"Хыпар"
Валентина СМИРНОВА
Пĕтĕм Раççейри общественноç шухăшне тĕпчекен центр кăтартăвĕсене ĕненес тĕк çĕршыври халăхăн 61 проценчĕн шухăшĕпе ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ - чи çивĕччи. Ĕлĕкренпех ĕçченлĕхпе палăрса тăнă чăваша экономика кризисĕ еплерех витĕм кÿрет? - çакăн пирки пырать сăмах паянхи статьяра.
Йыхравлакан çук иккен
...Каçхи троллейбусра çын çукпа пĕрех: хыçалти алăк патĕнче кăна çамрăксен ушкăнĕ тем сÿтсе явать. Варринчи ларкăчсене темиçе арçын вырнаçнă, малтисем - пуш-пушах. Кун пек чухне кашнин калаçăвĕ, темле итлес мар тесен те, хăлхана пырса кĕретех.
- Кун каçипе ура çинче тăрса ывăнатăнах ĕнтĕ. Шалăвĕ аптрамасть-и хуть? - сăмахлать кондукторпа юнашар ларса пыракан вăтам çулсенчи хĕрарăм.
- Ĕçленине кура тÿлеççĕ-ха. Канмалли кунсенче е уяв вăхăтĕнче сменăна тухсан хушса параççĕ тата. Малашне темле пулĕ, - ассăн сывларĕ лешĕ калаçăва тăснă май. - Хăш-пĕр организацире çынсене хăйсен шучĕпе чылай вăхăтлăх отпуска янипе е штата пĕчĕклетнипе ĕçсĕр юлнисем троллейбус управленине кондуктор пулас тĕллевпе йышлă пыраççĕ. Маларах ку специальноçпа вырнаçас текенсем питех пулман та - çăмăллăнах йышăнатчĕç. Халĕ кадрсене суйлама тытăннă, аллаççĕ те аллаççĕ, чи маттуррисене илеççĕ. Йĕркене пăхăнманнисене тытса тăмаççĕ.
Водитель кабинине пассажирсен салонĕнчен уйăракан кантăк еннелле пăхса пынă май тем çитменнине асăрхарăм. Чим-ха, ку вырăнта яланах пĕлтерÿ çакăнса тăратчĕ-çке, 18 çул тултарнă тата унран аслăрах хĕрарăмсене кондукторта ĕçлеме йыхравлатчĕ. Апла пĕлтерÿсен ĕмĕрĕ иртсе пырать иккен... Тĕнчене кисретнĕ кризис ахрăмĕ пирĕн хутлăхри лару-тăрăва йывăрлатма пикеннин пĕрремĕш палăрăмĕ мар-ши çакă?
Ĕçе чĕнекен пĕлтерÿсем общество транспорчĕн чарăнăвĕнчи хăма çинче те йышлăччĕ ку таранччен. Халĕ еплерех-ши? Ятарласа темиçе çĕре çитсе ĕç-пуçпа вырăнта паллашас терĕм. “Пичет çурчĕ” чарăнуран пуçларăм çÿреве. Çилпе вĕл-вĕл вĕлкĕшсе тăракан хут татăкĕсем тăрăх паянхи саманан саккăрла çаптарăвне тÿрех туйса илетĕн: укçа кивçен сĕнекенсем, хваттер сутас, ăна арендăна парас, пурăнма ярас текенсем хунасах кайнă. Ĕçе йыхравлакан - сайра. “Ним тума та çитмен шалу мар, пысăк укçа илес текенсене ĕçе илетпĕр”, - тесе çырни куç тĕлне пулчĕ. Кĕсье телефонĕн номерне кăтартнă тата. Ÿркенмесĕрех каярахпа шăнкăравласа пăхрăм - маркетинг тытăмне илĕртеççĕ иккен.
“Чукун çул вокзалĕ”, “Николаев космонавт урамĕ”, “Суту-илÿ çурчĕ”, “Мода çурчĕ”, “Афанасьев урамĕ” тата ытти чарăнури хăмасем те çакăн йышши пĕлтерÿсемпех тулса ларнă: чăваш эстрада çăлтăрĕсен, “Апельсин каччисен”, Валентина Кузнецовăн, Надежда Кадышевăн, ытти юрăçăн концертне пырса курма илĕртеççĕ. Ĕç сĕнекенни - сайра-хутра кăна: пĕлтерÿ çыпăçтаракан, суту-илÿ представителĕ, водитель, клиентсене йышăнакан менеджер кирлĕ. “Халăх бутикĕ” лавкка алăкĕ çине - сутуçăна, “Березка” лавккана кассира йышăнасси пирки пĕлтерÿ çакнă. Çавсем кăна...
Шыракан тупатех
Тĕнчери тата Раççейри компанисен акцийĕсем йÿнелсе пынă май финанс кризисĕ фонд рынокне пырса çапрĕ, çынсен чунĕнче канăçсăрлăх çуратрĕ: 1998 çулхи дефолт патне тепĕр хут таврăнмăпăр-и, малашне мĕн кĕтет пире, финанс кризисĕ потребитель кризисне куçмĕ-и, ĕç вырăнне улăштарма тивмĕ-и, хăш тытăмран пăрăнса иртмелле? - çакăн пирки ĕç шыраканăн хăйĕн те пуçа ватмалла. Урăхла каласан çиччĕ виçсе пĕрре касмалла, тимлĕрех, тÿсĕмлĕрех пулмалла. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, пирĕн экономика йывăрлăха çĕнтеретех, ахаль çыннăн пурнăçĕнче айăн-çийĕн çавăрттаракан пысăк улшăнăвах пулса иртмĕ. Çапах та ĕç рынокĕнчи лару-тăру кăткăсланнине шута илмеллех.
Раççейре кăçал 1,2 млн çын ĕçсĕр юлма пултарать. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле вĕсен йышĕ 7 миллиона капашĕ. Экспертсен черетлĕ хăратăвĕ мар ку, РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин прогнозĕ. Экономика аталанăвĕн министерствин яваплă çыннисем лару-тăрăва кăштах çемçетес тĕллевлĕ. Вĕсен шухăшĕпе ку кăтарту 5,5 миллиона çитмелле. Правительство официаллă ĕçсĕрлĕхе 2,2 млн çынпа танлаштарасшăн /халех ĕнтĕ 1,5 млн шута илнĕ/. Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕн мелĕпе - халăх хушшинчи ыйтăмпа усă курас тăк - “вăрттăн” ĕçсĕрлĕхе уçăмлатсан асăннă хисеп 5,8 миллиона кармашмалла.
Пирĕн хутлăхри лару-тăру еплерех-ши? Статистика кăтартăвĕсем тăрăх 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне служба центрĕсенче шута илнисем 11685-ĕн пулнă /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 9673/. 2008 çул вĕçĕнче ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,7 процент шутланнă /2007 çулта - 1,4 процент/. Кăçалхи нарăсăн 8-мĕшĕ тĕлне шута илнĕ ĕçсĕрсем - 15118, ĕçсĕрлĕх шайĕ 2,2 процента çитнĕ.
Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Анатолий Малов шухăшĕпе, экономика кризисĕ, паллах, ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва витĕм кÿчĕ. Енчен те 2008 çулхи юпа уйăхĕччен унта лăпкăлăх хуçаланнă пулсан, центра пыракансен йышĕ чÿк уйăхĕнчен ÿснĕ. Юпа уйăхĕнче центрта куллен 1667 çынна йышăннă. Раштавра асăннă кăтарту 2613-е çитнĕ. 2009 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕ тĕлне шута илнĕ ĕçсĕрсем 6278-ăн пулнă /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 3400/.
“Чи çивĕч тапхăр раштав уйăхĕпе пĕр килчĕ, - тет Анатолий Борисович. - Çав вăхăтра хулари пысăк предприятисем рабочисене ĕçрен кăларас пирки заявка тăратрĕç. Халĕ унашкаллисенчен хыпар килмест ĕнтĕ. Паян центр пулăшăвне кĕтекенсем, тĕпрен илсен, ĕçрен хăйсен ирĕкĕпе тухнисем, пĕчĕк предприятисен çыннисем. Лару-тăру лăпкă тесшĕн эпĕ. 2008 çул вĕçленнĕ тĕле кăтартусен базинче 2000 яхăн пушă ваканси юлнă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн иккĕмĕш çурринче çĕннисем хушăнма тытăнчĕç. Пĕлтĕр асăннă цифра 5 пине кармашнă, кăçал 2350 çитнĕ. Чăн та, паян ваканси сахал”.
Ĕçсĕр юлнисене пулăшас тĕллевпе центр пурнăçлакан мерăсем курăмлă. Тĕп тĕллев - çынсене ĕç тупма май туса парасси. Ку ыйтăва самантрах татса пама май çук тăк /сăлтавĕ ваканси пулманнипе çыхăннă тăк/ ĕçсĕррисен кăмăлне тивĕçтерсе вăл е ку професси пирки тĕплĕ ăнлантарса пама тăрăшаççĕ. Сĕнекен пулăшу нумай енлĕ: профессие вĕрентеççĕ, тепĕр ăсталăха алла илме май туса параççĕ. Кăçалхи нарăсăн 5-мĕшĕнче ĕçсĕррисене рынок ыйтакан 23 специальноçа - повар-кондитера, ПЭВМ операторне, парикмахера, электрогазосварщика, сутуçă-кассира, интерьер дизайнерне, лифтера, строительство специальноçĕсене, секретарь-референта тата ыттине - вĕрентме пуçланă. Ĕç рынокĕнче рабочи профессийĕсем халĕ те 80 процент таран.
“Центра пулăшу ыйтма килекенсен шучĕ ÿснине пăхмасăр лару-тăру питĕ йывăр темен пулăттăм. Раççей Федерацийĕн Правительстви, Чăваш Республикин Правительстви, ЧР Президенчĕ Н.Федоров ăна çăмăллатассишĕн куллен тăрăшаççĕ, - тет А.Малов. - Ку енĕпе йышăннă ятарлă программа вăй илсен чылай ыйтăва вăхăтра татса пама пулĕччĕ”.
Муркаш районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçин Тамара Антоновăн сăмахĕнчен вăл шанăçпа пурăнни, ырра ĕненни тÿрех сисĕнет. Чăн та, службăра шута илнисен йышĕ кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи 144 çынран нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне 183 çитнĕ, ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,83 процентпа танлашнă. Лару-тăру çивĕчленнипе мар, ĕçсĕрлĕх пособине ÿстернипе, ăна 850-4900 тенке çитернипе çыхăннă ку пулăм. Халиччен ĕç тĕлне пĕлмен çынсем тÿлеве тивĕçес тесе шута тăнă.
Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Иван Козлов пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи кăрлачра кунта 85 çынна шута илнĕ. Ĕçсĕр юлнисенчен чылайăшĕ - Мускавра хупăннă стройкăсенчен тăван ене таврăннисем, Шупашкарти çурма хăватпа ĕçлекен предприятисенчен хăйсен ирĕкĕпе тухнисем. Районтисем тăваттăн кăна - газокомпрессор станцийĕнче штата пĕчĕклетнипе вырăнсăр юлнисем.
Нушана кĕрсе ÿкнисене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе Муркашсем те, Красноармейскисем те Шупашкарсем пекех тĕрлĕ майпа усă кураççĕ, çын шăпине татса пама тÿрремĕнех хутшăнаççĕ.
Шанăçпа пурăнăр
Экономика аслă шкулĕн тĕпчев центрĕн директорĕн Владимир Гимпельсонăн шухăшĕпе кризис ĕçсĕрлĕх шайне пысăк витĕмех кÿмест. Раççей рынокĕн специфики хăйне евĕрлĕ вĕт: çынсен пысăк йышне кăларса ярас тĕллевлĕ мар ĕç паракан. Çакă уншăн хакла ларать. Шалу виçине тĕрлĕ майпа чакарма тăрăшать вăл. “Промышленноç предприятийĕсенче çуллен вăтамран персоналăн виççĕмĕш пайĕ тухса каять, çавăн чухлех пырса кĕрет. Чылай чухне хăйсен ирĕкĕпе тата. Кунашкалли тăнăç тапхăрта пулса иртет, кризисра мар. Штата чакарас тесен çынсене вăхăтлăх йышăнма чарăнмалла кăна”, - çапла шухăшлать ăсчах.
Чăваш тăрăхĕнчи ĕçсĕрлĕх шайĕ чан çапмаллах пулса тăман-ха. Республика ертÿçисем асăннă ыйтăва кун йĕркинчен кăлармаççĕ. Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва экономика кризисĕн тапхăрĕнче йĕркелесе тăрас тĕллевпе министерствăсемпе ведомствăсен пĕрлехи вăйĕпе 2009 çул валли РФ Правительствин 2008 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнчи “Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен бюджечĕсене Раççей Федерацийĕн ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма хушма мероприятисене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен субсиди парасси çинчен” 1089-мĕш йышăнăвне тĕпе хурса тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн ĕçлевпе çыхăннă социаллă пĕлтерĕшлĕ мероприятисем валли укçа-тенкĕ ытларах уйăрмалла. Çапла вара унта хутшăнакансен йышне ÿстерме май килет. Тĕслĕхрен, ĕçре тытăнса тăракан, анчах ăна çухатас хăрушлăх пур çынсене, урăхла каласан тулли мар ĕç кунĕ е эрне çине куçарнисене профессие маларах вĕрентес ыйтусене эффективлăрах татса пама пулать. Квалификацие ÿстерме е çĕнĕ специальноçа илме ĕçлев службисем халиччен вырăнсăр юлнă граждансене кăна янă. Федераци бюджечĕн хушма субсидийĕсемпе, республика укçи-тенкипе 3508 çынна профессие маларах вĕрентме, граждансем валли общество ĕçĕ йĕркелесе вăхăтлăх вырнаçтарма, ĕç шыракансене, вĕрентÿ учрежденине пĕтернисене, йышлăн кăларса янисен шутне кĕнисене - пĕтĕмпе 29 пин çынна - пулăшма, урăх регионта вырнаçас текен 200 ĕçсĕре ятран пулăшма, пĕчĕк бизнеса аталантарса 170 граждана харпăр хăй ĕçне йĕркелеме май килĕ. Ĕçсĕрлĕхе пĕтерес тĕллевпе уйăрнă укçа-тенкĕ республикăна асăннă программăна РФ Правительствинче çирĕплетнĕ хыççăн килме пуçлать.
Енчен те ĕçсĕррисем чăннипех вăй хурасшăн тăк вĕсем чухăнлăха кĕрсе ÿкес хăрушлăх сиксе тухмалла мар. Чăн та, кризиса пула вырăнсăр юлнисем нумайланнă. Юлашки вăхăтра вĕсен шутне банкри, куçман пурлăха сутакан специалистсем кĕреççĕ. Çапах та “финансистсем” ытлашши текен шухăш чылай чухне пурнăç ыйтнипе пĕр килмест. Рынокра вĕсене те йыхравлаççĕ. Алла усса лармалла мар. Ĕçрен кăларни кирек камшăн та - чун ыратăвĕ, пысăк стресс. Анчах та тÿрлетме май çук инкек тееймĕн. Професси тĕлĕшĕнчен юрăхсăрри пулса тăтăр-и? Чунăра хытарăр та çĕнĕ ĕç шырама пикенĕр. Ĕçпе тивĕçтерекен службăна васкăр. Унта шута тăма тата пособие тивĕçме мĕнле документ кирлине тĕплĕн ăнлантарĕç.
Асăннă ушкăна кĕрекенсем валли кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен патшалăх пулăшăвĕн уйăхсерен тивĕçекен чи пĕчĕк виçи - 850, чи пысăкки 4900 тенкĕ пулать. Çакă Ĕçлев Кодексĕн хăш статйипе кăларса янипе, стаж мĕнле пулнипе е ытти сăлтавпа пачах та çыхăнман. Сумма, паллах, пысăк мар. Çапах центр пулăшнипе е хăвăр тăрăшнипе вăхăтлăх ĕçлесе илме тата çав хушăрах яланлăх вырăн тупма пултаратăр.
Сăмах май, штата чакарнипе е предприятие хупнипе кăларса янисен пенсие маларах тухма ирĕк пур /хĕрарăмсен - 53, арçынсен 58 çултан/.
Ахаль ларакана ахах памаççĕ тенĕ ваттисем. Кĕрĕк арки йăваласа ĕç çук тесе ахлатни - усăсăр. Пуçаруллăрах пулмалла. Ĕçлес текен ĕç тупатех. Психологсем çапла сĕнеççĕ: кăларса ярасран питĕ шикленетĕр тĕк пуррине çухатичченех çĕннине шырама талпăнăр. “Репетици” хыççăн ăнăçатех. Шанăçа ан çухатăр - ĕненÿпе пурăнакан çĕнтеретех.