Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

04.08.2008 ТĂВАН ЕНРЕН ХАКЛИ ÇУК (Левтина МАРЬЕ "Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Ăçта кăна пурăнмасть пуль чăваш çынни. Анчах таçта инçетре пулсан та ытарайми Чăваш Ене асран кăлармасть, май килсенех тăван тăрăха çитсе курма васкать.
- Ку вăл, паллах, ăнсăртран пулчĕ. Эпĕ турист теплохочĕ çине путевка туянтăм. Теплохода кĕричченех çыран хĕрринче илемлĕ, яштака каччă тăнине асăрхарăм. Вăл та ман еннелле темиçе хут пăха-пăха илчĕ. Кĕрсе вырнаçнă хыççăн каçхи апата ларсан пăхатăп та - çак çын юнашар сĕтел хушшинче ларать, мана куç илмесĕр сăнать, йăл кулать. Вăтаннипе эпĕ ун чухне апат та çиеймерĕм, - каласа парать Роза Алексеевна. - Çÿлте, палуба çинче янăравлă юрă-кĕвĕ пуçлансанах канакансем çавăнта пухăнчĕç. Чĕрĕ куçлă каччăпа паллашас тесе ун патне хĕрсем чылайăн пырса тăнă, кашниех ташлама чĕнессе кĕтет. Анчах вăл тÿрех ман пата утса пычĕ. “Сирĕнпе вальс ташлама юрать-и?” - терĕ. “Юрать...” - тесе пăшăлтатрăм. Алăран тытсанах чĕрем, юратăва сиссе-ши, хăвăрт тапма пуçларĕ... Çапла вара вунă кун Сережа манпа кăна пулчĕ, манпа кăна ташларĕ. Тĕлĕнмелле асамлă каçсем иртрĕç ун чухне!.. Атăл хумĕсем те вылянса юрланăн туйăнчĕç, палуба çинче алла-аллăн çÿренĕ чух уйăхпа çăлтăрсем те пире кăна савса çутатрĕç тейĕн. Иксĕмĕр те, пĕр-пĕрне юратса пăрахнипе, çав тери телейлĕ туйрăмăр. Вăл çар хĕсметĕнчи офицер пулнине мана юлашки каç кăна пĕлтерчĕ.
Ун чухне Сергей Михайлович тăван çĕре отпуска килнĕ иккен. Теплоход çинчен ансан тепĕр куннех Розăна телефонпа шăнкăравласа тĕл пулма ыйтнă. Тĕл пулăва Сережа шап-шурă тумпа пынă. Аллинче - çав тери илемлĕ чечек çыххи. Саксем çинче ларакан хĕр-упраç та çав вăхăтра Роза çине ăмсанса пăхнăн туйăннă. Сережа хĕре алăран çавăтса ювелир лавккине илсе кĕнĕ, ылтăн икĕ çĕрĕ туяннă, качча тухма ыйтнă. Юратакан чĕре епле хирĕçлетĕр-ха? Часах туй кĕрлеттернĕ.
- Сережăн çар служби вăл вăхăтра çав тери аякра, Çурçĕрте, Гремиха ятлă хулара иртнĕ. Сивĕрен хăрамасăр юратнă мăшăрпа тухса вĕçрĕм эпĕ. Унта чылай вăхăт пурăнтăмăр, çав хулара пирĕн хĕрача çуралчĕ, - ăшшăн сăмахлать Р.Михайлова. - Тăван тăрăха аса илмесĕр кун иртмен. Çав тери киле таврăнас килетчĕ. Сережа отставкăна тухнă-тухманах çула пуçтарăнтăмăр. Аэропортра чăвашла калаçнине илтсен савăннипе макăрса ятăм. Аякра пурăнса эпир тăван ене, тăван атте-аннене татах та вăйлăрах хаклама вĕрентĕмĕр теме те пулать. Малашне те çемьене упраса пурăнасчĕ, тăвансемпе тăванла, юлташсемпе юлташла пуласчĕ.
Хальхи вăхăтра Роза Алексеевна Шупашкарти трактор заводĕнче инженер-конструкторта ĕçлет. Илемлĕ сăн-питлĕ, çав тери ырă кăмăллă, ĕçчен, тирпейлĕ, сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ юрлама-ташлама та питĕ ăста. Тĕрлĕ мероприятие хутшăнать. Паянхи кунчченех кашни Çĕнĕ çул уявĕнче Юр пике пулса ачасемпе çитĕннисене саламлать. Сергей Михайлович вара тĕлĕнмелле чаплă пулăç. Вăл çулла та, хĕлле те Атăл хĕрринчен кайма пĕлмест. Юратнă çемьене пулă шÿрпипе хăналаса савăнтарать. Хĕрĕ, Света, педагогика университетĕнче вĕренет. Хăйсем пекех маттур, ашшĕ-амăшне хисеплет.
Михайловсен çемйине чĕререн ырлăх-сывлăх, юрату, телей сунатăп, тăван çĕре хаклама пĕлнĕшĕн пуç таятăп.

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика