Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.02.03 ÇИРĔП СЫВЛĂХ ÇĔР-ШЫВĔНЧЕ («Игрушка (Тетте)», Чебоксары )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
14
ÇИРĔП СЫВЛĂХ ÇĔР-ШЫВĔНЧЕ («Игрушка (Тетте)», Чебоксары )
3 февраля 2010, среда
Категория издания: Общество

Номер издания: № 1 (январь 2010)
Çирĕп сывлăх çĕр-шывĕнчи Йĕкел паттăрпа Мăйăрпи тата Хăмлапи – сывă та тĕреклĕ, хастар та хаваслă ачасем. Хĕл кунĕнче те вĕсем килте телевизор умĕнче лармаççĕ.
Сывă çын – çунатлă, ирĕклĕ, ун çумне чир-чĕр çулăхма хăрать. Мăйăрпипе Хăмлапи те ир-ирех йĕлтĕр сырса тухрĕç. Йĕкел паттăр пăр çийĕн çил пек вĕçтерсе пырать. Ачасем, айтăр-ха эпир те вĕсенчен юлар мар. Ярăнма тухнă чух çакна асра тытăр: ытла ăшă та, çÿхе те ан тăхăнăр, хускалма та, чупма та меллĕ пултăр. Тарласан е шăнсан тÿрех киле кĕрĕр. Пăр çинче е урамра тепре тĕл пуличчен!
 
Ачасем, эсир сывлăха епле упратăр, мĕнле çирĕплететĕр? Час-час чирлеместĕр-и? Сиртен çырусемпе ÿкерчĕксем кĕтетпĕр. Чи лайăххисем журналта пичетленĕç.
 
Ваттисем çапла калаççĕ:
Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем - сывлăхĕпе.
Спортпа туслашсан чир вырăнне вăй кĕрет.
Кам чирлемест – вăл нăйкăшмасть.
Сывă çынна тухтăр та кирлĕ мар.
 
 

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика