Виçĕм кун Шупашкар хула администрацийĕн пĕчĕк залĕнче грипп тата ОРВИ чирĕсем тĕлĕшпе эпидемиологи лару-тăрăвĕн ыйтăвĕсемпе пресс-конференци иртнĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем хула администрацийĕн сывлăх сыхлавĕн управленийĕн пуçлăхĕпе Дмитрий Марковпа, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пайĕн ертÿçипе Михаил Смирновпа, «Президент перинаталь центрĕ» ССПУ тĕп врачĕпе Алла Самойловăпа, «Фармация» ПУП генеральнăй директорĕн çумĕпе Юлия Петровăпа тĕл пулнă.
Эпидемиологи лару-тăрăвĕн ыйтăвне тишкернĕ май компетентлă ертÿçĕсенчен кашниех çакна çирĕплетнĕ: хальхи вăхăтра чи пĕлтерĕшли кашни çыннăн кăмăл-туйăма çирĕплетсе грипп тата ОРВИ чирĕсене сарăлма чăрмантаракан профилактикăн хушма мерисене пурнăçласа пырасси.
Инфекци вирусĕ çире пур хĕрарăмсемшĕн тата 6 çула çитмен ачасемшĕн уйрăмах хăрушă, вĕсем грипăн мĕн пур формине йывăррăн чăтса ирттереççĕ. 2010 çулхи авăн уйăхĕнче тĕп хулара А Н1N1 гриппа /2009 çулхи сысна грипĕ текенни/ 2 çын чирленĕ, раштавра тепĕр тĕслĕхе /лаборатори тĕрĕслевĕсем çирĕплетнĕ тăрăх/ шута илнĕ, кăçалхи кăрлач уйăхĕнче ку амак ернĕ тата виçĕ çынна тупса палăртнă. Асăннă тапхăрта çакнашкал типлă грипп ернĕ 6 çынна регистрациленĕ.
Çавна май ентешĕмĕрсене сывлăх сыхлавçисем чĕнсе каларĕç: халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче сахалрах пулмалла, тута-çăвара, сăмсана маскăпа хупласа çÿремелле, витаминлă апат-çимĕç ытларах çимелле тата сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла.
Профилактикăн паянхи тĕп мери вакцинаци шутланать. Дмитрий Марков палăртнă тăрăх халăха иммунизацилемелли асăннă мелпе Шупашкарта çу кунĕсенчен пуçласах усă курма тытăннă, ку ĕçе чÿк-раштавра вĕçленĕ. Çапла вара прививка тунă тата эпидемин сарăлнă тапхăрсен хушшинче тăватă эрнелĕх саппас вăхăт туса хунă. Хула администрацийĕн сывлăх сыхлавĕн управленийĕн пуçлăхĕ тепĕр хут аса илтерчĕ: халăха вакцинацилени патшалăхăн стратеги хÿтлĕхĕ пулса тăрать, ăна тивĕçлипе йышăнмалла тата тухтăрсен сĕнĕвĕсене пăхăнмалла.
Хальлĕхе Шупашкарта эпидеми хăрушлăхĕ çук-ха, чир вăтам сарăлса пырать. Унпа кĕрешме вара, пресс-конференцие хутшăннă яваплă çынсем çирĕплетнине ĕненес тĕк, тĕплĕн хатĕрленнĕ: «Фармация» ПУПăн аптека тытăмне кирлĕ препаратсем тата сыхлав хатĕрĕсем çителĕклех кÿрсе килнĕ. Вĕсем халăх ыйтăвне тивĕçтерĕç, пăтрану-пăшăрхану пулмалла мар пек. Хальлĕхе хулари шкулсенчен пĕрне кăна карантина хупнă. Анчах унта грипп паллисем çук темелле - ачасем физкультура урокĕнче шăнса пăсăлнипе кăна чирленĕ. Грипп тата ОРВИ чирĕсем тĕлĕшпе лару-тăрăва йĕркелесе пыма май килет. Чи пĕлтерĕшли - кашни çыннăн хăйĕн сывлăхне упрассишĕн тăрăшмалла: организмăн чирпе кĕрешме пултараслăхне ÿстермелле, амак çапса антарчех пулсан тухтăр патне васкамалла.
Чир паллисем
Респираторлă вирусăн хăвăрт пуçланакан инфекцийĕсем /çав шута грипп та кĕрет/ ерекен чирсенчен анлă сарăлнисем шутланаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - аслă ăру çыннисен 6 проценчĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни çак амакпа çыхăннă.
Грипăн 1918, 1957, 1968 çулсенче сарăлнă эпидемийĕсем çĕр çинчи пин-пин çын кун-çулне татнă. Сăмах май, «испанка» ята тивĕçни /1918 çулхи/ пĕрремĕш тĕнче вăрçинче вилнĕ халăхран ытларах - 20 млн çынна пĕтернĕ.
Сывлав çулĕсен хăвăрт пуçланакан чирĕсене пуçарса яракан сăлтавсем 200 ытла, вĕсенчен 170-шĕ - вирус, ытти - бактери. Вĕсем хăвăрт аталанаççĕ, чирлĕ çынпа хутшăнмасăрах теприне ерме пултараççĕ - лавккара, общество транспортĕнче, поликлиникăра тата халăх йышлă пулакан ытти çĕрте. Паллах, вирус ертекен çын унта сирĕнтен маларах пулнă тăк. Вăл калаçнă, сывланă, сунасланă хыççăн микробсем сарăлаççĕ вĕт. Вĕсем организма лексен 24-48 сехетсенчех сывлав çулĕсен эпителине сиенлемешкĕн кирлĕ чухлех аталанма пултараççĕ. Грипп вирусĕ уйрăмах пуçаруллă. Унăн инфекцийĕ этем организмне лексен ÿт температури 39-40 градус таран вĕриленет, пуç çурăлса тухасла ыратать, сăн-пит хĕрелет, сăмса питĕрĕнет, 2-3 талăкран сунас пуçланать. Пысăк температура 5 куна тăсăлма пултарать. Ытти микроб пуçарнă чир-чĕр сăмсапа пыра ярса илет, сунаслаттарать, ÿсĕрттерет, пыр ыратать, температура 38 градусран иртмест, анчах амак гриппа танлаштарсан вăраха тăсăлать.
Мĕнле сипленмелле?
Чирĕн малтанхи паллисем палăрсанах тухтăртан пулăшу ыйтмалла. Çын хăйне уйрăмах япăх туйсан е унăн вăраха кайнă чир-чĕр - чĕре ишемийĕ, гипертони е ытти амак нушалантарсан ăна госпитализацилемелле. Грипп пуçлансан поликлиникăна кайма тăхтамалла - врача киле чĕнсе илмелле.
Чирлĕ çын килте сипленет тĕк çемье членĕсене инфекци ертесрен асăрханмалла. Май пулсан ăна уйрăм вырнаçтармалла - пÿлĕме дезинфекци хатĕрĕсемпе - хлораминпа, кĕпе супăнĕпе усă курса - куллен нÿрĕ татăкпа тасатса тăмалла, уçăлтармалла. Унсăр пуçне вĕрилентернĕ тапхăрта чирлĕ çыннăн вырăнпах выртмалла. Интоксикацие чакарма шĕвек ытларах ĕçмелле: чей, ăшă сĕт, улма-çырла сĕткенĕ, морс...
38-38,5 С градус температурăна чакарма парацетамол ĕçмелле. Унран пĕчĕк виçене антарма кирлех мар. Паллах, чирлекен хăйне йывăр туймасан. Мĕншĕн тесен шăнтса пăрахни организмăн хÿтлĕх реакцийĕ шутланать.
Эмел сиплевĕ пирки тухтăрпа канашламалла.
Юрамасть...
lАнтибиотиксемпе тÿрех сипленме - вĕсем вируссене витĕм кÿмеççĕ, иммунитета хавшатаççĕ, аллергие яма пултараççĕ*
lэрех-сăрапа сипленме, мунча кĕме.
Тухтăрсем сĕнеççĕ
Грипран прививка тумалла. Респираторлă ытти инфекцирен хÿтĕлекен вакцина тумаççĕ - апла тăк организма çирĕплетмелле, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, çулталăк тапхăрĕпе килĕшÿллĕн тумланса çÿремелле тата белокпа, çупа, витаминпа пуян апат çимелле. Хĕллехи вăхăтра рациона сухан, ыхра, чĕрĕ улма-çырла, пахча çимĕç, йÿçĕтнĕ купăста, поливитамин препарачĕсем кĕртмелле.