Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

04.08.2008 ПĔР-ПĔРНЕ ĂНЛАНСАН ПУРĂНМА ÇĂМĂЛРАХ (Лилия ПЕТРОВА "Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Çапла шухăшлать Етĕрне районĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕн директорĕ Ю.М.Николаева. Хĕрарăмăн пурнăçĕ çăмăл мар. Ир-ирех тăрса выльăхне пăхмалла, ачи-пăчине çитермелле. Çав вăхăтрах ĕçе те васкамалла. Канлĕх мĕнне пĕлмесĕрех ĕмĕр иртет. Çапах кашни хĕрарăмăн чуна çывăх киленĕç пур. Юлия Михайловна пушă вăхăтра сăвă çырать. Вăл 19 çул шкул коллективне ертсе пырать. «Хĕрарăма пуçлăхра ĕçлеме çăмăл мар, ĕçре арçын пек пулмалла, килте вара – черченкĕ хĕрарăм», - тет Юлия Михайловна. Хăйĕн сăввисемпе районти радио-кăларăмĕсенче итлекенсене паллаштарсах тăрать, вĕсем кăмăллă пулнишĕн савăнать. Çак кунсенче РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕпе Ю.Николаевăпа тĕл пулса калаçрăмăр.
- Юлия Михайловна, сăвă çырасси ăçтан пуçланчĕ?
- Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе район администрацийĕнчи ĕçтешсене телефонпа саламлама шутларăм. Вĕсем мана: «Паян эпир сăвăлла кăна калаçатпăр», - тесе хучĕç. Шухăша кайрăм. Ирĕксĕрех сăвă йĕркисене шырама тиврĕ. Пурнăçра каласа çитереймен ытарлă сăмах чăнах та нумай иккен. Çапла çуралчĕç пĕрремĕш сăввăмсем. Ĕçтешсем ырларĕç. «Хăвах çыртăн-и?» - тесе ыйтакан та тупăнчĕ.
- Шкулти пурнăç шавĕ сăвăсем çырма хистемен-и?
- Эпĕ Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта 1977 çулта ĕçлеме пуçларăм. Ун чухне ачасене музыкăна ăнланма, юратма вĕрентеттĕм. Вожатăй ĕçĕсене те хамах туса пынă. 1981-1987 çулсенче куçăмсăр йĕркепе Чăваш патшалăх университетĕнчи филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче пĕлÿ пухрăм. 1989 çулта вара шкул директорĕн ĕçне тытăнтăм.
- Пĕлменнине пĕлме тăрăшни пулăшнă теме пултаратăр-и?
- Паллах. Мана ун чухне питĕ ăнчĕ. Художник пулăшнипе шкулти классене, спорт залĕпе столовăйне илем кÿтĕмĕр. Тепĕр çул тракторпа урапа туянтăмăр. Районта чи малтан компьютер класне йĕркелерĕмĕр. Шел, çĕнĕ сĕтел-пукан туянаймарăмăр, самана улшăнчĕ. Çапах пуçа усмарăмăр. Вĕренекенсем валли аталанмалли тĕрлĕ çул-йĕр шырарăмăр. Пĕлтĕрччен ачасем хамăр шкултанах çĕвĕç тата механизатор специальноçĕсене алла илчĕç. Çамрăксемшĕн пурнăçра кирлĕ профессисем. Мĕнрен япăх? Куçăмсăр майпа вĕренсе ĕçлеме пулать. Ара, асăннă специальноçсене сахалтан та пĕр-ик çул вĕренмелле.
- Ĕçе чунтан парăнса ĕçлесен вăл ăнать.
- Чăннипех çапла. Пĕтĕм пурнăç тăршшĕпех малалла ăнтăлтăм. Çамрăклăх питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Паллах, хамăн шăпама ÿпкелешместĕп. Юлашки вăхăтра ял шăпи тата шкул пуласлăхĕ шухăшлаттарать. Ĕçе кайнă чухне те, таврăннă чухне те çуртсене сăнаса: «Çак килтен тепĕр вунă çултан ача тухĕ-и?» - тесе пăшăрханатăп. Ял малашлăхĕ кунти çамрăксенчен нумай килет. Пурте хуланалла туртăнаççĕ. Яла вара кам илем кÿрĕ?
- Чуна хускатаканни пулсан кăна чĕрене пырса тивекен сăвăсем çуралаççĕ. Йывăр самантсенче çăлăнăçа ăçта куратăр? Сăвăра е мăшăрта-и?
- Сăвăсем пурнăçăма çăмăллатаççĕ, пăшăрханăва пусарма пулăшаççĕ. Анчах мăшăрăн ăшă сăмахне çитеймеççĕ вĕсем.
- Апла пулсассăн хĕрарăм тĕрекĕ мăшăрта?
- Хĕрарăма мăшăрсăр пурăнма йывăр. Унăн кам çумне те пулин тĕршĕнмелле. Мăшăрăмпа Юрий Ивановичпа 30 çул пурăнатпăр. Вăл пур енĕпе те ыттисенчен лайăхрах пек туйăнать.
- Пĕрре курсах саврăр-и?
- Ялти клубра пĕр-пĕрне шыраса тупрăмăр. Ачаранпах шашкăлла выляма юрататтăм. Вăл та манпа тупăшма хатĕрччĕ. Эпĕ вара кашнинчех çĕнтереттĕм. Вăл яланах йăл кулса калаçатчĕ. Сăпайлăччĕ. Тÿрккеслĕх çукчĕ унра. Пурнăç çулĕ çине тухма çирĕпленсе çитнĕ çынччĕ.
- Сирĕн сăвăсенчен пĕринче кĕвĕçÿ туйăмĕ çынна пурăнма чăрмантарни çинчен вулама тÿр килчĕ. Çемьере ку тĕлĕшпе еплерех?
- Куçăмсăр майпа 6 çул вĕрентĕм. Тĕрлĕ çынпа калаçнă, çав шутра арçынсемпе те, анчах мăшăрăм кĕвĕçсе ятланине ас тумастăп. Упăшка кĕвĕçнĕ пулсан пуçлăхра ĕçлеймĕттĕм пулĕ.
- Çулсем иртнĕ май юрату туйăмĕ сĕвĕрĕлет теççĕ. Мăшăрсем пĕр-пĕрне хăнăхаççĕ имĕш. Кун пирки эсир мĕн шухăшлатăр?
- Ман шутпа, çулсем иртнĕçемĕн юрату туйăмĕ вăйланса та тĕрекленсе пырать. Малтанхи, пĕрремĕш туйăма сивĕ çил те сивĕтет. Çамрăк чухнехи юрату ытла та черченкĕ. Çавăнпа та ăна упрама пĕлмелле. Халĕ упăшка мана мĕн калассине вăл çăварне уçсанах чухлатăп. Вăл та çаплах. Мăшăрăмпа виçĕ ача çитĕнтертĕмĕр. Асли, Алексей, кадастр палатинче ĕçлет, вăталăххи Алина - пуçламăш классене вĕрентекен, кĕçĕнни Анатолий - инженер. Пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Çемьепе пухăнса калаçса ларма юрататпăр. Пĕр-пĕрин ÿсĕмĕсемшĕн савăнатпăр. Пурнăçра темĕн те пулать: савăнмалли те, хурланмалли те. Чуна уçса калаçсан, пĕр-пĕрне ăнлансан пурăнма çăмăлрах.
- Кăçал Раççейре Çемье çулталăкĕ. Мĕнле канаш панă пулăттăр эсир вулакансене?
- Ача шăпишĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă. Паллах, шкулăн та, обществăн та хăйĕн çине май килнĕ таран ытларах илме тăрăшмалла. Анчах таса ача чунĕ умĕнче чи яваплисем - ашшĕпе амăшĕ. Шел те, пурте çакна ăнланасшăн мар. Качча каймасăрах ача çитĕнтерекен амăшĕсем нумайланса пыраççĕ. Хĕрарăма çут çанталăк чăтăмлăх, çирĕплĕх панă. Вăл хăй вăйне шанать. Хам çуратнă ачана пăхса çитĕнтеретĕпех тет. Эпĕ вара ачан ашшĕ те, амăшĕ те пулмалла тесе шухăшлатăп. Ача çурма тăлăх ÿсни унăн психикинче тарăн йĕр хăварать. Уйрăмах арçын ачасем ашшĕшĕн тунсăхлаççĕ. Çакна эпир, ачасемпе ĕçлекенсем, уйрăмах лайăх куратпăр. Çавăнпа пирĕн хĕрсене ÿстернĕ чухне çакна ăнлантарма мел тупмалла. Арçын ачасене вара мĕн пĕчĕкрен пурнăç тĕрекĕ пулма хăнăхтарасчĕ. Обществăра чăн-чăн çемье хисепре пулмалла. Вара, тен, пурнăç та лайăх еннелле улшăнĕ.

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика