Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2012.11.14 Профилактика мероприятийĕсем вăхăтра тумалла («Кошелеевский край (Каçал ен)», Комсомольское)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/

Сахăр диабечĕн чирĕпе чирлеме пуçланине çын темиçе çул иртсен кăна сисет. Унăн тĕп паллисем: куç нервĕ тата юн çаврăнăшĕ япăх ĕçлеççĕ, пĕвер аптратать. Çавăнпа та аслăрах çулсенчисен çулталăкра пĕр хутчен кая мар терапевт, хирург, невропатолог тата куç врачĕ патĕнче пулса тĕрĕслев витĕр тухмалла.

Çак чир çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе районти тĕп больницăн тухтăрĕпе Валентина Николаевна Федоровăпа курса калаçрăм.

— Мĕнле чир-ха вăл — сахăр диабечĕ? Унран мĕнле асăрханмалла?

— Çак чир икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕрремĕшĕ инсулинпа çыхăннă. Ун пек чухне организмра инсулин туса кăларакан клеткăсем пĕтеççĕ. Çыннăн пурнăçне çăлса хăварассишĕн организма инсулин кĕртмелле. Иккĕмĕшĕ инсулинпа çыхăнса тăмасть. Организмра ун виçи тивĕçлĕ шайра пулсан та, стресс вăхăтĕнче диабет кетоацидозĕ пулма пултарать. Ытлашши самăрăлни те сахăр чирĕ пуçланас хăрушлăх кăларса тăратать. Кунсăр пуçне панкреатит, панкреатоэктимол, эмел тата наркăмăшлă япаласем витĕм кÿнипе çыхăннă тепĕр тĕрлĕ сахăр диабечĕ пулма пултарать. Чир ан пуçлантăр тесен эрех-сăрапа, пируспа «туслă» пулмалла мар. Апат-çимĕçе те пĕлсе апатланмалла. Организма тĕрлĕ хусканусемпе тăтăшах пиçĕхтермелле.

— Валентина Николаевна, çак чир мĕнрен е организмра мĕн çитменнипе пуçланать-ха?

— Эпир организма кирлĕ энергие углеводсенчен (сахăр), белоксенчен тата çусенчен илетпĕр. Организмшăн сахăр уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ (сăмахран, спорт хусканăвĕсем тунă чухне энерги кăларать).

Пуç мими тата нерв системи хăйĕн функцийĕсене пурнăçланă вăхăтра пĕтĕмпех сахăрпа çыхăннă темелле.

Инсулин вăл — организмри клеткăсене юнри сахăра ирĕлтерсе йышăнма пулăшакан гормон тата глюкоза юна кĕме пултартăр тесе клеткăсене уçакан хатĕр.

— Халăхра «гипогликеми» тенине илтме пулать...

— Гипогликеми вăл — юнра глюкоза сахалланни. Унăн пирвайхи паллисем: тарлаттарать, шăнтать, ывăнтарать, çиес килет, çывăрас килет тата ытти те. Çавăнпа та сахăр чирĕпе чирлекенсен, вĕсен тăванĕсен гипогликеми паллисене асăрхама пĕлмелле, 2—4 катăк сахăр çимелле е тăн çухатнă пулсан юн тымарне глюкоза шĕвекĕ кĕртмелле. Ун хыççăн киле «васкавлă пулăшу» чĕнмелле е чирлĕ çынна больницăна ăсатмалла.

— Калаçушăн тавтапуç.

М.Алексеева.

 

 


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика