ЧР Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн ĕç тăвакан директорĕн финанс ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕпе Оксана КРУПНОВĂПА калаçатпăр
- Оксана Ивановна, “Сывлăх” нацпроект - пысăк программа. Унăн хăш пайне ОМС фончĕ пурнăçлать?
- Пысăк пĕлтерĕшлĕ “Сывлăх” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ОМС территори фончĕсене патшалăхăн хушма темиçе тивĕçне шанса панă. Çав шутра пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвне аталантарас тĕллевлĕ мероприятисем валли - участоксен тата çемье врачĕсене, медсестрасене 10000 тата 5000 тенкĕ укçа уйăрасси, ĕçлекен граждансен хушма диспансеризацийĕ, çавăн пекех стационар учрежденийĕсенчи тăлăх ачасен, ашшĕ-амăшĕ пăхайман ачасен диспансеризацийĕ.
- “Сывлăх” нацпроектăн çак çул-йĕрĕсене 2007 çулта мĕнле пурнăçланă?
- Участок, çемье врачĕсене тата медсестрасене укçа тÿлеме Фонд медицина учрежденийĕсене 166,2 млн. тенкĕ куçарса панă, çав шутра врачсене - 99,3 млн., медицина сестрисене - 66,9 млн. тенкĕ. Патшалăхăн тата муниципалитетсен вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, социаллă хÿтлĕх, культура, физкультура тата спорт учрежденийĕсенче, наука-тĕпчев учрежденийĕсенче ĕçлекен граждансен хушма диспансеризацине ирттерме сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен тăкакĕсем валли 26,2 млн. тенкĕ янă.
Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен тăлăх ачасен тата ашшĕ-амăшĕ пăхайман ачасен диспансеризацине ирттермелли тăкакĕсем валли 1,4 млн. тенкĕ уйăрнă. 975 ачана диспансеризациленĕ, çав шутра 4 çулчченхи ачасем - 155, 5-17 çулсенчи ачасем - 820 çын.
Пĕтĕмпе сывлăх сыхлавĕн сферинчи наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ОМС тытăмĕ урлă 196,9 млн. тенкĕ уйăрнă.
- Бюджет сферинче ĕçлекенсен диспансеризацийĕ мĕншĕн кирлĕ пулчĕ, унăн кăтартăвĕсем мĕнлерех?
- Диспансеризаци - патшалăх пĕлтерĕшлĕ ĕç. Унăн тĕп тĕллевĕ - тĕрлĕ патологие малтанхи тапхăртах тупса палăртасси. Çĕршывра çынсем йышлă вилнин сăлтавĕ шăпах чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн, онкологи, эндокрин чирĕсене, ытти чире вăхăтра тупса палăртманни-çке. Пĕтĕмпе Чăваш Енре 2006 çулта 32,7 пин çынна диспансеризациленĕ, 2007 çулта - 50,9 пин çынна.
Аса илтерем: 2007 çулта муниципалитетсен тата патшалăхăн вĕрентÿ, наука, сывлăх сыхлавĕн, культура, спорт, социаллă хÿтлĕх учрежденийĕсенче ĕçлекен граждансене диспансеризацие явăçтарнăччĕ. Тĕпчеве ултă специалист ирттернĕ - терапевт, эндокринолог, офтальмолог, невролог, хирург, уролог /арçынсене/ тата акушер-гинеколог /хĕрарăмсене/. Унсăр пуçне лаборатори тата функци тĕпчевĕсем ирттернĕ: юн, шăк анализĕсем тунă, холестеринпа сахăр шайне палăртнă, флюорографи, электрокардиографи, маммографи /40 çулти тата аслăрах хĕрарăмсене/ е сĕт парĕсен УЗИне ирттернĕ. Çак требованисене диспансеризаци стандарчĕпе татăклă палăртнă, çын пĕр-икĕ кунрах тĕрĕслев витĕр туллин тухать.
Раççей Федерацийĕн Правительствин 24.12.2007 ç. 921-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2008-2009 çулсенче хушма диспансеризаци ирттермелли граждансен йышне анлăлатнă. Çавăн пекех лаборатори тата функци тĕпчевĕсен переченьне те пысăклатнă: юн сывороткин пĕчĕк çăралăхĕн липопротеид холестеринĕн шайне, юн сывороткин триглицеричĕсен шайне, ятарлă онкомаркерсене /40 çултан аслăрах çынсене/ хушма тĕпчев тунă.
- Каласамăр, обязательнăй медицина страхованийĕ енĕпе медицина учрежденийĕсем валли укçа уйăрасси чăнласах лайăхланчĕ-и? Цифрăсене танлаштарма май пур-и: медицина валли темиçе çул маларах мĕн чухлĕ укçа уйăрнă, халĕ мĕн чухлĕ?
- Тĕрĕсех, Чăваш Енри медицина учрежденийĕсем валли ОМС фончĕ укçа уйăрасси палăрмаллах пысăкланнă. Юлашки виçĕ çул хушшинче уйăрнă укçа виçи икĕ хута яхăнах ÿснĕ, 2005 çулхи 1,3 млрд. тенкĕрен 2007 çулхи 2,5 млрд. тенкĕ таран. Инфляци процесĕсене шута илсен те укçа виçин ÿсĕмĕ курăмлă.
- Сăмах май, вулаканшăн çакă та интереслĕ пуль: ОМС фончĕн укçи мĕнле çăл куçсенчен пухăнать?
- Обязательнăй медицина страхованийĕн укçин тытăмĕнче налук тупăшĕсем тата ĕçлемен çынсен обязательнăй медицина страхованийĕ валли уйăракан страховка взносĕсем 22-шер процент йышăнаççĕ* 29 процент - Федерацин ОМС фондĕнчен килекен укçа, 18 процент - граждансен уйрăм категорийĕсене хушма эмелсемпе тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен килекен субвенцисем, 8 процент - республика тата муниципалитетсен бюджечĕсенчен, 1 процент - налук мар ытти укçа.
- Нацпроекта пурнăçлама тытăнсанах медучрежденисен персоналĕ хушшинче кăштах кÿренÿ те палăратчĕ: участок терапевчĕсемпе вĕсен медсестрисен шалăвне палăрмаллах пысăклатрĕç, ансăр специализаци врачĕсенне - çук. Çав кăмăлсăрлăха сирме май килчĕ-и?
- Маларах каларăм ĕнтĕ, нацпроектпа килĕшÿллĕн ОМС тытăмĕ урлă пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвне аталантармалли мероприятисемсĕр пуçне бюджет сферинче ĕçлекен граждансен, çавăн пекех тăлăх ачасен тата ашшĕ-амăшĕ пăхайман ачасен диспансеризацийĕ валли уйăрнă укçа та кайнă. Унсăр пуçне Чăваш Ен 2007 çулта Раççейĕн икĕ теçетке субъекчĕн йышĕнче сывлăх сыхлавĕн сферинчи пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстерес тĕллевлĕ пилот проектне кĕчĕ. Çак çул-йĕрсемпе ĕçленĕшĕн медучрежденисем хушма укçа илеççĕ, унăн пысăк пайне /50 процент ытла/ врач-специалистсен ĕç укçи çумне хушса хавхалантармалли тÿлевсем валли яраççĕ. Отчет кăтартăвĕсене ĕненес пулсан 2007 çулта медицина ĕçченĕсен ĕç укçи 30 процент ытла ÿснĕ.
- Калăр-ха, сывлăх сыхлавĕн сферинчи пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстерес тĕллевлĕ пилот проекчĕ халăхшăн, медучрежденисемшĕн хăш енĕпе усăллă?
- Хăйĕн Федераци Пухăвне яракан çулленхи Çырăвĕсенче РФ Президенчĕ В.В.Путин кашнинчех палăртать: Раççейĕн сывлăх сыхлавне модернизациленин тĕп тĕллевĕ - халăхăн анлă сийĕсене паха медицина пулăшăвĕпе усă курмалли майсем туса парасси. Тÿлевсĕр медпулăшу гарантийĕсемпе пурте усă курмалла, вĕсем уçăмлă пулмалла. Кашни чир тĕлĕшпех сиплевпе диагностикăн обязательнăй процедурисене, эмелсене, çавăн пекех медицина пулăшăвĕ кÿмелли условисен ансат требованийĕсене палăртса медицинăн пулăшу ĕçĕсен стандарчĕсене хатĕрлесе çирĕплетмелле.
Стандартсене пайăррăн палăртни çав пулăшу ĕçĕсен чăн хакне шутласа палăртма, медицина учрежденийĕсене смета принципĕпе укçапа тивĕçтерес, медицина ĕçченĕсене ĕçшĕн пурне те пĕрешкел тÿлес йăлана пăрахса кÿрекен медпулăшу калăпăшĕшĕн тата пахалăхĕшĕн тÿлесси патне куçма май парать.
Федераци фончĕн 2007 çулхи бюджетĕнче Чăваш Енри пилот проектне пурнăçлама 454,6 млн. тенкĕ укçа пăхса хăварнă. Унсăр пуçне çак тĕллевпех республика бюджетĕнчен 281 млн. тенкĕ уйăрнă. Çапла вара проект валли уйăрнă укçа 735,6 млн. тенкĕпе танлашнă.
Раççей Правительстви пилот проекчĕн тĕллевĕсене палăртнă: медучрежденисене ОМС тытăмĕ урлă пĕр каналпа укçа уйăрса парасси патне тапхăрăн-тапхăрăн куçса тĕп тĕллевшĕн ĕçлесси* стационар медицина пулăшăвĕн тата унăн пахалăхне хаклассин стандарчĕсене ĕçе кĕртесси* миçе çынна пулăшу кÿнине тĕпе хурса медицина пулăшăвĕшĕн тÿлемелли укçа-тенкĕн пĕр пайне амбулаторипе поликлиника учрежденийĕсен шайĕнче пухасси, медучрежденисен шалти тата пĕр-пĕрин хушшинчи тÿлев тытăмне туса хурасси* медицина ĕçченĕсене вĕсен ĕçĕн юлашки кăтартăвне кура шалу тÿлесси.
Пилот проектне пурнăçланă май 2007 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Республикин обязательнăй медицина страхованийĕн тытăмĕнче стационар медицина пулăшăвĕшĕн федерацин медицина пулăшăвĕн стандарчĕсен никĕсĕ çинче 10 нозологи формипе шутласа палăртнă финанс тăкакĕсен нормативĕсемпе укçа тÿлеççĕ* пулăшу кÿрекен çынсен йышне кура фондăн пĕр пайне 3 сиплевпе профилактика учрежденийĕнче тытса тăрса укçа уйăрмалли йĕрке çине куçнă.
2007 çулхи авăн уйăхĕнчен отрасльти ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ система çине ОМС тытăмĕнче ĕçлекен, пилот проектне пурнăçлама хутшăнмашкăн килĕшÿ тунă 52 учреждени куçнă.
Сывлăх сыхлавĕн пилот проектне пурнăçлама хутшăнакан учрежденисен медицина ĕçченĕсен ĕç укçи /“Сывлăх” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн паракан тÿлевсене шута илмесĕр/ 2007 çулăн иккĕмĕш çурринче 1,6 хут пысăкланнă, çав шутра стационар пулăшăвĕ кÿрекен медицина ĕçченĕсен - 1,7 хут. Амбулаторипе поликлиника пулăшăвĕ кÿрекен медицина ĕçченĕсен - 1,4 хут.
- Укçа шута юратать. Медицина учрежденийĕсем укçана тăкакланине мĕнле тĕрĕслесе тăратăр?
- Медицина учрежденийĕсем тата страхлакан медицина организацийĕсем обязательнăй медицина страхованийĕн укçине мĕнле тăкакланине Фондăн тĕрĕслевпе ревизи пайĕ сăнаса тăрать. Çуллен пай виçĕ енĕпе 65 тĕрĕслев ирттерет: ОМС укçипе тирпейлĕ усă курни, “Сывлăх” наци проектне пурнăçланипе çыхăннă тĕрĕслев тата пилот проекчĕн укçипе усă курнин тĕрĕслевĕ. Кашни медучреждение виçĕ çулта пĕр хутран кая мар тĕрĕслеççĕ, страхлакан медицина организацийĕсене - икĕ çулта пĕрре.
Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче ОМС укçипе тирпейсĕр усă курнине палăртсан Фонд сотрудникĕсем çирĕп тĕрĕслесе тăнипе медучрежденисем çав укçана хăйсен çăл куçĕсен шучĕпе туллин саплаштараççĕ.
- Манăн аннен те, пенсионеркăн, нумаях пулмасть Комсомольски районĕн хирурги уйрăмĕнче сипленме тиврĕ. Сиплевпе те, врачсемпе медперсонал ĕçĕпе те кăмăллă пулчĕ. Чăннипе, яланах тата пур çĕрте те çапла пулмалла ĕнтĕ. Çапах та страхланисен прависене шанчăклă хÿтĕленĕ-и, медпулăшу пахалăхне çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ-и?
- ОМС тытăмĕн ĕç-хĕлĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ енĕсенчен пĕри - страхланă çынсен прависене хÿтĕлесси, вĕсене кирлĕ, паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси. Фонд страхлакан медорганизацисемпе пĕрле граждансен ыйтăвĕсемпе ĕçлессине йĕркеленĕ, медицина пулăшăвĕн пахалăхĕн ведомство тулашĕнчи тĕрĕслевне туса пыратпăр. Страхланисемпе медицина учрежденийĕсен хушшинче медицина пулăшăвĕ кÿнĕ май çуралакан тавлашуллă тĕслĕхсене тишкерсе суд умĕн те, судра та вăйра тăракан саккунпа килĕшÿллĕн татса паратпăр.
Пилот проекчĕн тĕрлĕ çул-йĕрĕпе, çав шутра сиплевпе профилактика учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетес, медицина ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлемелли çĕнĕ тытăма ĕçе кĕртес, медицина пулăшăвĕшĕн финанс тăкакĕсен нормативĕсемпе килĕшÿллĕн тÿлемелли йĕрке çине куçас енĕпе йышăннă мерăсем 2007 çулăн пĕрремĕш çурринчипе танлаштарсан иккĕмĕш çур çулта ОМС тытăмĕнчи сăлтавлă çăхавсен шутне 59,8 процент чакарма май пачĕç.
Пĕтĕмĕшле илсен 2007 çулта Чăваш Республикинче медицина пулăшăвĕн пахалăхĕн 348609 экспертизине ирттернĕ, ку 2006 çулхинчен 1,7 хут нумайрах.