Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2008.12.17 СЫВЛĂХ ПАРНЕЛЕКЕНСЕМ («Вести (Хыпар)», Чебоксары)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Тăвай тăрăхĕнче донорсен йышĕ пĕлтĕрхинчен кăштах ÿснĕ. Раштавăн 9-мĕшĕнче район больницинче кăçалхипе виççĕмĕш хут донор кунĕ иртрĕ. Хальхинче унта 42 çын хутшăнчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа вара районта юн пама 327 çын кăмăл тунă.
Канашри юн илекен станцин куçса çÿрекен бригадинче 10 çын пулчĕ. Акă С.Иванова врач юн паракансен сывлăхне тĕрĕслет, юн пусăмне виçет. “Донорсем - пурнăç парнелекенсем. Вĕсем мĕн чухлĕ нумайрах, çавăн чухлĕ ытларах çын пурнăçне çăлса хăварма пулать”, - терĕ вăл.
Николай Тимофеев 15 хут юн пачĕ. Пархатарлă ĕçе мăшăрĕ Фаина Аркадьевна та хутшăнчĕ. МСОра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Людмила Иванова вăтăрмĕш хут юн пачĕ. Донорсен йышĕнче хальхинче те медицина ĕçченĕсем чылайăн пулчĕç - Надежда Александрова медсестра, Виталий Семенов водитель тата ыттисем. Ольга Черновăпа /Вăрманхĕрри/, Алина Алексеева /Эльпуç/ пуçласа юн парса донор ятне тивĕçрĕç.
Р.ШУМОВА.

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика