Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2011.01.29 Табак туртни çав тери сиенлĕ («Шемуршинский вестник (Шăмăршă хыпарĕ)», Шемурша )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсем шухăша яраççĕ: çĕр çинче табак туртнипе пуçланнă чирсене пула çулталăкра 5 миллион ытла çын вилет. Раççейре – çулталăкра 400 пин çын. Тĕнчере çынсен 28 проценчĕ туртать. Раççейре сиенлĕ çак йăлапа арçынсен - 60 ытла проценчĕ, хĕрарăмсен 30 яхăн проценчĕ туслă. Ятарласа ирттернĕ ыйтăм тăрăх Чăваш Енре пурăнакансен 40 проценчĕ пирус туртни паллă. Шăмăршă районĕнчи кăтартусем те çавнашкал.

Чи хăрушши – чĕлĕмçĕсен ретне çул çитмен çамрăксемпе ачасем те тăни. Вĕсенчен 15 проценчĕ 10 çул тултаричченех сигарет хыпнă. Шкула çÿрекен арçын ачасен - 35 проценчĕ, хĕрачасен 20 проценчĕ ялан туртать, 80 проценчĕ çитĕнсе çитсен те çак йăлана пăрахмасть. Çул çитмен çамрăк туртни çав тери сиенлине унăн кĕлетке ÿсĕмĕ, ăс-тăн аталанăвĕ чарăнса ларни те çирĕплетет.

Паллах, ашшĕ-амăшĕ ачи туртнине сиссен тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тăрăшать. Чылайăшĕ тÿрех пиçиххи ярса тытать, кĕсйисене ухтарма пуçлать. Ачи вара суйма, сигарета пытарма, вăрттăн туртма пуçлать. Аслисен çак лару-тăрура хăйсене тĕрĕс тытмалла, тÿрех кăшкăрса-вăрçса тăкмалла мар. Ачапа çывăхланма унпа тĕрлĕ ыйтупа ытларах калаçмалла, чунĕнче мĕн пуррине пĕлмелле. Чылай чухне ача сигарет килĕшнипе мар, çитĕннисен тĕнчине хăвăртрах кĕрес килнипе туртать. Çавăнпа вăл ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхне туйса тăни, вĕсене кирек мĕнле ыйтупа та шанма пултарни пĕлтерĕшлĕ.

Сиенлĕ хăнăхуран хăтăлас текен чылай, анчах пурте тÿсĕмлĕх çитереймест. Статистика вара шелсĕр çапла палăртать: усал шыççа пула вилнисен - 85 проценчĕ, инфарктран вилнисен 25 проценчĕ табакпа питĕ туслă пулнă. Туртакансен "професси" чирĕ - юн тымарĕсене сиенлекен эндеартериит. Малтан – ура ыратма, унтан уксаклаттарма пуçлать, кайран трофика язвипе гангрена аталанаççĕ. Шел те, чир вăйлансан урана татма тивет, пурнăç вăтамран 15 çул кĕскелет. Арçынсен ар вăйсăрлăхĕн тĕслĕхĕнче 11 проценчĕ пирус туртнин витĕмĕпе çыхăннă. Çавăн пекех пирус тĕтĕмĕпе тăтăшах сывлама тивни те питĕ сиенлĕ.

Туртма пăрахас тесен мĕн тумалла-ха;

Чи малтанах хăвăрăн сывлăха, чуна аркатма чарăнмалла. Мĕншĕн тесен туртни – аркату, хÿтлĕх инстинктне хирĕç пыракан меслетсенчен пĕри. Табак компанийĕсем сирĕнпе усă курса нумай-нумай миллиард тупăш илеççĕ. Эсир вара сывлăха 100 проценчĕпех çухататăр, укçа енчĕкне пушататăр.

Кÿренмелле мар-и;

Хăвăра юратма, хисеплеме тытăнмалла. Хăвăра сиен кÿрекен пĕр ĕç те тумалла мар.

Вăй-хала, тÿсĕмлĕхе çирĕплетсе туххăмрах туртма пăрахмашкăн пулать.

Фармацевтикăн хальхи хатĕрĕсем те пулăшма пултараççĕ.

Сиенлĕ йăларан майĕпен, сигарет шутне куллен чакарса, сивĕнме пулать.

Туртас килнине чăмлакпа, леденецпа, чейпе, кофепе ирттерме май пур. Асра тытăр, сигарет туртăмĕ 5-10 минута кăна пырать.

Çапах ниепле те туртма пăрахаймастăр пулсан пăшăрханса ан ÿкĕр. Наркологсемпе, психотерапевтсемпе канашлăр. Вĕсем сирĕн валли сипленме тата кăмăла çирĕплетме пулăшакан ятарлă программăсем хатĕрлесе парĕç.

А.АНЧУНОВА, районти тĕп больница врачĕ.


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика