Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2008.09.03 ÇŸКТЕРСЕН ФАП ПУР («Край родной (Тăван ен)», Кугеси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Çĕктер поселокĕ пысăк-и пысăк мар-и, анчах кунта 800 яхăн çын пурăнать.
Çав шутра çулталăк тултарман 5 ача, 3 çул тултарман 27 ача, 14 çул тултарман 97 ача. Паллах, аслă ăрурисене те кунта хисеплеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисем пурĕ поселокра 127-ĕн пурăнаççĕ.
Пуçлăхсем халăхпа тĕл пулăва килмессерен кунта пурăнакансем пĕртен-пĕр ыйту çĕклетчĕç – фельдшерпа акушер пункчĕ кирлĕ. Сывлăх кăшт хавшасанах Хыркассине утас пулсан та километр самай парăнтармалла. Шăп Пĕлÿ кунĕнче вара Çĕктер халăхĕн кăмăлĕ тулчĕ, музыка шкулĕ хыçĕнче вырнаçнă малтан кивĕ прачечнăй пулнă çуртра капиталлă юсав хыççăн фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Хăйăва каснă çĕре район пуçлăхĕпе А.Князевпа пĕрле Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.Мидуков, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Рафинов, Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Тереев тата ыттисем хутшăнчĕç, халăхĕ те самай килчĕ.
Смотровой, процедурнăй кабинетсенче çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Таса, çутă пÿлĕмсене кĕрсен ыратни те иртсе кайнăн туйăнать. В.Иванова заведующи çынсене чирлесен çеç мар, ахаль чухне те калаçмалла кĕрсе тухма калать. Ара, ăшă сăмах, профилактика чи вăйлă эмелсенчен пĕри-çке. Сăмах май, Вера Николаевна чĕрĕк ĕмĕр ытла Кипечкассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçленĕ. Хыркассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕ Т.Долгова та кунти халăхшăн кĕтнĕ çын пулĕ, эрнере икĕ хутчен графикпе Çĕктерсене йышăнĕ. Врач-педиатр та эрнере пĕрререн кая мар килсе çÿрĕ.
А.АРДАЛИОНОВА.

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика