Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2011.02.22 Донор кунĕ иртнĕ («Путь победы (Çĕнтерÿ çулĕ)», Вурнары )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче донор кунĕ иртнĕ.

Юн пани – сăваплă ĕç. Пĕрремĕш донорсем кунта тăрăшакансем пулнă. 16 ялти 101 çын юн панă. Ытларахăшĕ – Мăн Явăшран, Пăваялĕнчен, Сăкăтран, Чăрăшкас Мăратран, Уйкас Кипекрен.

Донор кунне хутшăннисем 100 тенке тата пĕр канмалли куна тивĕçнĕ. Юн 40 хутчен е ытларах паракансене «Чăваш Республикин хисеплĕ донорĕ» паллăпа чыслаççĕ. Вĕсен çăмăллăхсем те пур.

Çын сывлăхĕшĕн тăрăшакансем, этем тивĕçлĕхне çÿлте тытакансем ытларах пулччăр. Вĕсем хальхи обществăна питĕ кирлĕ.

Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче донор кунне хутшăннисене республикăри юн яракан станцин тата Вăрнар район тĕп больницин администрацийĕсем чун-чĕререн тав тăваççĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунаççĕ.

О.КАЗАКОВА


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика