Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.07.13 Сывлăха тĕрĕслеттерни хамăршăн («Красное знамя (Хĕрлĕ ялав)», Урмары )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - ĕçлекен çынсен диспансеризацийĕ.

Вăл кăçал пирĕн республикăра пурăнакан халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ чирĕсене тупса палăртас тата вĕсене сиплес тĕлĕшпе ирттерме палăртнă. Вăл пирĕн патăрта 3 енлĕ иртет: пур енлĕн, планпа пăхнă тăрăх иртекен тата хушма диспансеризаци. Чăваш Республикин сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин 2013 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчи 147 номерлĕ приказĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районта çак çулта çуралнă çынсен диспансеризаци тухмалла: 1992, 1989, 1986, 1983, 1980, 1977, 1974, 1971, 1968, 1965, 1962, 1959, 1956, 1953, 1950, 1947, 1944, 1941, 1938, 1935, 1932, 1929, 1926, 1923, 1920, 1917.

Диспансеризацие икĕ тапхăрпа ирттереççĕ. Мĕн-мĕн тĕрĕслеççĕ-ха? Флюорографи, ЭКГ, маммографи тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, шăк анализне памалла, юна анлăн тĕрĕслеççĕ: сахăр, холестерин пуррипе çуккине тата ыттине те. Çавăн пекех халăха çак специалистсем пăхаççĕ: терапевт, акушер-гинеколог, хирург, невролог, офтальмолог.

Çын сывă е чирлине пĕлме 4 ушкăн палăртнă. 1-мĕш ушкăна сывă çынсем кĕреççĕ, 2-мĕш ушкăна чирлес хăрушлăх пуррисем, 3-мĕш ушкăна хушма тĕрĕслевпе сиплев кирлĕ çынсем, 4-шĕ - стационар пулăшăвĕ кирлисем.

Диспансеризаци тухакан кашни çын валли сывлăх картти пуçлаççĕ, унтан, кирлĕ пулсан, татах тĕрĕслев ирттереççĕ, сиплеççĕ. Чире мĕн чухлĕ маларах тупса палăртатăн, ăна сиплеме çавăн чухлĕ çăмăлтарах пулать. Диспансеризаци тухакансен çакна пĕлмелле:

- поликлиникăна ирхи апат çимесĕр килмелле, ун умĕн нимĕнле йывăр ĕç те тумалла мар, çав шутра - ирхи зарядка та;

- 100-150 мл ирхи шăк илсе килмелле, ăна лабораторине илсе çитериччен вăхăт 1, 5 сехетрен ытла иртмелле мар;

- 45 çултан иртнисен кал тĕрĕслеттермелле пулсан, 3 талăк хушши аш-какай, тимĕр нумай упракан апат-çимĕç - пан улми, хăяр... çимелле мар, аспирин тата çавăн йышши эмелсене ĕçмелле мар;

- диспансеризаци тухакан çул е унăн умĕнхи çул медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă пулсан, çакна çирĕплетекен документсене пĕрле илмелле.

Тĕпленрех участокри врачран е медицина сестринчен ыйтса пĕлер.

Сывлăх - чи хаклă пуянлăх. Ăна хăвăр упрамасан, чирлес хăрушлăх пысăк пулĕ. Ку е вăл чир шала ан кайтăр, ĕмĕр тăршшĕпех ан асаплантартăр тесен диспансеризаци вăхăтра тухни вырăнлăрах пулĕ. Ăна районти тĕп больницăн поликлиникинче тухмалла.

Н.Эсенкулов, район больницин тĕп врачĕн заместителĕ. 

 

 


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика