Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.11.11 Пирӗн программӑпа В.Путин та паллашнӑ (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/

   Чӑваш Ен Президенчӗ Михаил Игнатьев тата республика Правительствин пуҫлӑхӗ Нина Суслонова чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче видеоконференци мелӗпе Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ Владимир Путин ертсе пынипе иртнӗ «Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен сывлӑх сыхлавне ҫӗнетмелли программисем ҫинчен» канашлӑва хутшӑннӑ.

  Федерацин сывлӑх сыхлавне ҫӗнетмелли 460 млрд тенкӗлӗх программи Раҫҫей ҫыннисен пурнӑҫ тӑршшӗне 5 ҫулта 69 ҫул таран тӑсма май  панӑ «Сывлӑх» наци проектне вӑйлатма тивӗҫ. «Ҫивӗч ыйту пайтах-ха, ҫак ыйтусемпе -демографипе, ҫынсем вилесси пысӑккипе, пурнӑҫ тӑршшӗ пӗчӗккипе - ҫыхӑннӑ лару-тӑру ҫӗр-шыв шӑпишӗн хӑрушӑ. Паян Раҫҫейшӗн халӑха упраса хӑварас тӗллев уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ», - тенӗ Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ, ҫавна май регионсене модернизаци программисене хастар хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Чӑваш Ен Раҫҫей регионӗсенче 2011-2012 ҫулсенче медицина пулӑшӑвӗ кӳмелли  тытӑма аталантармалли регион программине хатӗрленӗ пирвайхи территорисен шутӗнче. Ҫавна май республика ҫӗр-шыв шайӗнчи канашлура хӑйсен программисемпе паллаштарнӑ 6 регион шутне кӗнӗ. «Чӑваш Республикин Президенчӗ ертсе пыракан модернизаци канашӗ тӗп ҫул-йӗрсене тишкернӗ. Чылай сӗнӳпе асӑрхаттарӑва шута илнӗ. Паянхи кун тӗлне ӑна хатӗрлесе ҫитернӗ ӗнтӗ. Программа хакӗ - 4,032 млрд тенкӗ, паян эпир виҫӗ ҫуллӑх бюджета ҫирӗплетрӗмӗр, унта ҫак тӗллевсем валли пӗрле укҫа уйӑрас ӗҫе республика та хутшӑнассине шута илтӗмӗр», - пӗлтернӗ канашлӑва хутшӑннисене Н.Суслонова.

   Чӑваш Енри медицина учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине инвентаризациленӗ май больницӑсен 48 процентне /Рязань облаҫӗнче - 75 процент/ тӗпрен юсамалли палӑрнӑ. Республикӑра пӗтӗмӗшле практика врачӗн чӑнласах ӗҫлекен офисӗн шучӗ, калӑпӑр, Псков облаҫӗнчи ҫак кӑтартуран 16 хут пысӑкрах. Чӑваш Енре пурӑнакансем медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курмалли майсем Раҫҫейри пӗтӗмӗшле кӑтартусенчен 20 процент пысӑкрах.

Палӑртни вырӑнлӑ: Чӑваш Ен территорийӗнче ҫак программӑна пурнӑҫлассин тӗп ҫул-йӗрӗ шӑпах модернизаципе ҫыхӑннӑ, вӑл халӑхӑн 82 процентне пысӑк технологисен шайӗнчи медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме май парать.

   Хӑйсен сывлӑх сыхлавне аталантармалли программисемпе ҫавӑн пекех Мускав хули, Липецк, Псков, Рязань тата Иваново облаҫӗсем пал-лаштарнӑ.

Канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май В.Путин патшалӑх «халӑха упраса хӑварас» енӗпе йышӑнакан мерӑсем ҫитес икӗ ҫул та ҫӗр-шыв историйӗнче пулман шая ҫӗкленесси пирки каланӑ. Вӑл регионсен пуҫлӑхӗсене сывлӑх сыхлавне ҫӗнетмелли ыйтусене тӗп ӗҫсен шутне кӗртме сӗннӗ.

Н.Семенов.


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика