-пăчапа çамрăксен спортне аталантарас тата сывă пурнăç йĕркине туса хурас енĕпе республикăра пурнăçлакан ытти программăпа пуçару та витĕм кÿчĕ. Чăваш Енре 2010 çултанпа пуçласа чирлесси тата алкоголизм чакса пыраççĕ /12 процента яхăн/. Çынсем табак туртасси 37 процентран 27-е çити пĕчĕкленнĕ. Эпир идеологипе пропаганда ĕçне анлăн пурнăçлатпăр, çакна халăх ăша хывать. Çамрăксем сывă пурнăçа хаклаççĕ.
Сирĕн çу уйăхĕнчи указăрсемпе килĕшÿллĕн эпир виçĕ çул хушшинче ача-пăчапа çамрăксен спортне шкул ÿсĕмĕнчи кашни иккĕмĕш вĕренекене хутшăнтарма тĕллев лартрăмăр. Çакăн валли условисемпе инфратытăм çителĕклех, район центрĕсенчен кашнинчех физкультурăпа спортăн хальхи комплексĕсене хута янă. Тĕрĕссипе, çав объектсене эпир ача-пăчапа çамрăксен спорчĕн шкулĕсене панă.
Халăха спорт сооруженийĕсемпе 39 процент ытла тивĕçтернĕ, çынсен 29 проценчĕ ытла физкультурăпа спорт занятийĕсене хутшăнать. Эпĕ хам ку кăтартăва 40 процента çитермешкĕн тĕллев лартрăм, ентешсем çакна ырласа йышăнчĕç.
Эпир кăлтăксăр, графикпа килĕшÿллĕн ĕçлеме пултарнăшăн та тав сăмахĕ калатăп. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви сĕннипе пире хушса 145,8 млн тенкĕ уйăрса пачĕç, ку укçана юн тымарĕсен программине малалла пурнăçлакан мероприятисене ирттермешкĕн тата ял çыннисене уйрăмах кирлĕ медицинăн мобильлĕ комплексĕсене туянмашкăн яратпăр.
Сывлăх сыхлавне модернизациленин эффективлăхне çирĕплетекен тĕслĕх - халăх пулăшу пахалăхĕпе кăмăллă пулнин кăтартăвĕ. Вăл 2009 çулхи 40,5 процентран 2011 çулта 42,8-а çитрĕ. Кăçал ыйтăма пĕтĕмлетмен-ха, эпир ăна хатĕрлесе сире пĕлтерĕпĕр. Пĕрре пăхсан - ÿсĕм пысăках мар пек, анчах çак кăтарту пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ.
Палăртнă мероприятисем графикпа килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ. Программа кăларса тăратнă, эсир, Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви лартнă задачăсене кăçалхи раштавăн 25-мĕшĕ тĕлне туллин пурнăçласа сире пĕлтеретпĕр.
В.ПУТИН: Михаил Васильевич, врачсен тата вăтам медперсоналăн хавхалантару тÿлевĕсем валли эсир мĕн чухлĕ янине ас тумастăр-и? Икĕ çулта /2010-2011 тата 2012 çулсенче/ специалистсемпе медперсоналăн вăтам ĕç укçи тата мĕн чухлĕ ÿснĕ?
М.ИГНАТЬЕВ: Пĕтĕмĕшле илсен, врачсен шалăвĕн ÿсĕмĕ 31 процентпа танлашнă, медперсоналăн - 35. Ку динамика малалла аталанать, эсир лартнă тĕллевсене эпир пурнăçлатпăрах. Вăтам вăхăтлăх бюджет проектĕнче çакна валли укçа палăртса хăварнă.
В.ПУТИН: Аван. Тав тăватăп.
Çитес пилĕк çуллăх валли хăвăрăн программăна хатĕрлени пирки итлеме кăмăллă пулчĕ. Уççăн каласан, сывлăх сыхлавĕн программине эпир федераци центрĕн, федераци бюджечĕн шучĕпе ĕçе кĕртсе тата хавхалантарса регионсем çак пуçарăва йышăнса малалли модернизацин хăйсен программисене пурнăçласса шантăмăр. Тавах.