Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
“Алинăн, Петьăн, Кольăн, Сашăн, Анютăн ашшĕ те, амăшĕ те пур. Манăн вара ырă та хитре анне те, вăйлă та харсăр атте те çук.
“Алинăн, Петьăн, Кольăн, Сашăн, Анютăн ашшĕ те, амăшĕ те пур. Манăн вара ырă та хитре анне те, вăйлă та харсăр атте те çук. Хырăм выçсан та, шăл ыратсан та вĕсем патне чупаймастăп, мĕншĕн тесен эпĕ пĕччен. Атте-анне, тупăр мана”, - ача-пăча çуртĕнче пурăнакансем çинчен ÿкернĕ видеоролик çапла пуçланать. Юлашки çулсенче пĕччен юлнă ачасене пулăшас ĕçре массăллă информаци хатĕрĕсен тÿпи те пысăк. Телекуравра кăларăмсем тухаççĕ, хаçат-журналта ятарлă рубрикăсем пичетленеççĕ. Ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ савăнтарать: 2007 çулта 247 ачана çемьесене воспитани пама илнĕ. Танлаштарма: 2004-2006 çулсенче 237 ача çеç çемье ăшшине тупнă. Хастарлăхпа Хĕрлĕ Чутай /50 ача/, Çĕрпÿ /48 ача/, Вăрмар /27 ача/ районĕсем палăрнă.
Çемье пурнăçне хăнăхманскерсене малтанлăха, паллах, çăмăл мар. Аслисен те шăпăрлана çепĕçлĕхпе, юратупа тивĕçтерме вăхăт кирлĕ. Çакнашкал çемьесен пĕр-пĕринпе сÿтсе явмалли тупăнатех. Çавна шута илсе ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви республикăри хÿтлĕхсĕр ачасене йышăннă çемьесен пĕрремĕш слетне йĕркелерĕ. Пухăннисене Г.П.Чернова министр саламларĕ:
- Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине ура çине тăратма пултарайман тĕслĕх чылай. Эсир хăвăрăнне çеç мар, ача çуртĕнчен илнине воспитани пани, юратни, çын тума пултарни - паттăрлăх. Çак шăпăрлансем паян кăна мар, кашни кун илемлĕ, тирпейлĕ, хаваслă пулни пирки иккĕленместĕп. Ашшĕ-амăшне патшалăх яланах пулăшу пама хатĕр. Ĕç укçи çумне хушса тÿлесси пирки те шухăшлатпăр. Ыйту сиксе тухсан - кашни шкултах Интернет ĕçлет.
Уява республикăри 28 çемье хутшăнчĕ. Чи маттуррисем, чи пултаруллисем, конкурссенче палăрнисем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.
“Анне” тени чуна тиврĕ
АКĂ, тĕслĕхрен, Аня Степанова хĕвел тухăç ташшине ташларĕ. Степановсен çемйи Элĕк районĕнчен çитнĕ. Зоя Михайловна Тури Вылă библиотекинче ĕçлет, Михаил Николаевич Ураскилт ял тăрăхĕн специалисчĕ. Хаваслă çемьере пĕр ывăлпа виçĕ хĕр. Сергей 28 çула пуссан авланнă. Пĕрремĕш хĕрне Аньăна Степановсем 2000 çулта усрава йышăннă, Ксюшăпа Наташăна 2003 çулта воспитани пама илнĕ. Халĕ ашшĕпе амăшĕ хĕрĕсемпе савăнса пĕтереймест. Аня туман ĕç çук. Шкулта вăл лидер. Спорт ăмăртăвĕсенче пĕрремĕш вырăнсене тухать, юрра-ташша та маттур. Кăçал çеç Чĕмпĕрте иртнĕ “Манăн Раççей” Пĕтĕм Раççей пултарулăх конкурсĕнче “Манăн çемье историйĕ” номинацире çĕнтернĕ. Ксюша Наташăран сакăр уйăх аслăрах. Вĕсем пĕр тăвансем. Ксюша кăçал тăваттăмĕш класа кайĕ, Наташа вара иккĕмĕшне чупĕ. Кĕçĕнни имшертерех çуралнă. Пĕчĕкскерне шкула каярах янă. Степановсен “тăван” тата “тăван мар ачасем” ăнлавсем çук. Чиперуксем Сергей пиччĕшĕпе питĕ туслă. Ăна вĕсем хисеплеççĕ, яланах хăнана кĕтеççĕ.
- Аппан хĕрĕпе больницăра сипленнĕ чухне палатăра Андрей ятлă арçын ача выртатчĕ. Вăл мана курмассерен “анне” тесе чĕнетчĕ. Унăн сасси чуна пырса тиветчĕ. Пĕччен юлнăскере питĕ пулăшас килетчĕ. Çавăн чухне хăçан та пулин ача усрава илĕпех тесе шухăшларăм, - каласа пачĕ Зоя Михайловна.
Юрату - ăнăçлăх формули
СЛЕТА республикăри пĕрремĕш усрав çемье - Шайхулисламовсем - те çитнĕ. Шел, çичĕ ачаллă пысăк йышран иккĕн çеç килнĕ.
- Эпĕ пуринпе те паллаштарăттăмччĕ сире, - пĕлтерет Наталья Михайловна. - Пĕр ачапа кăна пымалла тенĕ çав пире.
Çăмăл пулман вĕсене. Шайхулисламовсен хăйсен виçĕ ача: Лида, Саша, Руслан. Улатăрти ача çуртĕнче çулталăк пурăннă Люда Руслан пиччĕшĕнчен виçĕ çул кĕçĕнрех. Маша Людăран темиçе уйăх “юлать”. Ачасем пĕчĕк чухне Шайхулисламовсен çемйине хуйхă килнĕ. Пÿрчĕ, хуралтисем тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайнă. Пушарта ачасен кукашшĕ вилнĕ. Кил хуçи Камиль Шайхикарамович инçетри Когалым хулине ĕçлеме тухса кайнă. Акă ĕнтĕ 13 çул вăл унти пĕр организацире вăй хурать.
- Малтанхи çул вăл икĕ уйăхра пĕрре тăван ене килетчĕ. Çемье пысăк, пурне те çитермелле, тумлантармалла, - тет Наталья Михайловна. Хăй вăл 25 çул шкулта математика предметне ертсе пынă. Çак опыт ачасене ура çине тăратма пулăшнă. Сăмах май, Шайхулисламовсен аслисем аслă вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ, тепĕр иккĕшĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ăс пухаççĕ. Кĕçĕннисем - Маша, Миша, Саша - камран тĕслĕх илмеллине пĕлеççĕ. Халĕ çемье Вăрнар поселокĕнче пурăнать.
- Капмар çуртра вырăн нумай, - тет Наталья Михайловна. 8-мĕш класа куçнă Саша Мишăпа ирĕклĕ кĕрешĕве çÿрет. Людăпа Маша юрă-кĕвĕ тĕнчипе туслă. Хĕрсем алла гитара тытмасăр пĕр кун иртмест. Шайхулисламовсем сехечĕ-сехечĕпе экскурсисене çÿрени пирки, кăмпана, пулла кайни çинчен сăмахлама пултараççĕ. Наталья Михайловна ăнăçлăх формулине тупнă.
- Пĕтĕмпех юратура пытаннă. Мĕншĕн ăна ыттисене парнелес мар, - вăрттăнлăха уçрĕ вăл. Хальлĕхе республикăри 560 ача 397 çемьере воспитани илет. Вĕсем юратакан ашшĕ-амăшне тупнă.
Ольга НЕСТЕРОВА.