Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.02.06 Асăрханăр: ОРВИ тата грипп («Путь победы (Çĕнтерÿ çулĕ)», Вурнары )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Хĕлле нумай çын сунаслать, ÿсĕрет. Шăнса пăсăлнипе çыхăннă чир-чĕре пĕтĕмĕшле вирус инфекцийĕ – ОРВИ теççĕ.

ОРВИ е грипп чирлĕ çын çывăхĕнче пулмасан та ерет. Вирус инфекциллисем хыççăн лавккана, транспорта, поликлиника кабинетне кĕрсен те сывлăха хавшатма пулать. Чирлĕ çынсем сунасланипе, калаçнипе сывлăшра чир пуçаракансене хăвараççĕ. Вĕсем сывă çынсен сывлав çулĕсене лексе инфекци ертеççĕ. 24–48 сехет хыççăн вируссем тата нумайланаççĕ. Асра тытмалла: инфекци ал тытнă чух, çавăн пекех алăк хăлăппи урлă та ерет.

Организм хавшанă тата ывăннă пулсан та инфекци чирĕ аталанать. Тарласан сивĕ çĕре тÿрех тухма юрамасть. Бас-сейна кĕнĕ хыççăн çур сехет пÿлĕмрех пулмалла, урама тухмалла мар.

Сивĕ çанталăкра çĕлĕксĕр, ăшă кĕпе-тумсăр çÿремелле мар.

Чир-чĕр ан çулăхтăр тесен профилактика мерисем йышăнмалла. Апат-çимĕç рационĕнче пулă, чăх пулмалла. Çавăн пекех иммунитета ÿстерме, организма кирлĕ С витаминпа тивĕçтерме чĕрĕ пахча çимĕç, улма-çырла çимелле – тăварланă купăста шывĕ, лимон, киви, мандарин, апельсин, грейпфрут. Ирхине апат çимесĕр ан тухăр. Суханпа ыхра вируссене пĕтерме пулăшмасть.

Маларах аскорбин кислоти (С витамин) тата çак витамин пур поливитаминсем ĕçмелле. Вара организмăн тĕрлĕ инфекцисемпе кĕрешеслĕхĕ ÿсĕ.

Кăмăл-туйăм яланах çĕкленÿллĕ пултăр, талăкра 8 сехетрен кая мар çывăрăр.

Эпидеми вăхăтĕнче ОРВИ, грипп ересрен мĕн тумалла;!

Хупă пÿлĕмсенче иртекен массăллă мероприятисене сахалрах хутшăнмалла. Ытларах уçă сывлăшра çÿреме тăрăшăр.

Пÿлĕмсене дезинфекци хатĕрĕсемпе е хуçалăх супăнĕпе усă курса тăтăшах çуса тасатма тăрăшăр.

Грипп тата ОРВИ ересрен профилактика ирттермелли тĕп мелсенчен пĕри – тутана марля çыххипе хупласа çÿрени. Ăна кашни 2–3 сехетрен улăштармалла.

ОРВИ, грипп анлă сарăлнă (эпидеми) тапхăрта алла супăньпе кунне 5 хутчен кая мар çумалла. Гигиенăна пăхăнни чир ересрен сыхлать.

Енчен те профилактика мерисем пулăшмарĕç пулсан тÿрех врач патне кайăр. Килти условисенче сипленнĕ чух чирлĕ çынна уйрăм пÿлĕмре тытмалла. Чей, ăшă сĕт, пылак шыв ĕçтермелле.

ОРВИпе грипран сипленме вируспа кĕрешекен препаратсемпе усă курмалла. Сире мĕн кирлине тухтăр калĕ. Сиплев вырăнне алкогольлĕ шĕвексем ĕçме, мунча кĕме юрамасть.

38–38, 5 градусран иртмесĕр ÿт температурине пĕчĕклетмелле мар. Ÿт температури ÿснĕ чух пирĕн организм интерферон (бактерисемпе, вируссемпе кĕрешекен белок) кăларать. Асра тытăр: температура чухне хулăм витĕнме тата çамка çине пăр хума юрамасть.

Йăлмака витĕмне çунтарнăран сăмсана сухан шĕвекĕ ямалла мар. Вĕри çĕр улми пăсĕ çийĕн сывлама юрамасть – сывлав çулĕсене пĕçертсе яма пулать.

Пыра тăвар, сода, йод шĕвекĕпе чÿхемелле мар – ткань япăхланать.

Сĕнÿ-канаша пăхăнсан гриппа тата вирус инфекцийĕсемпе чирлеместĕр.

М.ТОЯБИНСКАЯ, «Республикăри сывлăха çирĕплетекен медицина тата реабилитаци центрĕ» бюджет учрежденийĕн врач-методисчĕ.


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика