Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.02.09 Сталинград паттăрĕсене манман («Наше слово (Пирĕн сăмах)», Мариинский Посад )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Культура аталанăвĕпе библиотека тивĕçтерĕвĕн Шĕнерпуçĕнчи центрĕн Çичĕпÿртри филиалĕсем – ялти библиотекăпа Культура çурчĕ Раççей историйĕнче паллă йĕр хăварнă событисене манмаççĕ. Культура тени вĕсемшĕн питех те анлă ăнлав.

Нумаях пулмасть, акă, Раççей халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçишĕн пĕлтерĕшлĕ – Сталинград çывăхĕнче юнлă çапăçу пулса иртнĕренпе 70 çул çитнине анлăн паллă турĕ. Çакна халалласа çичĕпÿртсем «Атăл çинчи çапăçу» ятпа тематикăллă концерт йĕркеленĕ. Çакнашкал мероприятисем ÿссе çитĕнекен ăрушăн çав тери паха пулни каламасăрах паллă.

Паян вăтам шкулсенче вĕренекен ачасен кукашшĕ-кукамăшĕсемпе аслашшĕ-асламăшĕсем те хутшăннă-çке-ха çав çапăçусене, чылайăшĕ вăрçă хирĕнчех паттăррăн пуç хунă. Камсем пулнă вĕсем. Мĕнлерех шăпа тÿр килнĕ вĕсене. Çак ыйтусен тупсăмне пĕлес тесе, культура ĕçченĕсем ял халăхĕ пулăшнипе шыравпа тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ. Тăрăшни сая кайман. Çичĕпÿрт ялĕнчен Сталинграда хÿтĕлеме А. Лапин, Т. Семенов, Ф. Андриянов, В. Павлов, В. Романов, А.Максимова, И. Марков, И. Кузьмин, Г.Григорьев хутшăнни халĕ паллă ĕнтĕ. 106 çула пурăнса çитсе тĕлĕнтернĕ (ун çинчен хамăр хаçатра та пĕрре мар çырнă) Анна Михайловна Максимован мăшăрĕ Герасим Максимов та Сталинград çывăхĕнче пуç хунă-мĕн. Ефрем Орлов, акă, хăй вăхăтĕнче чапа тухнă Ленин орденĕллĕ 62-мĕш Гварди çарĕнче çапăçнă. Сталинградра е ун çывăхĕнче паттăрлăхпа харсăрлăх кăтартнă çичĕпÿртсенчен чылайăшĕ пысăк наградăсене тивĕçнĕ.

Культура ĕçченĕсем ятарласа хатĕрленĕ концерта, паллах, çав паттăрсен тăванĕсемпе çывăх çыннисем те пуçтарăннă. Н. Афанасьева, Г. Долгов, Аннăпа Валентин Николаевсем, шкул ачисем тата ыттисем те шăрантарнă юрăсем, вуланă сăвăсем, ташланă ташăсем иртнине уççăн аса илтернĕ май чуна тыткăнланă.

Çичĕпÿртри Василий Ямщиков, акă, 1942-мĕш çулта тăван ялĕнче юлнă арăмĕпе ачисем патне çыру янă. Кунашкаллисем пĕрре кăна пулман, анчах та концерт вăхăтĕнче çав çырусенчен пĕрне вуласа панă. Халăх куççулĕсĕр иртмен çак самант.

Михаил Александрович Шемаринăн шăпи çинчен те аса илнĕ концертра. Чылай хушă ăна вăрçăра хыпарсăр çухалнă тесе шутланă. Республикăн Астăвăм кĕнекинче те ăна çапла палăртнă. 2010-мĕш çулта кăна унăн шăпи уçăмланнă. Ржев хулинчи çарпа патриотизм клубне çÿрекенсем Çичĕпÿрт çынни Ржев патĕнче пуç хунине тупса палăртнă. Унăн кĕлеткин тĕпренчĕкĕсем çумĕнче çыру татăкĕсем те пулнă-мĕн. Çав çырăва М. Шемарин фронтран килне яма ĕлкĕреймен.

Ялти салтак арăмĕсен – Т. Григорьева, Р. Васильева, З. Орлова, Т. Знакомова – ячĕпе те «Кунер» халăх фольклор ушкăнĕ юрă шăрантарнă.

Сăмах май каласан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çичĕпÿрт ялĕнчен 250 çын тухса кайнă пулсан, 123-шĕ каялла таврăнайман.

И. НИКИТИНА.

И. НИКИТИНА


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика