Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.01.30 Сталинграда пулăшса («Голос крестьянина (Хресчен сасси)», Чебоксары )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
КĂÇАЛХИ ФЕВРАЛĔН 2-МĔШĔНЧЕ СТАЛИНГРАД ПАТĔНЧИ ÇАПĂÇУРА (1943 ÇУЛ) НИМĔÇСЕН ÇАРНЕ ÇАПСА АРКАТНĂРАНПА 70 ÇУЛ ÇИТЕТ. ÇАК САМАНТРАН ТĂВАН ÇĔРШЫВĂН АСЛĂ ВĂРÇИ ПИРĔН ХАЛĂХА ÇĔНТЕРӲ ÇУЛĔПЕ ИЛСЕ КАЯССИ ПАЛЛĂ ПУЛНĂ.

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ХАЛЬХИ ИСТОРИЙĔН ПАТШАЛĂХ АРХИВĔНЧЕ ПИРĔН ЕНТЕШСЕМ СТАЛИНГРАД ХӲТĔЛЕВÇИСЕНЕ ТАТА УНТА ПУРĂНАКАНСЕНЕ ПУЛĂШНИ, АРКАННĂ ХУЛАСЕНЕ ÇĔНĔРЕН УРА ÇИНЕ ТĂРАТМА ХУТШĂННИ ÇИНЧЕН КАЛАКАН САЙРА ТĔЛ ПУЛАКАН ДОКУМЕНТСЕМ УПРАНАÇÇĔ.

1942 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Сталин ячĕллĕ ял хуçалăх артелĕн колхозникĕсем «Красная Чувашия» хаçат урлă республикăра пурăнакан çынсене «Чăваш колхозникĕ» танк колонни тума укçа пухма чĕнсе каланă. Унта çакнашкал йĕркесем пур: «... Эпир темиçе пин тенкĕ укçа пуçтартăмăр. Ку ĕç малаллах пырать. Чăваш АССРĕнчи мĕнпур ял хуçалăх ĕçченне, колхозникпа колхозницăна пиртен тĕслĕх илме чĕнсе калатпăр. Юлташсем! Пирĕн танк колонни Сталинграда вут-çулăмпа хÿтĕлетĕр».

Чăваш обкомĕ 1942 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче коммунистсен партийĕн тĕп комитетне янă телеграммăра çапла палăртнă: «Фронта 15 вакун ăсатнă: унта 9 тонна аш-какай, 2300 кило çу, 2200 кило пыл, 5 тонна пĕремĕк, 1500 кило печени, 3 тонна табак, 600 кило варени, 1 тонна канфет, 300 кило сыр, 3 тонна кăлпасси, 1500 штук хур тата чăх тушки, 68 пин штук çăмарта, 380 кило типĕтнĕ аш, 48 тонна тулă çăнăхĕ, 47 тонна çĕр улми, 13 тонна чĕрĕ купăста, 700 кило йÿçĕтнĕ купăста, 3 тонна кишĕр, 5 тонна симĕс сухан, 100 кило ыхра, 1600 кило тăварланă хăяр, 1600 кило тăварланă помидор, 300 кило хĕрлĕ кăшман, 1 тонна пăрçа тата 4200 ятарлă парне».

1943 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче Чăваш комсомол обкомĕ Сталинграда пулăшу кÿни çинчен калакан хыпартан: «Сталинграда яма 267 комсомолеца суйласа илнĕ – 200 арçын, 67 хĕрарăм. Колхозсенчи комсомолецсемпе çамрăксем 17490 пăт тĕш тырă, çĕр улми, пахча çимĕçĕ пухнă. Канашри комсомолецсемпе çамрăксем 1000 инструмент, 30 пукан, 200 простынь, 100 мăшăр алса-чăлха хатĕрленĕ».

1943 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче Чăваш парти обкомĕн «Чăваш колхозникĕ» тата «Чăваш тракторисчĕ» танк колоннисем йĕркелеме укçа-тенкĕ пуçтарни çинчен калакан постановленийĕнче çапла палăртнă: «... 1943 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче патшалăх банкне 11 миллион тенкĕ хушма укçа куçарнă. Çак кун тĕлне пĕтĕмпе куçарнă укçа 42 миллион çурă ытла тенкĕ, çав шутра «Чăваш колхозникĕ» танк колоннине тума – 40634000 тенкĕ, «Чăваш тракторисчĕ» валли – 1876000 тенкĕ. Комсомолецсен пуçарăвĕпе «Чăваш комсомолецĕ» самолет эскадрилйине тума укçа-тенкĕ пухассине йĕркеленĕ. Медицина ĕçченĕсем «Чăваш медработникĕ» танк колонни тума 10 миллион тенкĕ панă. Çак пуçарăва вĕрентекенсем, совет учрежденийĕсенче тата суту-илÿре ĕçлекенсем, промартель коллективĕсем явăçрĕç... «Чăваш колхозникĕ» танк колоннине тума укçа пухас ĕçе çак тăрăхсем хастар хутшăнчĕç: Пăрачкав районĕ – 3086000 тенкĕ, Улатăр районĕ – 2726000 тенкĕ, Шупашкар районĕ – 2217000 тенкĕ, Вăрнар районĕ – 2057000 тенкĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕ – 1674000 тенкĕ, Калинин районĕ – 1683000 тенкĕ. МТС ушкăнĕсем хушшинче Елчĕксем тĕслĕх кăтартнине палăртмалла, вĕсем 152000 тенкĕ пуçтарнă. «Чăваш тракторисчĕ» танк колоннине тума Шупашкар МТСĕ (148000 тенкĕ), Кувакин МТСĕ (131000 тенкĕ), Шăхасан МТСĕ (130000 тенкĕ), Ишлей МТСĕ (125000 тенкĕ) хастар хутшăннă.

1943 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче Чăваш парти обкомĕн секретарĕ И.Чарыков Мускава янă телеграммăра Сталинград облаçĕнчи ирĕке кăларнă районсене выльăх-чĕрлĕхпе пулăшни çинчен каланă. Унта çапла çырнă: «Сталинград облаçĕнчи ирĕке кăларнă районсене Чăваш АССРĕнчи колхозсем мăйракаллă шултра выльăх 827 пуç, 2000 сысна, 2000 сурăх, 2000 штук кайăк-кĕшĕк панă, вĕсенчен 471 центнерне – хатĕрлев кантурне. 25 пин экземпляр кĕнеке пухнă. Ростов облаçĕнчи районсене 10 пин, Ставрополь крайне 1500 экземпляр, Ворошиловград облаçне 4000 экземпляр ăсатнă».

Пирĕн республикăран кайнă 540 ытла комсомолец вăрçăпа юхăннă Сталинграда ура çине тăратма пулăшнă. Вĕсенчен чылайăшĕ ВЛКСМ Тĕп комитечĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Çавăн пекех пирĕн ентешсем Сталинграда темиçе пин пăт çĕр улми, тĕш тырă культурисен вăрлăхĕ, 17 пин пуç ытла выльăх тата ĕç лаши, вутă-хăма тиенĕ çĕр-çĕр вакун, вун-вун сулă ăсатнă. Çунса ишĕлнĕ библиотекăсене кĕнекесемпе тивĕçтернĕ.

Зоя ЛУКИЯНОВА. Чăваш Республикин хальхиисторийĕн патшалăх архивĕ


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика