Патăрьелĕнчи мăшăрлану керменĕ - район центрĕнчи чи илĕртÿллĕ те хитре çуртсенчен пĕри. Ăна кăçалхи çĕртме уйăхĕнче, Раççей кунĕнче сумлă лару-тăрура уçрĕç. Ĕлĕкхи “Дружба” кинотеатрăн юхăннă çурчĕ халĕ палламалла мар улшăннă. Аслă алăкĕ, эрешлĕ кĕленчепе витнĕ аркăллă тăрă, ылтăн шывĕпе сăрланă мăшăр çĕрĕ... Шалта - патшалăх символĕсемлĕ чаплă зал, хĕрпе каччă пÿлĕмĕсем, санузел. Урай тĕслĕ мрамортан, стенасем çинче - гобеленсем, хаклă кавирсем.
Керменрех районти ЗАГС пайĕ вырнаçнă. Кунта та ирĕклĕ. Халăха йышăнма, документсене упрама пĕтĕм услови пур. Ахальтен мар ĕнтĕ пай пуçлăхĕн О.Н.Гусаровăн та сăн-пичĕ савăнăçлă, вăл çĕнетсе улăштарнă çуртпа хаваслансах паллаштарчĕ, районти демографи лару-тăрăвĕ çинчен те тĕплĕн каласа кăтартрĕ.
Кунта та ырă улшăнусем палăраççĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх пĕлтĕр Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 495 ача çуралнă, 558 çын куçне хупнă, 352 туй кĕрленĕ, 58 çемье саланнă. Кусем - типĕ цифрăсем, ним пирки те каламаççĕ-ха. Анчах виçĕм çулхипе танлаштарсан районта çут тĕнчене 139 çĕнĕ “кайăк” ытларах килни курăнать. Нумай çĕрте пепкесен йышĕ чакнăçемĕн чакать пулсан Патăрьелсен вара тепĕр пысăк ача сачĕлĕх ÿснĕ. Епле хĕпĕртемĕн кун пек чух! 268 арçын ача, 237 хĕрача çуралнă.
Ку кăна та мар-ха мăнаçланмалли. Асăннă тапхăртах 69 çын сахалрах вилнĕ, 70 мăшăр нумайрах çырăннă, сакăр мăшăр сахалрах уйрăлнă. Иртнĕ çул пĕр ялта кăна 82 ывăлпа хĕр хушăннă. Çакна та палăртса хăварар: динамика текенни малтанхи кăтартупа çуллен ÿсет. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ кунта килсе курнă хыççăн васкавлă çĕнĕ вăтам шкул çурчĕ тума ятарлă хушу панă. Çумĕнчех ача сачĕ те çĕкленмелле. Строительсем кăçал ака уйăхĕнчен пуçласа лăш курмасăр ĕçлеççĕ, виçĕ хутлă капмар çурта Çĕнĕ çула кĕриччен туса пĕтерме шантараççĕ. Часах унта 400 ача парта хушшине ларасси никама та иккĕлентермест.
Ольга Николаевна пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче районта çуралнă 300-мĕш ачана сумлăн регистрациленĕ. Вăл - Анат Туçара пурăнакан Виталий Петровичпа Зоя Николаевна Мартышкинсен Раманĕ. Çемьери иккĕмĕш тĕпренчĕк шăпах кил хуçин менелникĕнче “вĕçсе” çитнĕ. Умра вара тăватă уйăха яхăн вăхăт пур-ха. “Пилĕк çĕр патне çитсен тем пекехчĕ, - тет кăмăллăн О.Н.Гусарова. - Пĕлтĕр унăн çывăхнех пынăччĕ...”
ЗАГС пайĕ тĕрлĕ мероприяти нумай йĕркелет. Ашшĕпе амăшне хавхалантарма мĕн кăна шухăшласа кăлармаççĕ-ши! Çулталăк тăршшĕпех паллă кунсем: “Пĕрремĕш ача”, “Малтанхи йĕкĕреш”, “100-мĕш ывăл”, “Вунă çултан...” Туйсем тата еплисем: йывăç, кĕленче, тимĕр, кĕмĕл, 50 çулхи “ылтăн”, 55 çулхи изумруд, 60 çулхи бриллиант! Кăшарни эрнинче Тури Тăрмăшра Яков Алексеевичпа Татьяна Семеновна Махмутовсен телей туйне туса панă. Пĕрле çитмĕл çул ĕмĕрленине пĕлтерет-мĕн вăл. Пĕлтĕр вара Тутар Сăкăтĕнче корона туйĕ /пĕрлешни 75 çул/ ирттернĕ. Тупăннă ун пек мăшăр та районта. 2007 çулта республикăра Ача çулталăкĕ пулчĕ. Кăçал Раççейре - Çемье çулталăкĕ. Вĕсен ячĕпе те ырă пуçару пайтах. Кашнинех район пуçлăхĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх ертÿçисем, ял активĕ, паллах ĕнтĕ, тăван-пĕтен, кÿршĕ-аршă хутшăнаççĕ. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Вăтаелĕнчи пилĕк ачаллă Щербаковсене, Ксыл Камышри ултă ачаллă Масяевсене район шайĕнче чысланă. Ырă та ăшă сăмахсене Упамса ялĕнче пурăнакан Трофимовсем те тивĕçнĕ. Вĕсем виçĕ ачана хăйсен ятне çыртарнă, тата виççĕшне усрава илнĕ.
Халăх йышĕнче ырă улшăну курăна пуçланине мĕнпе ăнлантарма пулать-ха?
- Юлашки çулсенче пирĕн районта демографи политикине пурнăçлас, çынна пур енлĕн аталанма меллĕ условисем туса парас, патшалăх енчен пулăшас тата хÿтĕлес тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлерĕç, - тет ыйтăва хуравланă май ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ. - Акă кĕске хушăрах районăн кашни кĕтесне çут çанталăк газĕ илсе çитерчĕç. Шухăшлăр-ха: паян ял çыннине çĕр кăмрăкĕ те, вутă та кирлĕ мар. Маларах вĕсем çивĕч ыйтусемччĕ. Каç выртсан та, ир тăрсан та килте ăшă. Епле пысăк çăмăллăх ял çыннишĕн! Халăх сывлăхне сыхлас ĕçре те пысăк улшăнусем асăрхатпăр. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем уçни, сыватмăшсене вăйлă сиплев оборудованийĕпе тивĕçтерни, уйрăммăн илсен, районти тĕп больницăна анлăлатни, çĕнĕ уйрăмсем йĕркелени - чир-чĕртен асăрхаттарас тата сыватас енĕпе тунă пĕлтерĕшлĕ утăмсем. Вĕсене асăрхамасăр тăма май çук...
Ольга Николаевна шухăшĕпе, ача çуратма амăшĕн капиталĕ çинчен калакан саккуна йышăнни те чылай хавхалантарать. Чăн та, ăна хальлĕхе никам та илсе курман. Çапах вăл ачаллă çемьесене шанчăк парса тăрать.
- Аякри ялсене автомобиль çулĕсен сечĕпе çыхăнтармалли программа та демографи лару-тăрăвне çăмăллатма пулăшать, - малалла ăнлантарать Ольга Николаевна. - Акă пĕлтĕр пирĕн районти вăрман варринче вырнаçнă Ульяновка тата Хурама Твар поселокĕсене асфальт çулпа çыхăнтарчĕç. Иккĕшĕнчен те çывăхри центра 8 километр çуран тухмаллаччĕ. Кăçал вара Люля тата Ясная Поляна поселоксене çав ырлăх çитрĕ. Кусем те упи каçман çырма леш енчех. Пурĕ вара хĕрĕх километр ытла çатма пек тикĕс çул хыврĕç, миллион-миллион тенкĕ укçа тăкакларĕç. Халĕ ачасене шкула е садике çитме йывăрлăх çук темелле. Сăлтавĕ социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче кăна мар пулĕ-ха та, çапах пĕлтĕр Ульяновкăра виçĕ ача, Люляра икĕ ача çуралнинче ырă улшăнусен сĕмĕ пурах. Мĕншĕн тесен çак пĕчĕк ялсенче юлашки çулсенче ун пекки пачах пулман...
Комсомольски районĕ - Патăрьелпе кÿршĕллĕ тăрăх. Аслă Каçалти ЗАГС пайĕн тĕп специалисчĕ Светлана Петровна Портнова пухнă кăтартусем те япăх мар. Сăмахран, пĕлтĕр ку енче маларахри çултан 58 ача нумайрах çуралнă. Кăçал та лару-тăру йĕркеллех пулассăн туйăнать. Ял тăрăхĕсене илсен Урмаел ÿссе, йышланса пыни паллă. Ыттисенче, шел те, леш тĕнчене куçакан нумайрах. Пăшăрхантараканни ку çеç те мар-ха.
- Ял арĕсем Мускава, Питĕре, ытти региона кайса çÿренине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Вăй питти çын пысăкрах укçа ĕçлесе илес тенине ырламалла çеç, - уçать хăй шухăшне С.П.Портнова. - Анчах тÿнтер енĕ те пур çак юхăмăн. Кашни çул çав çул çÿревсенче виçĕ-пилĕк арçын кун-çулĕ татăлать. Тен, ытларах та-и? Пурте пурăнмалли, ача-пăча çуратмалли, пăхса ÿстермелли çулсенче. Питĕ шел...
Район центрĕнче тата уйрăм ялсенче ачасене шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсене вырнаçтарас енĕпе йывăрлăхсем пур. Хăй вăхăтĕнче ача сачĕсене, яслисене хупса пĕтернинчен килет çакă. Анчах иртнĕ ĕмĕр çине пуç сулса ларнипе малалла каяймăн. Шăпăрлана ниçта яма çуккине пĕлсе-туйса тăракан хĕрарăм тепĕр ача çуратасси пирки çирĕппĕн шухăшлать-ши? Иккĕлентерет паллах.
Пĕр ача - çук ача, ик ача - çур ача, виç ача - пĕр ача тенĕ ĕлĕкрен. Тĕлĕнмелле ăслă шухăш çак каларăшра. Çемьере “пĕр ачаран” та каярах пулсан çĕршыв аталанăвĕ кăна мар, малашлăхĕ те иккĕленÿллĕ.
Николай ЛАРИОНОВ.