Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

06.19.2008 ÇЕМЬЕ УЯВĔ – ПУРИНШĔН ТЕ («Ровесник (Тантăш)», Чебоксары)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Кĕтне хĕррине, питех те илемлĕ вырăна пуçтарăнтăмăр эпир нумай пулмасть. Атте-аннепе пĕрле Çемье кунне халалласа хаваслă уяв ирттертĕмĕр. Зинаида Алексеевна Фомкина вĕрентекен пулăшнипе музыка композицийĕ те хатĕрлерĕмĕр. Юратнă çыннăмăрсем çинчен юрăсем шăрантартăмăр, сăвăсем вуларăмăр, çемье, кил-йыш çинчен каланă ваттисен сăмахĕсене аса илтĕмĕр.
Çемьесен хушшинчи ăмăртусем хĕрÿ иртрĕç. Тĕл перес, инçĕшне сикес, хăвăрт чупас енĕпе Горбуновсем, Маловсем, Кузнецовсем, Колсановсем палăрчĕç. Икĕ ушкăна пайланса вĕрен туртрăмăр, туслăх кăвайчĕ чĕртрĕмĕр. Унтан пурте “симĕс кавир” çине вырнаçса чей ĕçрĕмĕр, аслисем хатĕрленĕ тутлă апат-çимĕçпе сăйлантăмăр.
Ăмăртусенче çĕнтернисене парнесемпе чысларĕç. Пире атте-аннепе хаваслă канма май туса панăшăн хамăр класс ертÿçине чĕререн тав тăватпăр.
Алена МАТРОСОВА, Марина КУЗНЕЦОВА.
ЧР, Елчĕк районĕ, Чăваш Тăрăм.

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика