Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.01.28 Ишек вĕсене ăшшăн йышăннă («Вести (Хыпар)», Чебоксары )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче пирĕн республикăра 18 ача çурчĕ хута кайнă. Вĕсенче вăрçă пыракан тăрăхсенчен эвакуаци шучĕпе куçарса килнĕ виçĕ пин ачана вырнаçтарнă. Çав шутран 380-шĕ - Нева çинчи хуларан.

Унка лекнĕ хулари ачасене Нева шăнман чухне - çар карапĕсемпе, пăр ларсан машинăсемпе каçарнă. Нимĕç самолечĕсем бомба шеллемен - çынсем çине вилĕм тăкнă. Çĕр-çĕр ачапа вĕсене ăсатма тухнисен пурнăçĕ çакăнта татăлнă.

Чăваш АССР Вĕрентÿ министерстви Ишекри ача çуртне 1943 çулхи çурла уйăхĕнче уçнă. Унта блокадăри Ленинград хулинчен килнĕ 100 ача хÿтлĕх тупнă. Интернат валли колхоз правленийĕ тата почта уйрăмĕ вырнаçнă, Ишек ял ĕçтăвкомĕн тата ялти шкулăн кивелнĕ çурчĕсене уйăрнă.

Ишеке Ленинградран ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене илсе килнĕ текен хыпар хăвăрт сарăлнă. Вăл вăхăтра кунти çынсен пурнăçĕ тăкăс пулин те ял халăхĕ ача çуртне кĕпе-тумтир, атă-пушмак, апат-çимĕç илсе пынă.

Ишлей районĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн 1943 çулхи çĕртме уйăхĕнчи хушăвĕпе ача çурчĕн директорне Ишекри вăтам шкул вĕрентекенне А.Арбатовăна çирĕплетеççĕ. Кăштахран унăн вырăнне А.Дивиткина йышăнать. 1944 çулхи пуш уйăхĕнчен 1948 çулхи çурлаччен çак тивĕçе вăрçă хирĕнчен йывăр аманса таврăннă В.Сорокин офицер пурнăçлать. Василий Ефимовича паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, нумай медальпе наградăланă. Сăмах май, 1948 çулта Ишекри ача çурчĕ хупăнсан В.Сорокина Ишлей районĕн вĕренÿ пайĕн ертÿçине çирĕплетнĕ. Чăваш радио хыпарлавпа телекурав комитетĕнче 30 çул ытла ĕçлет, чылай вăхăт - тĕп редакторта, массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăну тытать.

Интернатра Нева çинчи хуларан килнĕ ачасемпе пĕрлех вырăнти çынсен, ашшĕсем вăрçăра пуç хунисен, ачисем те кунта хÿтлĕх тупаççĕ. Сăмахран, Ишекри Арбатовсен çемйинчен виççĕн - Вениамин, Елизавета тата Анатолий - воспитани илнĕ. Ачасен ашшĕ Петр Михайлович 1942 çулхи чÿк уйăхĕнче, аслă пиччĕшĕ Геннадий 1943 çулхи нарăсра тăшманпа çапăçса пуç хунă. Тепĕр пиччĕшĕ Николай - фронтра. Ленинградран килнисен хушшинче те ун пеккисем пулнă. Акă Калининсен çемйинчен Фридрих, Леонид тата Роза Ишекри ача çуртĕнче пурăннă.

Воспитанниксем валли пур услови те çителĕклĕ пулнă. Вĕсем икĕ çуртра выртса тăнă, кунне виçĕ хут апатлантарнă, ялти вăтам шкулта вырăнтисемпе пĕрле вĕреннĕ. Малтанхи çулах вырăс класне те йĕркеленĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче хуçалăх ĕçне хастар хутшăннă, эмел курăкĕ пухнă, йĕтем çинче тырă сăвăрнă, михĕсене тултарнă, çĕр улми пуçтарнă. Аслăрах воспитанниксенчен хăшĕ-пĕри «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль илме тивĕçнĕ.

Ял çыннисем Ленинградран килнĕ хăр тăлăхсене усрава та илнĕ. Акă Вăрăмту ялĕнче пурăннă Фекла Иванова çулталăк çурă тултарнă Анатолие çемье ăшшине туйтарса ÿстернĕ. Анатолий Васильевич электротехника производствинче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухать. Тăван ашшĕ-амăшне шырать, шăпипе кăсăкланать. Амăшĕ вилнĕ иккен, ашшĕ хыпарсăр çухалнă. Ленинграда пурăнма чĕнсен, хваттер пама шантарсан та пĕчĕкрен пăхса ÿстернĕ амăшне тата хăйне хăват панă чăваш çĕрне пăрахса кайма килĕшмест. Кун пек тĕслĕх татах илсе кăтартма пулать.

Ишекри ача çуртĕнче ÿснисем каярахпа яваплă вырăнсенче ĕçлесе пенсие тухнă. Вĕсен йышĕнче - аслă шкул преподавателĕ В.Васасина, атом пăр çĕмрен строителĕ В.Мамаев, авиаци моторĕсен институчĕн инженерĕ Г.Шугардт, Шупашкарти ТЭЦ-2 директорĕн канашçи П.Дороненко тата ыттисем. Çавăн пекех конструкторсем, токарьсем, слесарьсем, шахтерсем, педагогсем, медицина ĕçченĕсем пур.

Ишексем историре юлнă пулăма асрах тытаççĕ. Ялти тавра пĕлÿ музейĕн пĕр залне 1943-1948 çулсенче блокадăри Ленинград ачисем пурăннă ача çурчĕн ĕç-хĕлне сăнлакан стендсемпе панносем вырнаçтарнă. Ытти экспонат та нумай кунта. Блокадăна сирнĕренпе 70 çул çитнине хатĕрленсе çĕнĕ курав йĕркеленĕ.

Фадей КОНСТАНТИНОВ.

 

 

Оригинал статьи: http://hypar.ru/ru/node/825


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика