Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2011.05.07 Фронтран килнĕ çыру («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Симун (Симеон) Васильев 1911 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Турхан ялĕнче çуралса ỹснĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн учителе вĕренсе тухнă, Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕнче ĕçленĕ. Ĕçне вăл хăй çуралса ỹснĕ ялтан çуран е велосипедпа çỹренĕ. Вăл вăхăтра велосипедсем таврари ялсенче пулманпа пĕрех. Каярахпа хамăр районти Кармал ялĕнче те ĕçленĕ. Унăн арăмĕ врач пулнă. Вăрçă пуçлансан Симун Владимир хулине кĕçĕн командирсем ха-тĕрлекен шкула лекет. Вĕренсе пĕтерсен йывăр тупă командирне Ленинград фронтне яраççĕ. Пĕр хаяр çапăçура йывăр аманса госпитале лекет вăл. Суранĕсем йывăр пулнăран 1942 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă Васильев сержант. Ăна Ленинград облаçĕнчи Киров районĕнче пытарнă. Симунăн пĕр çырăвĕ пирĕн килте упранса юлнă. Ăна вăл асатте - Иван Капитонович Пупин патне ярса панă пулнă. Çак сархайнă çырăва эпĕ аттен - Степан Иванович Пупинăн хучĕсем хушшинче тупрăм: "Ну, Иван тете, инке, Клавия! Сире пирвайхи йĕркеренех çемйипех хĕрỹллĕ салам яратăп. Микула тетесене те манран хĕрỹллĕ салам калăр. Кĕскен хам пурнăç çинчен çырса пĕлтерем: çара мана февралĕн 4-мĕшĕнче илчĕç. Çар комиссариачĕ Владимир хулине ячĕ, йывăр тупă командирне вĕрентрĕç. Ман отделенинче вырăссем те, тутарсем те, осетинсем те пур. Пурте çамрăксем, сывă çынсем. Хальхи вăхăтра Ленинград облаçĕнче фронтран инçе мар тăратпăр. Ирхине 5 сехетрен пуçласа каçхине 10 сехетчен занятинче. Килтен, аннесенчен çыру илменни пĕр уйăх та иртсе кайрĕ. Ял пурнăçĕ çинчен, аннесем мĕнле пурăнни çинчен çав тери пĕлес килет. Сирĕн Степанăн адресне аннесем çырса пĕлтернĕччĕ. Ăна пĕр çыру янăччĕ. Хăй те мана хирĕç çыру çырчĕ пулĕ. Анчах Владимир хулинчен тухса кайнипе эпĕ унран çыру илеймерĕм. Çавăнпа та Степан адресне çырса яма ыйтатăп. Çак çырăва илсенех ялти хыпарсем çинчен лайăх çырса пĕлтерĕр. Çара кайнă çынсенчен кам çыру çырать, кам çырмасть? Хамăр Суççи аманса Хусанта выртни çинчен килтен тахçанах çырса пĕлтернĕччĕ. Анчах хальхи вăхăтра Суççи çинчен нимех те пĕлместĕп, адресне çырса ярăр. Иван тете, çара кайнă ялти çынсен пурнăçĕсем çинчен çырса пĕлтерсен мана аван пулĕччĕ. Баранов Семен мĕнле пурăнать? Хамăр Микула тете мĕнле пурăнать? Çырса пĕлтерĕр. Аттесем мĕнле пурăнаççĕ? Çак çырăва çыриччен икĕ кун малтан киле çыру çырнăччĕ, вĕсем те илнĕ, те илмен. Кайса пĕлĕр. Штабран илсе икĕ хут та справка ятăм, пособи те илеç, те илмеç, çырса пĕлтерĕр. Афанасьев Николай ăçта пурăнать? Ман адрес çапла: Лениградская область, Окт. Желез. Дорога, ст. Окуловка, п/я 17/80. Сержанту Васильеву Семену Васильевичу. Колхоз председателĕ кам пирĕн? Тырăсем мĕнле ỹсеççĕ? Çырса пĕлтерĕр. Çак çырăва илсенех çыру çырăр. Сывă пулăр. Сиртен çыру кĕтетĕп. Манран çыру илнине аннесене кайса калăр. Хăйсем те çыру çырччăр, эпĕ вĕсене çыру ятăм". Çак çырăва улăштармасăр çырса илтĕм эпĕ

Федор ПУПИН, çар службин ветеранĕ, отставкăри офицер.


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика