Н.В.Федоров Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин патĕнче 2008 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче пысăк медицина технологийĕсен центрĕсене аталантарас енĕпе ирттернĕ канашлура тухса каланинчен
Раççей Федерацийĕн хисеплĕ Президенчĕ!
Правительство Председателĕн хисеплĕ Пĕрремĕш çумĕ, ĕçтешĕмсем!
Нумаях пулмасть Чăваш Республикинче эпир регионсенчи отрасльсен “Куç микрохирургийĕ” наукăпа техника комплексĕн пĕрлехи вун икĕ центрĕнчен пĕрремĕшĕ çирĕм çул тултарнине паллă турăмăр. Вăл Раççейре пурăнакансене çеç мар, çывăх тата инçе чикĕ леш енчи çĕршывсен çыннисене те офтальмологи енĕпе пысăк технологи пулăшăвĕ кÿрет. Ăна С.Федоров пуçарнипе тунă. 1960 çултах вăл Чăваш Енре искусственнăй куç шăрçин имплантацийĕ енĕпе хăйĕн пирвайхи операцийĕсене ирттернĕ, офтальмохирургире имплантологие никĕсленĕ.
Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе килĕшÿллĕн кардиохирургире, нейрохирургире, перинатологире, онкологире пысăк медицина технологийĕсене аталантарса сывлăх сыхлавĕн отрасльне модернизацилетпĕр. Паян ятарлă 12 центр, вĕсенчен 6-шĕ - пысăк медицина технологийĕсен центрĕсем, республикăра пурăнакансене кардио-, онко- тата нейрохирурги енĕпе, медицина пулăшăвĕн ытти енĕпе кирлин 65 процентне тивĕçтерет. 10 çул каялла кăна-ха пулăшу кирлисене пирĕн Мускава, Санкт-Петербурга, ытти центра ăсатма тиветчĕ, экономика сăлтавĕсене, ытти сăлтава пула çакă чирлисен контингенчĕн сиплевне палăрмаллах чакаратчĕ.
Чăваш Енре Федерацин пилĕк травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнчен пĕрремĕшне, Раççей Федерацийĕн сакăр субъектĕнче пурăнакансене медицинăпа çыхăннă пысăк технологи пулăшăвĕ кÿме тăваканскере, хута яни ортопеди енĕпе кÿрекен медицина пулăшăвĕн калăпăшне тăватă хут ÿстерме, çынсем унăн пулăшăвĕпе усă курассине 80 процент таран пысăклатма май парать. Уйрăмах çакна палăртни вырăнлă: ăçта пурăннине пăхмасăр Раççейĕн мĕн пур çыннишĕн çакнашкал кăтартусем пулĕç. Федераци политикин тĕп пĕлтерĕшĕ шăпах çакăнта, мĕншĕн тесен 8 субъект валли ĕçлекен центр кăна мар, пĕтĕм çĕршыва пулăшу кÿрекен 5 центрăн пĕтĕмĕшле сечĕ пулĕ.
Республикăра ĕçлекен, медицина пулăшăвĕн мĕн пур шайне пĕтĕçтерекен информаципе телекоммуникаци технологийĕсем сыпăсене эндопротезировани тумалли пациентсен кĕтмелли лисчĕпе реестрне йĕркелеме май пачĕç. Çирĕплетнĕ территорисенче пурăнакансен йышне шута илсен травматологипе ортопеди енĕпе питĕ тухăçлă сиплев мелĕсем кирлисен шучĕ 24 пин çынпа танлашать.
Пысăк медицина технологийĕсен центрĕ Шупашкар хулин варринче ятарлă медицина хулин территорийĕнче вырнаçнă, унта хулари общество транспорчĕн маршручĕсем пур, федераци автотрассисем, чукун çул çине тухма, юхан шыв портне, тĕнче категориллĕ аэропорта çитме нумай вăхăт кирлĕ мар.
Клиникăра ĕçлеме специалистсен штат расписанийĕпе 605 çын кирлĕ, 771 специалист хатĕрленĕ* врачсен тата вăтам медицина персоналне Раççейĕн травматологипе ортопедин Р.Р.Вреден ячĕллĕ наука-тĕпчев институчĕн, центрăн кураторĕ шутланаканскерĕн, Раççей Федерацийĕнчи ытти наука-тĕпчев институчĕн никĕсĕ çинче вĕрентсе хатĕрленĕ* центрта ĕçлеме явăçтарнă тĕп специалистсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ* сывлăх сыхлавĕнчи пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстерес тĕллевлĕ “пилотлă” проектпа килĕшÿллĕн персонала ĕç кăтартăвĕсене кура шалу тÿлемелли системăна хатĕрленĕ, çав кăтартусене стандартсене пурнăçланин мониторингне, кÿнĕ медицина пулăшăвне пайăррăн шута илнине тата пациент кăмăллă пулнине тĕпе хурса хаклаççĕ.
2007 çулта республикăри травматологсем çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса тĕрев-куçăм системи çинче реконструкципе пластика операцийĕсем, çурăм шăмми çинче йĕркелекен операцисем нумай тунă - 300 яхăн. Асăннă НИИ директорĕпе /Рашид Муртузалиевич Тихилов/ пĕрле республикăри клиника больницин никĕсĕ çинче 100 ытла пациентăн сыпписене эндопротезировани тăвас енĕпе 20 ытла мастер-класс ирттернĕ.
Çакна та каламалла: пысăк технологисемпе çыхăннă пулăшăва федерацин тата республика трассисене карттăланин тата пĕрлехи радиокоммуникаци сечĕн никĕсĕ çинче васкавлă медицина пулăшăвĕн диспетчер службине централизацилесе туса хунă “трасса” медицинин системипе пĕтĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра 112 служба концепцине ĕçе кĕртсе çул-йĕрпе тата транспортпа çыхăннă инкексенче суранланнин кăтартăвĕсен пĕрлехи /ведомствăсен пĕрлехи/ базине йĕркелемелли “пилотлă” проекта ĕçе кĕртетпĕр.
Чăваш Республики травматологи профилĕпе медицина енĕпе пысăк технологи пулăшăвĕн мĕн пур тапхăрне кÿме хатĕр. Çав шутра - госпитальчченхи тĕпчев, стационарти сиплев тата пациентсене сывлăх сыхлавĕн нумай профильлĕ, çĕнĕ йышши медицина тата реабилитаци оборудованийĕпе тивĕçтернĕ учрежденийĕсен, санаторипе курорт комплексĕсен никĕсĕ çинче сиплесси тата реабилитацилесси.
Малтанхи реабилитацишĕн тÿлессине обязательнăй медицина страхованийĕн тытăмĕ урлă пурнăçлама палăртнă, санатори-курорт сиплевне - Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕпе тăвакан килĕшÿсен никĕсĕ çинче.
Республикăн сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен профильпе çыхăнман функцисене организаци-аутсорсерсене панипе çыхăннă опыт пуррине шута илсе Федераци центрĕнче инженерипе коммуникаци сооруженийĕсене тытса тăрассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсене, автотранспорта пăхса тăрассине, прачечнăя, апат-çимĕç блокне аутсорсинга параççĕ.
Республикăн аталанăвăн комплекслă программипе килĕшÿллĕн Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне эпир çĕнĕ йышши медицина технологийĕсем туса хумалли тата сармалли медицина инновацийĕсен кластерĕн никĕсне хыватпăр.
Унсăр пуçне кластера республикăри медицина оборудованийĕ, техники тата пĕр хут усă курмалли инструментари тăвас ĕçе явăçтарнă организацисем кĕрĕç. Паянах Чăваш Енре тăвакан федераци центрĕсен апат-çимĕç блокĕсем валли оборудовани хатĕрлемелли саккассене вырнаçтарнă. Пĕр хут усă курмалли инструментари, акушерпа гинекологи, хирурги тата офтальмологи службисем валли çĕлемелли материал кăларатпăр.
Чăваш Республики çуртăн нуль шайĕнчи конструкцийĕсене тăвассипе, площадкăн шалти тата тулашри инженери сечĕсемпе коммуникацийĕсен строительствипе çыхăннă мĕн пур обязательствăна туллин пурнăçланă. Çĕр çинчи модуль конструкцийĕсен монтажне вĕçленĕ, тĕп строительствăпа монтаж ĕçĕсем пыраççĕ: шалти инженери системисене хывасси, çурт пÿлĕмĕсемпе фасачĕн отделки, çурта витесси.
Çуртăн çĕр çинчи пайĕн строительствине хутшăнакан субподряд организацийĕсем пурте килĕштерсе ĕçлесен, тăхтавсăр ĕçлессине йĕркелесен объектри тĕп строительствăпа монтаж ĕçĕсене нарăс вĕçлениччен туса пĕтерме май пур.
Федераци центрне уçни Чăваш Ене халăха кÿрекен медицина пулăшăвĕн пахалăхне çĕнĕ шая çĕклеме, медицина наукине сывлăх сыхлавĕн практикипе пĕтĕçтерме, çĕнĕ шайри медицина кадрĕсем хатĕрлеме, çĕнĕ медицина технологийĕсемпе усă курса пациентсен кирлĕ чухлĕ тата тивĕçлĕ пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илмелли прависене тивĕçтерме май парĕ.