Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.02.06 Грипран сыхланасси унпа чирлессинчен çăмăлрах («Красное знамя (Хĕрлĕ ялав)», Урмары )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Хĕл кунĕсенче вирус инфекцийĕсем - грипп тата ОРВИ - ытларах алхасаççĕ. Чирлекенсен 70-80 проценчĕ - ачасем. Грипп тата ОРВИ иккĕшĕ те сывлăш çулĕсене инфекци лекнипе аталанаççĕ. Çапах та грипп вирусĕ чылай кавартарах, усалтарах. Вăл хăвăртрах ерет, тÿрех ураран ÿкерет. Грипп вирусĕ виçĕ тĕрлĕ (А, В, С) пулать. А тата В тĕсĕсен антиген тытăмĕ тăтăш улшăнать. Çавăнпа çулсерен «çĕнĕ» вируспа кĕрешме тивет.

Грипп паллисем:

1. Грипп сасартăк пуçланать, организма шутлă сехетсенченех ярса илет.

2. Кĕлетке температури тăруках хăпарса каять, 39-40 градус таран ÿссе каять. Шăнтса пăрахать, вĕрилентерсе ярать, пуç çаврăнать, вăй пĕтет, ăш пăтранать, хăстарать, куç шăрçисем, пуç, мышцăсем ыратаççĕ.

3. Чирлесен пĕрремĕш кунсенчех сунас çук, çакă вара грипп вирусĕн палли кăна.

4. Вирусăн активлă вăхăчĕ шăпах 3-5-мĕш кунĕсене пырса лекет, тĕппипех сываласси вара 8-10-мĕш кунсемпе тĕл килет.

Гриппа чирленĕ хыççăн 3 эрне хушши урăх чир çаклатас хăрушлăх пысăк, вăл вара питĕ йывăррăн иртет.

ОРВИ паллисем:

1.ОРВИ тăруках пуçланмасть, хăвăра ывăннă пек туятăр, сунас пуçланать;

2. Чир вăйланса пынă май типĕ ÿслĕк пуçланать, вăл вăхăт иртнĕçемĕн çемçелет;

3.ОРВИ икĕ эрнене яхăн тăсăлма пултарать, сăмса юхать, пыр ыратать, ÿт-пÿ температури ÿсмест е пысăках мар пулать;

ОРВИпе чирленĕ хыççăн та урăх чирпе аптăрас хăрушлăх пур, анчах та вăл грипп хыççăнхи пек йывăррăн иртмест.

Грипран мĕнле сипленмелле?

– вырăн çинче выртмалла, шĕвек нумай ĕçмелле;

– ÿт-пÿ температурине чакаракан, вируса хирĕç тăракан препаратсем ĕçмелле: Колдрекс, Терафлю, Аспирин (ÿт-пÿ температури 38-38, 5 градус таранччен ÿснине эмелпе чакарма тăрăшмалла мар, мĕншĕн тесен кĕлетке температури ÿснĕ вăхăтра пирĕн организм бактерисемпе вируссене хирĕç кĕрешекен белок - интерферон туса кăларать);

- поливитаминсем, аскорбин кислоти ĕçмелле;

- иммунитета çирĕплетме пулăшакан препаратсемпе усă курмалла: интерферон, афлубин, имунал. Вĕри мунчара çăвăнма, ваннăйра шыва кĕме юрамасть. Организма наркăмăшлă япаласем сиен кÿресрен шыв, çăка чечекĕнчен е курăксенчен вĕретнĕ чей, шур çырлипе хăмла çырли морсĕ, пыл, ыхра, сухан, палан ытти чухнехинчен ытларах çиме тăрăшмалла. Чирлĕ çын выртакан пÿлĕме тăтăшах уçăлтармалла.

Вирус çаклатас мар тесен...

Профилактика мерисен шутне физкультурăпа туслă пулни, усăллă апат-çимĕçпе апатланни, поливитаминсем ĕçни кĕрет. Иммунитета клеткисене пулăшакан белокран пуян пулă, чăх какайĕ ытларах çимелле. С витаминран пуян çимĕçсемпе чылай усă курмалла: тăварланă купăста, лимон, киви, мандарин, апельсин, грейпфрут. Тарланă, шыва кĕнĕ хыççăн шăнни гриппа чирлес хăрушлăха икĕ хутчен ÿстерет. Чир вăхăтĕнче халăх чылай пуçтарăнакан вырăнсенче пулассинчен хăтăлма тăрăшмалла. Ачасемшĕн те, аслă ÿсĕмрисемшĕн те уçă сывлăшра чылайччен уçăлса çÿрени питĕ усăллă.

Н.АВКСЕНТЬЕВА, врач.


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика