Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.07.06 Юратупа шанчăклăх юнашар пулччăр («Наше слово (Пирĕн сăмах)», Мариинский Посад )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче эпир пурте çуллахи чи çутă та чаплă уява – Çемье, юратупа шанчăклăх кунне –паллă тăватпăр. Шăпах çак кашни çемьешĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Çемье институтне çирĕплетес енĕпе тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа наградăласси çинчен черетлĕ Указ кăларнă.

 

Кăçалхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче кăларнă 66-мĕш номерлĕ Указпа килĕшÿллĕн асăннă наградăна республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласенчен 12-мăшăр тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче вара пирĕн районти Уплерти Михаил Яковлевич Яковлевпа Антонина Димитриевна Яковлева та пурри Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пурăнакансене питĕ савăнтарать, мăнаçлантарать.

Çак сумлă наградăна пĕр çемьере 50 çул е унтан та ытларах пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнакан, ача-пăча çуратса, çĕршыва юрăхлă граждансем пăхса ÿстернĕ мăшăрсене, тепĕр майлă каласан, ыттисемшĕн пур енĕпе те ырă тĕслĕх кăтартакансене параççĕ.

Паллах, пурнăç сукмакĕпе пĕр çулпа утма суйласа илнĕ мăшăр пĕр-пĕринпе çур ĕмĕр е ытларах та пĕрле, кăвакарчăнсем пек, килĕштерсе пурăнма, пĕр юрра юрлама пĕлни вăл хăех пысăк телей. Çак телей пирки кашниннех ĕмĕтленмелле, ун патне туртăнмалла. Ара, тем тесен те çемьери çирĕплĕх, туслăх, шанчăклăх чи малтан хамăртан килет-çке. Пĕр-пĕрне итлеме, ăнланма, пулăшма, тепĕр чух каçарма та, пĕлмелле. Вара ытти пурте йĕркеллĕ пулать. Уйрăмах çамрăк çемьесен çакна питĕ шута илмелле.

Çÿлерех асăннă Яковлевсем пек мухтава тивĕç мăшăрсем сахал мар пирĕн районта. Эпир вĕсем çинчен «Пирĕн сăмах» хаçат страницисенче час-часах çырса кăтартатпăр. Малашне те çырăпăр. Халĕ вара район хыпарçин мĕнпур вулаканĕсене çывхарса килекен Çемье уявĕпе ăшшăн саламлас, телей те ăнăçу сунас килет, юратупа шанчăклăх яланах сирĕнпе юнашар пулччăр!

С. ИВАНОВА. 

 

 


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика