Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Универсал электрон карттăна (УЭК) илмешкĕн ыйтса çырнисене Чăваш Енре кăçалхи январь уйăхĕн 9-мĕшĕнчен йышăнма пуçланă. Июнь уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне 1701 çын заявлени çырнă, 493-шĕ карттăна алла илнĕ. Çакăн пирки ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева нумаях пулмасть йĕркеленĕ брифингра каланă.
Çак карттă федераци (идентификаци тата банк) тата регион (транспорт) хушăмĕсенчен тăрать. Ун çине патшалăх пенси страхованийĕн страховани свидетельствин (СНИЛС) тата обязательнăй медицина страхованийĕн (ОМС) страховани номерĕсене çырнă. Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен республикăра УЭКăн транспорт хушăмне ĕçе кĕртнĕ. Паян Чăваш Енре 90 çын карттăн транспорт хушăмĕпе куллен тенĕ пек усă курать.
УЭК илессипе тата усă курассипе ыйтусем çуралсан вĕсене хĕрÿ лини телефонĕпе (32-01-00) шăнкăравласа уçăмлатма сĕнчĕç специалистсем. «Проект çĕнĕ, унăн апробаци тапхăрĕ витĕр тухмалла, çавăнпа та ăна пурнăçа кĕртнĕ чухне хушăран техника тата технологи йывăрлăхĕсем сиксе тухаççĕ», - терĕ Валентина Андреева министр.
УЭК илнисем унпа СНИЛС тата обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ пек усă курма пултараççĕ. Гражданинăн кăмăл пур пулсан карттăна электрон мелĕпе алă пуснине те кĕртеççĕ. Вăл пур пулсан çын патшалăх пулăшу ĕçĕсене Интернет урлă - килĕнчен е ĕç пÿлĕмĕнчен тухмасăрах, хăйшĕн меллĕ вăхăтра, тĕрлĕ учреждение кайса черетре тăмасăрах - пултарать. Чăн та, çыннăн асăннă карттăпа компьютер урлă усă курас тесен карт-ридер туянмалла, вăл хаклах мар. Пĕтĕмлетсе каласан УЭК харăсах темиçе документа пĕрлештерет.
Универсал электрон карттăна илесси пирки çырнă ыйтусене республикăра хальлĕхе 4 çĕрте (3-шĕ Шупашкарта, пĕри Çĕнĕ Шупашкарта) йышăнаççĕ. Унсăр пуçне УЭК илесси пирки çырнă заявленисене регионсен хушшинчи «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав вăхăтĕнче (вăл июнĕн 20-23-мĕшĕсенче «Контур» комплексра иртĕ) пама юрать: Медицинăн информаципе аналитика центрĕ вăхăтлăх пункт йĕркелет. Кăмăл пуррисен паспорт, СНИЛС тата обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ çеç пулмалла.
http://www.smi21.ru/?mode=publication&path=publication&publication=1052818&p_date=19.06.2013&date=19.06.2013