Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.01.30 Ветерансем канашлаççĕ («Наша жизнь (Пирĕн пурнăç)», Красные Четаи )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/

Эрне кун район администрацийĕнче ветерансен канашлăвĕ иртрĕ. Ăна районти пенсионерсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Юрий Егоров ертсе пычĕ. Канашлура ветерансен, инвалидсен организацийĕсен ертÿçисем Галина Тимакова тата Евдокия Сергеева 2012 çулхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕç, умри тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕç.

Иртнĕ çулта районти пĕлтерĕшлĕ пулăмсене халалласа сахал мар ĕç туса ирттернине, вĕсенче аслă ăру çыннисем май килнĕ таран хутшăннине, тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленине пĕлтерчĕç.

Ветерансем уйрăмах çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парасси, ĕлĕкхи йăласене упраса хăварасси пирки калаçрĕç тата ытти çивĕч ыйтусене хускатрĕç.

Ĕçлĕ тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăнчĕ. Вăл аслă ăру çыннисем район пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине аса илтерчĕ, районăн экономикăпа социаллă аталанăвне тишкерчĕ.

Юлашкинчен вăл пенсионерсен пĕрлешĕвĕн ертÿçине Юрий Егорович Егорова район аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата 70 çулхи юбилей ячĕпе Тав çырăвĕ парса чысларĕ.

В.РОМАНОВ.


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика