Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

09.11.2008 ЮРАТУ НИКАМРАН ТА ЫЙТСА ТĂМАСТЬ (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/

АННЕ, эпĕ кĕçех качча каятăп, - пĕлтерчĕ Полина пĕррехинче амăшне хуларан яла килсен.

Тĕрĕ тĕрлесе ларакан Элеккен аппа пуçне ялт! çĕклерĕ:

- Мĕн? Качча каятăп тетĕн-и?

- Юра мана питĕ юратать.

- Ăçтан пĕлетĕн? Хăй каларĕ-и? - хĕрне куçран пăхрĕ амăшĕ.

- Ăхă. “Кĕçех качча илетĕп”, - терĕ.

Полина хĕрелсе кайрĕ. Айăпа кĕнĕн капрон тутăр вĕçĕсене пĕтĕркелерĕ.

- Ах, ачам, - ассăн сывларĕ Элеккен кăшт чĕнмесĕр ларнă хыççăн. - Каясси кайăн-ха та...

Муркаш районĕнчи Уйкас Турай ялĕнче Красновсен çемйине таврара пĕлмен çын çук. Ашшĕ трактор-комбайнпа ĕçлет, Елена, ялта ăна пурте Элеккен тесе чĕнеççĕ, фермăра тăрăшать. Иккĕшĕ те Турай хорне юрлама çÿреççĕ. Вĕсен çичĕ ача: пилĕк хĕр те икĕ ывăл. Ачисем кашни кун амăшне пулăшма фермăна çÿреççĕ. Элеккен ку тăрăхри чи пултаруллă тĕрĕ ăсти шутланать. Килне кĕрсен такам та тĕлĕнет. Пур çĕрте те тыткăна илекен паха чечексем ешереççĕ тейĕн. Илеме юратакан çын кăна çапла тĕрлеме пултарать. Ачисем пурте сывă, таса. Вăталăх хĕрĕ Полина та хĕр çулне çитрĕ. Вун тăххăра пусрĕ. Кам, мĕнле вăй тытса чарайĕ çитĕнсе çитнĕ хĕр-упраçа? Тен, Турă пулăшсан, пурте йĕркеллех пулĕ-и...

Полинăпа Юра ВНИИРта ĕçленĕ чухне паллашнă. Юра - хулара пурăнакан йĕкĕт. Полина - ял хĕрачи. Вăл вăхăтра кĕркунне çитсен çамрăксене колхоз-совхоз тăрăх çĕр улми кăларма яратчĕç. Ишлей совхозĕнче ĕçленĕ чухне каçсерен клуба пухăннă, юрă-ташăра савăннă. Полина çамрăксенчен пăрăнарах çÿретчĕ. Клуба-мĕне тухман. Ытларах хваттерте ларатчĕ. Унпа пĕрле Юра та юлатчĕ. Ыттисем клуба кайсан вĕсем çунакан кăмака çумĕнче тахçанччен калаçса ларатчĕç. Çартан тин таврăннă Юра тавра хĕрсем явăнатчĕç. Полинăна кĕвĕçекенĕ, ăмсанаканĕ те пулнă ахăр. “Мĕн тупнă ялтан килнĕ çав хĕрача çумĕнче Юра?” - текенсем те пурччĕ. Тата хăва пек çинçе пилĕклĕ, илĕртÿллĕ шăм-шаклă чипер хĕр уксахчĕ. Çавна пулах вăтанатчĕ, каччăсенчен пăрăнма тăрăшатчĕ. Юлташĕсем те, килтисем те Юрăна Полинăпа çÿреттересшĕн пулман. Полина хăй те хирĕçленĕ. Каччă никама та итлемен. Юрату никамран та ыйтса тăмасть.

Ÿссе çитсен артистка пулма ĕмĕтленнĕ Полина. Юрра-ташша ăста пулнă. Шкулта аван вĕреннĕ. Анчах ĕмĕт пурнăçа кĕреймен. Утă çулнă хыççăн вĕсем хĕрачасемпе шыва кĕме каяççĕ. Çыран хĕрринче ăшăнса ларнă чухне кĕтмен çĕртен арçын ачасем чупса пыраççĕ те хĕрачасене кĕпи-мĕнĕпех шыва тĕксе яраççĕ. Чылайччен тухма памаççĕ. Шăнса кÿтнĕ йĕп-йĕпе кĕпеллĕ Полина килелле утать. Каçхине ĕне сума ларать, анчах суса пĕтерсен ура çине тăраймасть. Ăна Муркаш больницине ăсатаççĕ, вырăн çуккипе коридора хураççĕ. Ун чухне вăл вун тăватă çулта пулнă. Çакăнтан пуçланнă хĕрачан тамăкри евĕр пурнăçĕ. Кун иртнĕ те çĕр иртнĕ, вăл çаплипех коридорта выртнă. Сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслемен те, рентген та пăхман. Элеккен аппа, тин ача çуратнăскер, пĕчĕк ывăлне çурăм хыçне çакнă та кашни кун вун икĕ çухрăм больницăна утнă. Хĕрачи çаплах вырăнтан тапранайман. Ури чалăшса ларнă. Пĕç кăкĕ тĕлĕнчен мăкăлтаннă вырăнта ÿт илнĕ. Кунран-кун начарланса, типсе пынă хĕрача.

- Эй, çăхан! Кала тĕрĕссине? - ыйтать пĕррехинче вĕсен çурчĕ тĕлĕнче кранклатакан çăханран Валька аппăшĕ, амăшĕн йăмăкĕ. - Пирĕн Полина вилес пулсан хĕвел анăçнелле вĕçсе кай, чĕрĕлес пулсан - хĕвел тухăçнелле!

Çăхан хĕвел тухăçнелле кранклатса вĕçсе каять.

- Элеккен! Полина вилмест. Чĕрĕлет! - хĕпĕртесе пĕлтерет Валька. - Ан йĕр. Çăхан тĕрĕссине пĕлтерчĕ пуль.

Сываласси пăхса та курăнмасть ачан. Ялти çынсем каланă тăрăх, Полинăна шыв тытнă. Виçĕ çул каялла çав плотинара Уйкас Турайран амăшĕпе хĕрĕ путса вилнĕ. Таçти юмăçа та çитнĕ амăшĕ - ÿт илсе ларнă сурана ăçтан сыватăн? Пурте аптăранă.

- Анне, манăн айра юн, - тет Полина. Çурăм ÿчĕ çĕрме тытăннă иккен. Амăшĕ тухтăр патне чупса каять. Виçĕ уйăх асапланса выртнă хыççăн Полинăна киле яраççĕ. Ури айккинелле пăрăнса, хытса ларнă. Ура тупанĕсем хăй вырăнĕнче мар. Костыльпе çеç аран-аран уткалать. Ĕнтĕ ĕмĕрлĕхех чăлах пулса юлать.

Ашшĕ аптăранипе ăна Шупашкара илсе килет. Нихăш больницăра та йышăнмаççĕ. Пур çĕрте те: “Халь тин эпир пулăшаймастпăр, тÿрех илсе килмелле пулнă”, - тесе ăсатаççĕ. Ашшĕ ниепле те лăпланса лараймасть. Чĕри çурăлса тухасла ыратать. Мĕнле-ха капла?! Чипер чупса çÿрекен ача костыльпе уттăр-и? Сывлăх сыхлавĕн министрĕ патне çитет. Тăрăшни сая каймасть ашшĕн - лекет вăл министр патне. Строительсен больницине направлени çырса параççĕ. Тинех йышăнаççĕ, больницăна хураççĕ. Кунта хĕрача сывлăхĕшĕн чăн-чăн кĕрешÿ пуçланать. Икĕ хутчен операци тăваççĕ. Çынсене чунран пулăшма тăрăшакан хирургсем ултă уйăхран ăна ура çине чип-чипер тăракан, утакан тăваççĕ. Вĕсен ятне-шывне ача йĕркеллех пĕлеймен те пуль. Карпов доцентпа Леонид Иванович хирурга Полина ĕмĕр тăршшĕпе тав туса, ырăпа аса илсе пурăнать.

...Полинăпа Юра икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсен мăнуксем те пур. Тахçан тухтăрсем амăшне Полинăн ача пулмасан та пултарать тесе пĕлтернĕ. Сахал мар куляннă уншăн амăшĕ. Хĕрĕ качча каяссине пĕлсен пĕрре хĕпĕртенĕ, тепре хăранă. Ача çуратаймĕ те... кĕрÿ мĕн калĕ тесе çуннă. Шел. Нумай пурăнайман Элеккен - Елена Краснова. Утмăл тăватă çултах чирлесе вилнĕ. Тĕррисем вара паян кунчченех упранаççĕ. Кашни çыннăн шăпи тĕрлĕ килет. Юрăн ашшĕ, Аркадий Константинович, çитмĕл çула çитсен чирлесе ÿкет. Никама та палламасть, нимĕн те ăнланмасть. Полина ăна пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхса пурăнать. Вунă çул хуньстарике кашăкран çитерет. Йывăрлăхран хăрамаççĕ Константиновсем. Юра пек арçын, тен, сайра пулĕ. Пĕр ĕçе те пĕччен туса курман Полина. Упăшки хĕрарăм ĕçĕ тесе тиркесе тăмасть. Ахаль каламаççĕ ĕнтĕ хĕрарăм телейĕ - арçынра тесе.

Паллă мар, мĕнлерех килсе тухатчĕ-ши Полина Дмитриевнăн пурнăçĕ, енчен те унăн ашшĕ алă уснă пулсан, енчен те ăста хирургсем, тухтăрсем пулăшман пулсан. Енчен те Юрий Аркадьевича тĕл пулман пулсан. Ăна пĕр Турă кăна пĕлет пуль. Чылай чухне хамăртан килменни те пулать. Чи малтан кирек камăн та çынлăх пулмалла.

Лидия САРИНЕ.

 


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика