Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.02.15 Ашшĕ е амăшĕ “куккука” çаврăнсан ("Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Кашни пепке телейлĕ ачалăха тивĕç. Çакă унăн саккунлă ирĕкĕ те. Анчах чăн пурнăçра тÿнтерле ÿкерчĕк ытларах та ытларах тĕл пулать. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхсе ачисене шар кăтартать. Теприсем алиментран тарса çÿреççĕ. Кунта нумайăшĕ “кризис, ĕç çук” теме пикенĕ. “Анчах çаксем тÿрре тухмалли сăлтав пулма пултараймаççĕ”, - теççĕ суд приставĕсем. Ачасен умĕнчи тивĕçĕ пирки маннă алиментçăсен йышĕ ÿссе пыни Чăваш Республикинчи ачасен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уполномоченнăя А.Андреева та пăшăрхантарать. Алимент ыйтăвĕ тĕлĕшпе ШĔМ, Ĕçпе тивĕçтерекен центрсем тата ытти ведомство унчченех пĕрле ăнăçлă ĕçленĕ. Çак кунсенче ку енĕпе тата тепĕр килĕшÿ алă пусрĕç. А.Андреевпа Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан А.Иванов малашне пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеме калаçса татăлчĕç. Çак кунах асăннă ыйтупа “хĕрÿ лини” иртрĕ.Ытларах чухне ашшĕсем алимент тÿлемесĕр айăпа кĕрекен. Анчах палăртнă вăхăтăн пĕрремĕш минучĕсенчех Шупашкарта пурăнакан В.Тимофеева кинне шыраса тупмашкăн пулăшу ыйтрĕ. Виçĕ ача амăшĕ чăн куккука çаврăннă тейĕн. Ун çинчен тăватă çул нимĕнле хыпар та çук. Тĕпренчĕкĕсем амăшĕнчен халиччен те пĕр пуслăх пулăшу курайман. Пурнăç панă çынни ăçта пурăнни те паллă мар. Приставсен пуçлăхĕ А.Иванов çак лару-тăру тĕлĕшпе татăклă хурав пама тăхтарĕ. Чи малтанах ĕç-пуçпа тĕплĕн паллашмалла. Çапах асăннă çемье ыйтăвне татса пама май пур таран пулăшма шантарчĕ.
Тĕпрен илсен, ачисен умĕнчи яваплăхран пăрăнакансенчен чылайăшĕ тĕнче касса çÿренине çирĕплетеççĕ приставсем. Вĕсене тупма, милици ĕçченĕсем пулăшаççĕ пулин те, çăмăл мар. Çавăнпах вĕсенчен алимент шыраса илесси кăткăсланать. Хăш-пĕрин парăмĕ темиçе нульлĕ хисепе çаврăнать. “Çапах кунашкал лару-тăруран мĕнле тухмалла-ха? Ачан ашшĕне алимент тÿлеме мĕнле хистемелле?” - çине-çине пулчĕ çакнашкал ыйту. Анатолий Юрьевич кашнинех тимлĕ итлерĕ. Паллах, темиçе çул хушшинче татса парайман саманта темиçе минутра вĕçне çитерме май çук. Арканнă кашни çемьен лару-тăрăвĕ хăйне евĕрлĕ.
“Çапах “ĕçлеместĕп” тени яваплăхран хăтармасть”, - ăнлантарчĕ Анатолий Иванов лини тепĕр вĕçĕнчи хĕрарăмсене. Апла “ирĕкленнĕ” ашшĕне Раççейри вăтам ĕç укçи тăрăх алимент шутласа парĕç. Çав виçе 15-16 пин тенкĕ ытларах. Эппин, 4 пин ытла тенкине ачи валли уйăрма тивĕ. Çак йĕрке чылай ашшĕне килĕшмест. Çавăнпа та пулĕ нумайăшĕ суя справка илсе килет те. Упăшки хут çинче кăтартнинчен самай ытларах ĕçлесе илнине темиçе хĕрарăм та пĕлтерчĕ. Кун пек хыпара ахаль хăвармаççĕ приставсем, вырăна тухса тĕрĕслеççĕ. Пĕлтĕр кăна 505 тĕрĕслев ирттернĕ. 48 çынна административлă явап тыттарма тивнĕ. Çав шутра - ашшĕн пулăшăвне вăхăтра куçарманшăн та. 5 организацире, чăнах та ĕç укçине пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен те сахалрах кăтартни çиеле тухнă.
Раççейри вăтам ĕç укçин виçи тăрăх алимент тÿлекенсем ку тĕлĕшпе хăйсен шухăшне палăртма именмерĕç. “Чăваш Енре вăтам ĕç укçи пĕчĕкрех вĕт”, - хирĕçлеме пикенчĕ Н.Романов та. Николайăн хăйĕн ку тĕлĕшпе парăм çук. Апла пулин те çÿлерех асăннă уйрăмлăха шута илме ыйтрĕ.
Н.Степанов та çакăнпа кăмăлсăр. Вăл хăй суд палăртнă пек алимент тÿлет. Анчах çав виçе пысăкрах тесе пăшăрханса калаçрĕ. “Алимент шутне парнеленĕ япаласене те кĕртме май çук-ши?” - кăсăкланчĕ арçын. Ку ыйтăва та суд урлă татса памаллине пĕлтерчĕç приставсем.
Ашшĕ ачине 5 çул курманнипе кăмăлсăр И.Васильева: “Кунашкал явапсăр çынсене ашшĕ-амăш ирĕкĕсĕр хăвармалла!” - терĕ çирĕппĕн. Ираидăна ÿссе çитнĕ ачинчен каярахпа ашшĕ хăй алимент шыраса илесси пăшăрхантарать. “Халĕ ашшĕ пачах та пулăшмасть, мĕншĕн ачан пулăшмалла?” - саккунпа килĕшменнине пĕлтерчĕ вăл. Тен, Мускаврах РФ Патшалăх Думинче çак ыйтăва çĕклемелле. Йывăр лару-тăрури ачасен çывăх тусне Александр Васильевича ку шăнкăрав шухăша ячĕ. Юристсемпе, ачасен ирĕкĕсемпе ĕçлекен тĕп уполномоченнăйпа канашласа илмелли куç кĕрет. “Тен, чăнах та пĕр çул алимент тÿлемест тĕк - ашшĕ-амăш ирĕкĕсĕр хăвармалла?” - терĕç журналистсем те. Анчах приставсен асăрхаттарăвне унччен шута илмен çынна çапла майпа йĕркене пăхăнтарма пулĕ-ши? Ахаль те ирĕклĕ кайăк пек вĕçсе çÿрекенсем хăйсене тата ирĕклĕрех туйма пуçламĕç-ши?
Пĕтĕмпе 30 яхăн çын хăйсен чун ыратăвне уçса пачĕ “хĕрÿ лини” вăхăтĕнче. Ытларахăшĕ тарса çÿрекен алиментçăна тупса яваплăх пирки ас илтермешкĕн пулăшу ыйтрĕ. Республикăрах пурăнаканнине тупма пулĕ-ха. Анчах, сăмахран, Молдовăра кун кунлаканнипе мĕнле çыхăнмалла? Çамрăк пĕр хĕрарăм темиçе çул ĕнтĕ ачин ашшĕпе чунран калаçса яваплăх пирки аса илтересшĕн. Хальлĕхе - ăнăçсăр. Ку тĕслĕхре Анатолий Юрьевич федераци шыравĕ пулăшасса шанать. “Çапах çыннăн хăйĕн яваплăх туйăмĕ пулмалла-çке. Ачи хăйĕн вĕт,” - пăшăрханса калаçрĕ вăл. Унăн сăмахĕсем “куккук” амăшĕсен чунне те пырса тивессе шанас килет те...
 


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика